АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Евруç аппа — тĕрĕ ăсти

04 августа 2009 г.

 

Манăçми ялăм, Супарăм, унăн ытарайми урамĕсем, кăмăла каякан çуртсем, унăн вăй питти те хастар çыннисем, мăнаçланмалли ватăсем.

Яла килмессерен манăн куç умне ÿкет ырă улшăну пурри. Ĕлĕкхи тапхăрта çурхи-кĕрхи вăхăтра автомашина-трактор çÿренĕ, урам урлă шыв йăтса каçма кансĕр пулнă самантсем асăмрах-ха. Çак вăхăтсене аван астăвать Ефросинья Никифоровна Аверкиева. Вăл çак ялтах 1938 çулхи чÿк уйăхĕн 24-мĕшĕнче çуралнă. “Çулленех паллă кунра хĕрĕмсем — Ольгăпа Надя, кĕрÿсем, мăнукăмсем, тăванăмсем ватлăхра хам ÿстернĕ сыснаран хатĕрленĕ техĕмлĕ шÿрпене çиме, саламлама çитеççĕ”, — сăмахлать ватă.

Саккăрта Супарти пуçламăш шкула вĕренме каять Ефросинья. Сăмах май ялта ăна ватти-вĕтти “Евреççи” тесе чĕнет. Каярах çывăхри Метикасси вăтам шкулне утма тивнĕ. Килте шăллĕсем — Кольăпа Миша — пулнă.

Паянхи пекех ăш пиллĕн аса илет ватă. Супар шкулĕнче шкул директорĕнче А. Николаев чылай тапхăр ĕçлерĕ. Вĕсем мăшăрĕпе — Зинаида Матвеевнăпа — виçĕ ывăл пăхса ÿстерчĕç. “Мана вĕсен вăталăх ывăлне, Станислава, пăхма тÿр килчĕ пĕр вăхăт.

Сăмах май паянхи кун С. А. Николаев район пуçлăхĕнче ĕçлет”, — тет ватă. Малашнехи çулсенче Е. Аверкиева шкулти техслужащире, райпо тытăмĕнчи Трак станцийĕн столовăйĕнче грузчикре, рабочире тăрăшнă. Çав çулсенче хăйĕн юратăвне тĕл пулать. Шел, мăшăрлă пурнăç ăнман унăн, алăри ачапах киле таврăнать. Каярахри шăпа ентешĕме, ялти нумай çынсем пекех, чукун çул çине илсе çитерет. Вăл стрелочникре 24 çул вăй хурать. Яланах хăйĕн ĕмĕтĕнче пÿрт-çурт çĕклес тĕллев пулнă. “Ĕмĕр тăршшĕпех анне килĕнче пурăнас темен пуль”, — тет паян ватă. Ăна вăл пурнăçлать.

— Юратнă аттем халĕ те асăмрах. Хаклă çыннăм, Аверкий Никифорович Никифоров, иртнĕ вăрçăран аманса таврăнчĕ. Эпир вăрçă ачисем, çав тапхăрта питĕ хăранă, мĕншĕн тесен вăл çулсенче ыйткалакан çынсем нумайччĕ, çитменнине салтаксен вĕрентÿ штабĕ те çывăхра вырнаçнăччĕ. Аттене анне уйран ĕçлесе таврăнсан тин киле кĕртнĕ, кайран вара эпир юратнă çыннăм чĕрçи çинчен анман. Шел, сурансене пула пурнăçĕ кĕске пулчĕ, вăл 39 çултах çĕре кĕчĕ. Аннем, Мария Андреевна Андреева, 95 çултан иртнĕскер, пурăнать-ха. Ĕмĕрĕпех колхоз уйĕнче, фермăра тăрăшнă.

Супар, вăрман çывăхĕнче вырнаçнăскер, ял халăхне “тăрантарнă”: кунта сертине те, кăмпине, мăйăрне те, йĕкелне те, çырлине те пуçтарнă. Хĕл кунĕсем валли вутă-шанкă хатĕрленĕ. Вăрманăн ылтăн пуянлăхне çулленех лесничествăна леçсе панă, техĕмлĕ хутăшсем ярса хам маринадланă тĕрлĕ йышши кăмпана илсе кайнă. Тепĕр ырă йăлине асăнса хăварассăм килет манăн çак лара-тăра, ывăнма пĕлмен, пурнăçа юратакан ватăнне. Вăл хамăр тăрăхри чăн-чăн тĕрĕ ăсти-çке.

— Шкул сакки çинче ларнă чухнех тĕрĕ тĕрлеме вĕрентĕм эпĕ. Ун чухне çак ăсталăха туптама З. Васильева нумай тăрăшрĕ.

Пушă вăхăтра 50 çула яхăн тĕрĕ тĕрлесе пурăнтăм. Çулсем иртнĕ май, кăмăл кавирсем еннелле туртрĕ. Диван-кресло, пукан, сумка, стена çивиттийĕсем, урай сармаллисем, телевизор çине витмеллисем хатĕрлерĕм... Мĕн чухлĕ ал шăллисем, кантăк каррисем, кравать аркисем, чĕнтĕрсем тата çыхман-ши? Манăн ĕçсене районта иртекен ака туйсене, вырăнти куравсене тăратрĕç. Телее-и, 3-4 çул каялла ĕçĕмсене суйласа илсе Шупашкара илсе кайрĕç. Унта эпĕ 500 тенкĕ премие тивĕçрĕм. Кунсăр пуçне тăван тăрăхра хамăн ĕçсемшĕн темиçе хут та чысланă мана. Халь пурăнма лайăх, — тăсать сăмахне ватă. — Вут хутас йывăрлăх çук, çавă паха. Çапах та çак ырлăх Супара 10 çул маларах килнĕ пулсан, вунă çул çамрăкрах, хастартарах, сывлăхлăрах пулнă пулăттăм. Çавах та хаçат-журнал куçлăхсăрах вулатăп-ха.

Шел, шав малаллах васкаççĕ çав çулсем. Ватлăх туяпа юнать пулсан та, иртнĕ вăхăт пархатарсăр хыçа юлмарĕ.

Çакăн пек хастарсемпе, ватăсемпе, тĕрĕ ăстисемпе илемлĕ манăн Супар тăрăхĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика