АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асамлăх тĕнчинче

04 августа 2009 г.

 

Пирĕн несĕлсем хăйсем тĕртнĕ пиртен çĕленĕ хитре тĕрĕсемпе илемлетнĕ çи-пуçпа çÿренĕ. Ĕлĕк çи-пуçа шурă пиртен çĕленĕ, кĕпине те шурă пир кĕпи тенĕ. Эрешĕ те пĕр пек мар, тăваткал кĕтеслĕ, ăна хăш чух чĕр чунсемпе чечексен ÿкерчĕкĕсемпе сăн кĕртнĕ. Вĕсене хĕрлĕ, кăвак, симĕс, хура çипсемпе тĕрленĕ.

Красноармейскинчи капмар, нумай хваттерлĕ пилĕк хутлă çурт аякранах курăнать. Ленин урамĕнче вырнаçнă вăл. 86-мĕш номерлĕ. Çакăнти пĕр подăездри тăваттăмĕш хутра пилĕк пÿлĕмлĕ 7-мĕш хваттерте 7-мĕш çул мăшăр кăвакарчăн пекех шăкăлтатса пурăнаççĕ Линăпа Виталий Александровсем, пĕрлешни — 29 çул. Лина Лаврентьевна Еншик Чуллăри йышлă çемьере ÿснĕ. Икĕ ывăл та виçĕ хĕртен чи кĕçĕнни вăл. Унăн мăшăрĕ — Виталий — Çĕрпÿ районĕнчи Лĕпсĕр ялĕнчен. Лина Лаврентьевна— выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен районти станцин аслă ветфельдшерĕ. Мăшăрĕ — газ уçлакан Заволжски станцин слесарь-сантехникĕ.

Александровсен хваттерне алăк урати урлă каçса кĕрсенех кунта тирпейлĕ те типтерлĕ çынсем пурăнни куç тĕлне пулчĕ. Кашни япала хăй вырăнĕнче. Унта та кунта урлă-пирлĕ япăхса выртаканнине асăрхаймăн. Хăтлă, чылай пÿлĕмсемлĕ хваттер тасалăхĕпе пĕрлех тепĕр асамлăхпа тыткăнларĕ мана. Кашни пÿлĕмех курава аса илтерчĕç. Акă, коридортан тытăнса тĕпел кукрине çитиех илемлĕ картинăсем çакăнса тăраççĕ. Çывăрмалли пÿлĕмсенче те, залра та, кухньăра та темиçешер вĕсем. Капăр, çыпăçуллă алăсемпе ăсталанă рамăсене хупнă вĕсене. Кашниех тĕрлĕ виçеллĕ. Пурте чăн-чăн ÿнерçĕ алли витĕр тухнă тейĕн. Çут çанталăк, чĕр чунсем, тĕн темипе çыхăнтарнă ÿкерчĕксем çине-çинех вырăн тупнă Лина Лаврентьевнан.

— Кухньăра, ав, куршексенчи розăсене, мăкăньсене пăхса ытармалла мар. Атьăр-ха, хĕрсем çывăракан пÿлĕме кĕрсе тухăпăр тата… Константин Ивановăн Нарспийĕпе Сетнерне тĕрлесе еплерех сăн кĕртрĕм. Куратăр-и, Нарспи картламсемпе тулли шыв витрисене çĕкленĕ… Хушпу тăхăннă… — хăй ĕçне ытараймасăр сăнарĕ вашават хĕрарăм. — Ытти пÿлĕмсене те çаврăнса тухар…

— Лина, çак ик куç тулли асамлăх тĕнчине чун-чĕрепех парăннă эсир. Çавах та çав кăмăл-туртăм сирĕнте мĕн ачаранпах вăй илнĕ пуль?— кăсăклантăм эпĕ.

— Ĕлĕк çамрăк чухнех анне тĕрлеме, тĕртме юрататчĕ. Эпĕ ăна çиппине хатĕрлесе параттăм. Хамăн тем ытлах тĕрлес, çыхас шухăш çукрахчĕ. Çавах та пирĕн çемье ăстасенчен пуян пулнă çав, мухтанмаллах. Акă, Роза ятлă аппам пĕрехмай: “мĕнле те пулсан ал ĕç ăсти пулма хăнăхăр”, — тетчĕ. Пичче те — Николай — ăста платникчĕ, алли-ури çаврăнатчĕ. Платник ĕçĕсене туххăмрах пурнăçлатчĕ. Шел, 62 çултах çĕре кĕчĕ вăл. Аппа пĕрехмай тĕрлетчĕ, тĕрĕç ăсталăхĕпе вăрттăнлăхĕсене уçса паратчĕ, — аса илчĕ тĕрĕç ачалăха. — Аппа маншăн тĕрĕ-эреш тĕлĕшпе хăйне май тĕслĕх кăтартрĕ.

Лина Лаврентьевна хĕр-упраç чухне те тĕрленĕ. Хăй палăртнă тăрăх, ку вăй-туртăм сакăр вуннăмĕш çулсенче хĕрсех аталаннă. Вăл тĕрĕ-эрешсен пахалăхĕпе те, тематикипе те хăвăрт пуянланнă. Çемье çавăрсан, мĕн тăвăн, тепĕр чух укçи-тенки те тивĕçеймен-ши е тĕрĕç ĕçĕ çав териех парăнтарнă хĕрарăма.

— Ачи-пăчи валли кофтине, кĕпине, гамашне çыхнă. Çипсемпе мулинесем ĕлĕкрех çитсе каймастчĕç. Çыхнă япаласене сÿтеттĕм, кирлĕ тĕслĕ тата пахалăхлă çип хатĕрлеттĕм. Пĕррехинче çĕнĕ утияла сÿтсе ачасене çуркунне валли куртка çыхса патăм. 1985 çулта больницăра выртнă чухне те ал ĕçĕпе аппалантăм, — хăй калассине чуна уçрĕ кил хуçи хĕрарăмĕ. — Ал ĕçĕпе вăтăр çула яхăн ĕçлетĕп вĕт…

Куллен шыравра Лина Лаврентьевна. Илемлĕ эреш-тĕрĕсене шырать, картинисене, ÿкерчĕкĕсене “Лена”, “Вышивка для души” тата ытти журналсенчен, киосксемпе лавккасенчи кăмăла каяканнисене суйласа илет.

Малтанхи вăхăтра чечексен ытамĕнче пулнă-тăк халь тĕн тематикипе ытларах ĕçлет. Турăшсем тĕрлет. Пĕлтĕрпе кăçал, акă, “Николай Чудотворец”, “Боже матери”, “Ангел” турăшсене эрешленĕ. Анчахрах вăл Красноармейскинчи пасарти “Подарки” лавккара “Хăвăрт итлекен тур амăшĕ” турăш туяннă. Ăна тĕрлесе те хунă, рамăна вырнаçтарнă. Тĕрĕç палăртнă тăрăх, тĕрленĕ турăшсем пĕтĕмпе вун виççĕне çитнĕ. Л. Александрова йĕппе хĕресле майпа тĕрлет. Крючокпа çыхать. Хваттерте шурă çиппе çыхнă кофтăсем, тĕрлĕ тĕспе тĕрленĕ ал шăллисем, минтерсем темиçе те.

— Ку тарана çитсе миçе картина эрешленĕ эсир?— ыйтуллăн пăхрăм ăстаçă çине. — Шута илнĕ-и?..

— Аллă ытла. Чылай хайлавсемпе районти халăх пултарулăх çуртĕнче тата çулленех иртекен районти Ака туйра куравсем йĕркеленĕ, çывăх çынсене апла-капла парнелесси, сутасси йăлара мар маншăн, — хăй шухăшне пытармасть тĕрĕ ăсти. — Тĕрĕ кăткăс ĕç, чăтăмлăх, тăрăшулăх ыйтать..

Чăнах та, вăхăчĕ те самаях кирлĕ тĕрлеме. Сăмахран, пĕр кофтăна уйăх çурăра çыхнă вăл. Тĕрлеме вара, йĕппе, паллах, вăхăт татах ытларах ыйтать.

Александровсен хваттерĕнчи пÿлĕмсенче тĕрĕç алли витĕр тухнă акăшсем, кушаксем, мулкачсем, йытăсем тата ытти чĕр чунсем йышлă. Пурте чечен те çыпăçуллă тата курăмлă пулни куç умĕнчех.

Александровсен пилĕк хĕр. Таньăпа Оксана, Алена — пурте аслă пĕлÿллĕ. Майăпа Настьă та аслă пĕлÿ илессипе, юрист тата менеджер профессине вĕренессипе тимлеççĕ.

— Пирĕн хваттерте манăн картинăсем çеç мар, манăн хĕр-упраçсем — Аленăпа Майăн ача чухне тĕрленисене те пăхрăр эсир. Иккĕшĕ те ăмăртмаллах чĕр чунсене тĕрлеме, сăнлама юрататчĕç. Ав, Алена — тилĕ, кушак, качака, Мая йытă тĕрлесе илем кÿчĕç хваттере, — стена еннелле аллисемпе сĕлтрĕ Лина Лаврентьевна. — Виçĕ мăнук пирĕн.

Чун туртăмĕ ăсташăн иксĕлми, çăл куç шывĕ евĕрех, тапса тăрать. Малашне те творчество лавĕ тулса, тăкăнса тăтăрччĕ сирĕн, Лина Лаврентьевна.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика