04 августа 2009 г.
Николай Дмитриевич Дмитриев (Карай) — поэт-прозаик. Вăл 1942 çулхи ака уйăхĕн 15-мĕшĕнче çуралнă. Эпĕ ăна 1978 çултанпа пĕлетĕп. Çĕпĕрте пурăннă вăхăтра та унпа çыхăну тытрăмăр. Ентешĕн “Ураллă купăс” çĕнĕ кĕнекипе паллашсан авторпа калаçу пуçарас килчĕ.— Николай Дмитриевич, эсир ытларах ача-пăча валли çыратăр. Чĕр чунсене те калаçтаратăр, вĕсене çынсемпе танлаштаратăр.
— Эпĕ ачасене питĕ юрататăп. Вĕсен шухăш-кăмăлне аван пĕлес пулать. Хăвăн та ача вырăнĕнче ун пек шутлама, савăнма пĕлес пулать. Вĕрентекен пулни питĕ пулăшать, психолога, педагога вĕренни мана пурнăçра нумай усă панă.
— Çырас туртăм хăçан çуралнă? Сирĕн тăванăрсенчен çыравçăсем тухнă-и?
— Кукамай питĕ халап, юмах яма ăстаччĕ. Унран чылай куçнă пулĕ мана. Анне те хăна-вĕрле пухсан хăй сăвăласа юрлатчĕ. Эпĕ 6-мĕш класрах çырма пуçланă. “Çеçпĕл çеçкисем” литература кружокне çÿреттĕм. Ăна чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Е.Николаева ертсе пыратчĕ. Алпа çырса хаçатсем, журналсем кăлараттăмăр. Манăн пĕрремĕш сăвă Ю.Гагарина халалланăскер “Ял пурнăçĕнче” кун çути курнăччĕ.
— Çĕпĕрте пурăннă çулсенче эсир Карай тăрăхĕнчи вырăнсене, çынсене аса илсе çыраттăрччĕ. Тăван тавралăхшăн тунсăхлани сисĕнетчĕ куç кĕретех.
— Виçĕм çул тăван яла çитрĕм. Савăнтăм питĕ. Тинех тăраниччен Карай вăрманĕн таса, сиплĕ сывлăшне сывласа илсе, унăн çырминчи сĕтеклĕ çăл куç шывне тутанас ĕмĕт пурнăçланчĕ.
Ĕлĕкхинчен улшăннă ялăм. Çурчĕсем хитре, капмар пулин те урамĕсем çÿп-çаппа, вутă-шанкă айне пулса ларнă. Яманак вăрманĕ хĕрринчи пĕвене пулла кайрăм та тĕлĕнсе кайрăм. Мĕн чухлĕ тасамарлăх кунта…
Тепĕр кун Сурăмхĕррине каякан çулпа пыратăп. Тарăн çырма хĕрне пырса тăтăм. Умра каллех — чуна çÿçентерекен ÿкерчĕк. Çыннисем те питĕ улшăннă тесшĕн эпĕ. Ĕçшĕн хыпса çунаканнисем сахалланнă ялта. Нумайăшĕ хаяр шĕвек шыраса утать.
Çапла, чылай улшăннă тăван ял сăн-сăпачĕ 20 çул хушшинче.
— Николай Дмитриевич, тата мĕнле ыйтусем канăç памаççĕ?
— Çырас кăмăл пысăк манăн, шухăшсем пухăнсах пыраççĕ. Анчах та çырни кăна сахал-çке. Ăна вулакансем патне çитерме йывăр. Пичетлесе кăларма çăмăлах мар. Мана малтанхи ĕçсемпе пултарулăха пĕлнĕ тăрăх кăна, çак икĕ кĕнекене кăçалпа пĕлтĕр ача-пăча кĕнеке редакцийĕн тĕп редакторĕ А.Алексеевпа Г.Антонова редактор кăларма пулăшрĕç. Тÿлевсĕрех пичетлеме пултартăм вĕсене. Тавах вĕсене.
Çитес вăхăтрах манăн прозăпа çырнă калавсен кĕнеки тухмалла. Вăл, паллах, кĕçĕн çулхи ачасем валли çырнăскер.
— Тавах сире, манпа тĕл пулăва хутшăнма кăмăл тунишĕн.
— Хăвăра та тавах.