04 августа 2009 г.
Карай вăрманĕ çумĕнчи уйра (эпир унта ял хуçалăх пайĕн начальникĕпе Ю.Д. Петровпа июлĕн 31-мĕшĕнче кăнтăрла иртсен пултăмăр) икĕ комбайн ĕçлетчĕ.
Тусайсем вырмана тухни виççĕмĕш кун-мĕн. СК-5 “Нива” “уй-хир карапĕсене” хĕрлĕ тĕслине — В. П. Николаев, симĕссине Л. В. Павлов опытлă механизаторсем тытса пыраççĕ. Вĕсенчен пĕрремĕшĕ кăçал — 38-мĕш, иккĕмĕшĕ 21-мĕш вырмана хутшăнаççĕ иккен. Виталий Петровича ĕçре кĕрÿшĕ — Сергей Константинов, Леонид Витальевича пиччĕшĕ — Владислав Родионов пулăшса пыраççĕ.
Ырашĕ ку пусăра, ун лаптăкĕ — 50 гектар, хăш-хăш çĕрте сайрарах. Çапах та комбайнерсен кăмăлĕ пăсăк мар. Ара, çуртри пуссисем, уйрăмах тулăн, питĕ хÿхĕм курăнаççĕ, вĕсем пысăк тухăçпа савăнтарас шанчăк çуратаççĕ.
Анатолий Егоров агроном пĕлтернĕ тăрăх, йĕтем патĕнче тепĕр 38 гектар ыраш пур.
— Ку пусăрине паян вырса пĕтермелле, — калаçăва хутшăнчĕ В. Николаев комбайнĕ патĕнчен тырă турттаракан Валерьян Иванов водитель.
Вырса çапнă лаптăкри улăм куписене Алексей Белов тракторист улăм ури тума копновозпа пĕр çĕрелле тĕксе хурать.
Хĕрÿ ĕç çине хутшăнакансене вĕри апат уя илсе тухса çитереççĕ. Техника пулăшăвĕ кÿрекен звено та хăй тивĕçне вăхăтра пурнăçлама васкать, çунтармалли-сĕрмелли материалсемпе те туллин тивĕçтереççĕ.
Йĕтем çине çĕнĕ тырă килсех тăрать. Ăна 5 çынран (вĕсенчен виççĕшĕ — шкул ачисем) тăракан звено, çийĕнчех ОВС-25 витĕр икĕ хут кăларса, вăрлăхлăх кĕлетсене тиесе ăсатать. Яков Трофимов сортировщикпа ăна пулăшаканĕ Валерьян Ефимов тырă тасатмалли машинăсене пĕр тикĕс ĕçлеттерме тăрăшаççĕ. Ирхи 8 сехетрен пуçласа каçхи 11 сехетчен йĕтем çинче ĕç шавĕ тăрать.
Касăлмасăр юлнă пучахсем шăкăринех
Янмурçинсем июлĕн 30-мĕшĕнче кĕрхи тулă вырма тухнă.
— Ĕнер 6 бункер вырса çапсан, каялла кĕме тиврĕ, — тет “Дон-1500Б” комбайна ĕçлеттерекен Юрий Гаврилов. — Уйĕ шутсăр таса мар. Пĕлтĕр унта фермăран тислĕк кăларнă та тĕрлĕ ăпăр-тапăр пĕрле тухнă. Çавсем çине пырса тăрăнса жаткăна сиенлерĕм. Халĕ йĕркене кĕртсе çитертĕмĕр-ха…
Тулă пуссине кайса куртăмăр. Унта касăлмасăр юлнă пучахсем питĕ нумай ларса юлнă. Пĕр 20-25 çул каялла пулнă пулсан ку комбайнера халăх контролĕ хытах айăпланă пулĕччĕ.
Тулли, чăн та, лутра çитĕннĕ. Анчах жаткăна кăшт аяларах антарса васкамасăр вырнă пулсан, кун пек тăкаксенчен хăтăлма май килетчех ĕнтĕ. Комбайна уя катаччи чупма кăлармаççĕ вĕт, вăл — тĕш тырă вырса çапмалли агрегат. Кун пек çухатусем тусан, гектарсен тухăçĕ пысăк пулмĕ. Жаткăна йĕркене кĕртсен, каçалапа Ю. Гаврилов кĕрхи тулă пуссине васкарĕ.
Йĕтем çинче ĕçлекенсем тырă тасататчĕç. Хальлĕхе вĕсем йышлăн марччĕ, çиччĕн çеç. Вĕсем хушшинче бухгалтери ĕçченĕсем те пурччĕ. Тырă тасатакан машинăна хуçалăхăн тĕп инженерĕ Эдик Яковлев ĕçлеттерет.
— Ыран йыш хушăнмалла, — терĕ Зоя Иванова тырă тасатакан.
Ерипен пулсан та малаллах
Тулли мар яваплăхлă “Пинер” пĕрлешÿри комбайнсем пĕр пусăри кĕрхи тулла вырса çапнă хыççăн Тури Кушар пуçĕнчи уя куçрĕç.
— Кунта кĕрхи тулă 60 гектар. Çавăн чухлĕ лаптăкри пуянлăха çуллен 4 кунра алла илкеленĕ, — тет ку пĕрлешÿ ертÿçи Юрий Степанов. — Кăçал та çапла пуласса шанатăп.
Туллин туни кĕскерех, пучахĕсен тăршшĕ аптрамасть. Ана çинче çум курăк сахал мар. Çакă вырма агрегачĕсен ĕçне йывăрлатать те. СК-5 “Нива” “уй-хир карапĕсене” Константин Степановпа Вячеслав Тимофеев комбайнерсем тытса пыраççĕ.