АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шăрăх çанталăк хыççăн...вăйлă çил

31 июля 2009 г.

 

Шăрăх кунсем хыççăн çанталăк пăсăлни унччен те пулнă-ха. Кун пек чухне инкек-синкек килсе тухасса кĕтсех тăр. Кăçал та çаплах пулчĕ, ав. Малтан, сăмахран, утă уйăхĕн 15-мĕшĕнче çил-тăвăл Еншик Чуллă, Алманч тата Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕсен территорийĕсем урлă ашкăнса-алхасса иртрĕ. Вăл çуртсен тăррисене иле-иле ывăтрĕ е сиен кÿчĕ, патвар йывăçсенех хуçа-хуçа хăварчĕ, вырăн-вырăнпа электролини пăралукĕсене татрĕ. “Заря” ял хуçалăх артелĕн акнă-лартнă культурисене те хĕн кăтартрĕ.

Пĕр инкек кÿнĕ хĕн-хуртан тÿрленме çеç тытăннăччĕ-ха, ăнсăртран тепри килсе çапрĕ. Утă уйăхĕн 22-мĕшĕнче, юн кун ирхине 8 сехет те 40 минутра Именкасси ялĕ çийĕн вăйлă çил вĕрсе иртнĕ. Вăл ялти лавкка çывăхĕнчи çырмари тирекĕн пĕр юппине хуçса хăварнă. Лешĕ вара ÿксе кунти электричество линине татса пăрахнă, Именкасси шкулĕн подстанцине те сиен кÿнĕ. Çав кун кăнтăрла иртсен эпир район администрацийĕн гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен секторĕн заведующийĕпе Н. И. Васильевпа ку вырăнта пулнă чухне Çурçĕр сечĕсен Красноармейскинчи РУЭ специалисчĕсем çитменлĕхе пĕтерессипе тимлетчĕç.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика