АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕтĕм ĕçе вăхăтра, комплекслă туса пыраççĕ яманаксем

31 июля 2009 г.

 

Тулли мар яваплă "Красное Сормово" пĕрлешÿре вырма ĕçĕсем вăй илсех пыраççĕ. Кунти опытлă та пултаруллă механизаторсенчен пĕри — Владислав Филиппов, Александр Иванов çамрăк комбайнер — тĕш тырă пухса кĕртмелли “ Дон-1500Б”, Валерий Кузьмин, сăмах май вăл пĕрлешÿн тĕп инженерĕ, хĕрÿ ĕç çире комбайн штурвалĕ умне ларнă, “Полесье” комбайнсене “житница” пуссине илсе тухнă. Агрегатсене тухăçлă ĕçлеттерме тăрăшаççĕ вĕсем. Июлĕн 27-мĕшĕнче ку уйри вырма ĕçĕсене вĕçлесе пыратчĕç.

Кушкă уйĕнче комбайнсем пĕр тикĕссĕн шуса пыраççĕ. Акă, вĕсенчен пĕрин çинче (ку А. Иванов агрегачĕ пулчĕ) бункер тырăпа тулнине пĕлтерекен çутă мĕлтлетме пуçларĕ те ун патне машина пырса та чарăнчĕ. Кĕç çĕнĕ тырă бункертан кузов çине юхма тытăнчĕ.

— Паян 4 рейс турăм. Комбайнсем патĕнчен икĕ машинăпа турттаратпăр, пĕринпе - эпĕ, тепринпе Александр Карпов, — тет тырă турттаракан Николай Федоров водитель.

Бункерти тырă пушанса пĕтсен, А. Иванов комбайнер Н. Федоров водителе талон тыттарчĕ те сарă тулă тиенĕ автомашина Яманакалла çул тытрĕ. Уй-хир пуянлăхне çирĕп шута илсе пыраççĕ яманаксем.

— Ирпе килтен 6 сехет çурăра тухатăп та каçхине 12 сехетре çеç каялла çаврăнса çитетĕп. Ыйхă пирки вырмара манма тивет çав, — тет Владислав Филиппов комбайнер. — Уйсем кăçал хитре, куçа савăнтараççĕ…Тĕш тырăсем хÿхĕм çитĕннишĕн хĕпĕртет вăл.

Йĕтем çинче те ĕç вĕресе кăна тăрать. Уйран килнĕ тырра çийĕнчех ОВС-25 машина витĕр кăларса, вăрлăх хатĕрлеме Çирĕклĕне ăсатаççĕ. Николай Иванов машинист сортировкăсене пĕр тикĕс ĕçлеттерме тăрăшать. Тырă тасатакансем 15-ĕн. Вĕсем хушшинче яш-кĕрĕмпе шкул ачисем тата пенсионерсем те пур. Хальлĕхе ĕçе пĕр сменăпа çеç йĕркелесе пыраççĕ, мĕншĕн тесен тырри уйран типĕ килет, нÿрĕклĕх 15 -13 процент çеç. Çавăнпа вăл йĕтем çинче ытла пухăнсах каймасть. Çанталăк çумăрлансан, çапса илнĕ тыр-пула типĕтме КЗС хатĕр. Пĕр сăмахпа каласан, ку пĕрлешÿ вырмана тĕплĕн хатĕрленнĕ.

“Красное Сормовора” мĕн пур ĕçсене вăхăтра тата комплекслă туса пыма тăрăшаççĕ. Тырă вырнипе пĕрлех тырă сенажĕ хываççĕ, кĕрхи культурăсем акма çĕр хатĕрлеççĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика