АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çăкăр комбинатĕнче — райхаçат кунĕнче.

31 июля 2009 г.

 

Район хаçачĕ кашниншĕнех çывăх тус-юлташ вырăнĕнчех. Çапла пулмалла та. Красноармейскинчи аллă çына яхăн вăй хуракан çăкăр комбинатĕнче те çаплах шутлаççĕ.

Ку йышра тăрăшавкансенчен çуррине яхăн “Ял пурнăçне” илсе вулать. Çав шутра 12 çемье ăна альтернативлă майпа çырăннă. Сăмахран, Л. Соколова директор, М. Ефимова тĕп бухгалтер, С. Спиридонова, Т. Исаева, И. Донскова тата ытти ĕçченсем — район хыпарçин тусĕсем.

Çăкăр комбиначĕн коллективĕ райхаçат редакцийĕн журналисчĕсемпе тытакан çыхăну та çирĕп йăлара. Пичет ăстисем асăннă коллективăн ĕçĕ-хĕлĕпе пурнăçне райхаçат страницисенче тăтăшах çутатаççĕ. Унпа пĕрлех çак йышра тĕл пулусем йĕркелеççĕ, редакци çумĕнчи юрăпа ташă ушкăнĕ хăйĕн пултарулăхĕпе савăнтарать.

Акă, июнĕн 28-мĕшĕнче, кăнтăрла иртсен, çăкăр комбинатĕнче “Ял пурнăçĕ” хаçатăн кунĕ пулчĕ. Пухăннисем умĕнче малтанах райхаçата альтернативлă майпа сарас тĕлĕшпе ĕçлекен Люба Захарова тухса калаçрĕ. Любовь Михайловна асăннă коллективра лотерея вылявĕнче кĕнекесем выляса илнĕ ĕçченсене редакцинче пичетлесе кăларнă юрă кĕнекисене пачĕ.

Ун хыççăн редакци çумĕнчи юрăпа ташă ушкăнĕ: Г. Ефимов, Г. Дубров тата Л. Захарова çур сехете яхăн концерт кăтартрĕç.

— Тепре куриччен, татах килĕр, — тесе ăсатрĕç комбинатра ĕçлекенсем хаçатçăсене. — Тепре куриччен…

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика