АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Вольник” спортклуб парнисемшĕн

31 июля 2009 г.

Утă уйăхĕн 25-мĕшĕнче, шăмат кун, район центрĕнчи тĕп стадионта мини-футбол енĕпе Красноармейскинчи “Вольник” спортклуб парнисене тивĕçессишĕн йăлана кĕнĕ турнир иртрĕ.

Унта хутшăннисене район администрацийĕн йĕркелÿпе тĕрĕслев управленийĕн пуçлăхĕ В. Ю. Иванов, Красноармейски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В. К. Шестаков, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ В. Н. Григорьев, “Вольник” спортклуб ертÿçи, Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ А. Н. Григорьев тата районти футбол федерацийĕн председателĕ А. В. Лаврентьев саламларĕç, сывă пурнăç йĕркине çирĕплетес ĕçре ăнăçусем сунчĕç.

Турнира вара хамăр районтисемсĕр пуçне Шупашкар хулинчи, Шупашкарпа Хĕрлĕ Чутай районĕсенчи командăсем те килчĕç. Хисеплĕ куракансен йышăнче Канаш район пуçлăхĕ В. В. Софронов та пулчĕ.

Площадкăсенче пĕтĕмпе 13 команда тупăшрĕ. Вăйăсем питĕ хĕрÿ иртрĕç. Финала Красноармейскинчи “Факел” тата ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен пĕрлештернĕ “Дружба” командисем тухрĕç. “Факелти” Слава Филиппов мечĕк тапса кĕртнĕ хыççăн кĕçех “Дружба” футболисчĕсем шута танлаштарма пултарчĕç. Вăйăн тĕп вăхăчĕ 1:1 шутпах вĕçленчĕ. Пенальти тапса вара (3:2 шутпа) “Факел” çĕнтерчĕ, кубока, укçан премине, медальсемпе диплома тивĕçрĕ. Иккĕмĕш вырăнта — “Дружба”, виççĕмĕшĕнче — “Унга” командăсем, вĕсенче вылякансене те медальсемпе чысларĕç. “Чи лайăх вратарь” ята “Факелти” А. Аркадьева пачĕç. Чи лайăх тапăнса вылякан — “Дружбăри” А. Кириллов, чи лайăх вылякан В. Филиппов (“Факел”), ветеран-футболист — Ю. Лукин (“Унга”), чи çамрăк футболист — М. Алексеев (“Цивиль-2”), чи лайăх судья Н. Антонов пулса тăчĕç. Турнир спонсорĕсемпе (А. Трофимов, О. Степанов, З. Махмадалиев, Л. Павлов) ăна йĕркелеме пулăшакансене те Тав çырăвĕсемпе, парнесемпе чысларĕç.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика