АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Таябинка” агрофирма уйĕсенче — 3 комбайн

28 июля 2009 г.

 

Тулли мар яваплă “Таябинка” агрофирма” пĕрлешÿ кăçал хĕрÿ ĕç çине — вырмана

районта малтисен йышĕнче утă уйăхĕн

23-мĕшĕнче тухрĕ. Район администрацийĕн

ял хуçалăх пайĕн начальникĕпе Ю. Д. Петровпа пĕрле кунта иртнĕ шăмат кун пултăмăр.

Çавалçырма ялĕ çывăхĕнчи 50 гектар çинчи тыр-пул пуссинче виçĕ комбайн ĕçлетчĕ. Вĕсене Федор Яковлев, Александр Петров тата Игорь Яковлев тытса пыраççĕ. Çапнă тырра Константин Ершов, Валерий Владимиров тата Андрей Алексеев водительсем йĕтем çине турттарса тăраççĕ.

А. П. Афанасьев ертÿçĕ (ăна та уйрах тĕл пултăмăр) пĕлтернĕ тăрăх, унта та хĕрÿ ĕç вĕрет. Тырă йĕтем çине 16-17 процент нÿрĕклĕхпе пырать-мĕн.

Пĕрлешĕвĕн кăçал тыр-пула 1800 гектар çинчен алла илмелле. Вырмана хутшăнакансене кунта ĕçшĕн тÿлеме, пурлăхпа мораль тĕлĕшĕнчен анлăн хавхалантарма пăхнă. Вĕри апата та уя илсе тухсах çитереççĕ.

Утă уйăхĕн 25-мĕшĕнче, шăмат кун “Гигант” ял хуçалăх производство кооперативĕнчи В. Николаевпа А. Кириллов, “Красное Сормово” пĕрлешÿри В. Филипповпа В. Кузьмин, А. Иванов комбайнерсем те вырмана тухнă.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика