АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мĕн çитĕнтернине туллин алла илер

28 июля 2009 г.

 

Июлĕн 23-мĕшĕнче районта вырма умĕнхи семинар-канашлу иртрĕ. Унта хутшăннисем (района, хуçалăхсемпе пĕрлешÿсене ертсе пыракансем, вĕсенчи агрономсемпе инженерсем) малтанах ял хуçалăх кооперативĕсемпе предприятийĕсен, хресчен-фермер хуçалăхĕсен уй-хирĕсемпе мехпаркĕсене пăхса çаврăнчĕç, вĕсенче хĕрÿ ĕç çине мĕнле хатĕрленсе кĕтсе илнипе паллашрĕç.

Тулли мар яваплă “Таябинка” пĕрлешÿн кăçал 1900 гектар пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем пухса кĕртмелле. Кун валли, Сергей Молотков тĕп агроном пĕлтернĕ тăрăх, “Дон” йышши виçĕ комбайн пур. Вĕсем пурте юсавлă, патшалăхăн техника тĕрĕслевĕ витĕр тухса, хĕрÿ ĕç çире каçалăка тăма ирĕк илнĕ. Запас пайсем, çунтармалли-сĕрмелли материалсем (дизель топливи, çăвĕ, бензин) çителĕклĕ кÿрсе хунă. КЗСсем хатĕр, вĕсене ĕçлеттерсе пăхнă. Складсене çуса тасатса дезинфекциленĕ, çĕнĕ тырра йышăнма хатĕрлесе çитернĕ.

— Паян, кăнтăрла иртсен, тĕш тырă комбайнĕсем кĕрхи тулă вырма тухмалла, — терĕ Сергей Львович. — Тепĕр копалка ир пулакан çĕр улмине кăларма каймалла…

Асăннă пĕрлешÿн Çĕрпÿ — Красноармейски автоçулăн сылтăм айккинчи, Именкасси сали çывăхĕнчи уйра (пĕлтĕр унта çĕр улми пулнă — автор) “эстер” çурхи тулă, Çурткасси ялĕ айкккинче ку культура питĕ хÿхĕм çитĕннĕ, пучахĕсем вăрăм. Анасем çинче пĕр çум курăк курăнмасть, таса. Хура сĕлĕпе кĕрешсе, “Август” фирма кăларакан “Ластик” гербицид сирпĕтсе тухнă.

— Кун пек уйсене Президента кăтартма та намăс мар, — терĕ район пуçлăхĕ Станислав Николаев, “Таябинкăн” ĕç-хĕлĕпе савăннине пытармасăр.

Ку вырăнтан инçех те мар “московская-39” кĕрхи тулă уйĕ. Вăл та кăмăла çĕклет, таса.

— Çак уйра “Гигант” та, В. Г. Васильев та ĕçлесе пăхрĕç, анчах йĕркеллĕ тухăç илсе кураймарĕç, — терĕ Сергей Молотков.

— Ăнăçу тупсăмĕ мĕнре-ха, тесе ыйтсан, “Таса пусăпа ĕçленинче”, — пĕлтерчĕ Сергей Львович. — Тепĕр çулне кунта çĕр улми лартса çитĕнтеретпĕр…”

Шурка ялĕн пуçĕнче, айккинче тăршшĕпех “Рожь” агрофирмăн (ертÿçи В. Л. Васильев) уйĕсем. Вĕсем те куçа илĕртсе лараççĕ. Уйрăмах “житница” пусси. Сăмах май, ку агрофирмăн кăçал 550 гектар çинчи тĕш тырăна алла илмелле.

— Техника пур. Пырса чĕнессе кĕтсе лараççĕ, — пĕлтерчĕ Владислав Леоньтевич. Кун пек тырра такам та вырма килме хатĕр, паллах.

“Гигантра”, Владимир Александров ертÿçĕ каланă тăрăх, вырмана 4 комбайн тухмалла. Вĕсенчен 2-шĕ техника тĕрĕслевĕ витĕр тухнă, нумай çул ÿсекен курăксен вăррине çапса илме хутшăннă, июлĕн 22-мĕшĕнче кĕр тыррисем вырма тухса пăхнă, анчах чĕрĕрех пирки каялла кĕнĕ. КЗС, кĕлетсем çĕнĕ тырра йышăнма хатĕр.

“Гигантпа” “Востокăн” тĕш тырăсем начартарах, çитменнине хăш-пĕр уйсене хура сĕлĕ тата çум курăк пусса илнĕ. “Востокра” комбайна вырмана хатĕрлес ĕçсем пыраççĕ, вăл хăçан уя тухасси паллă мар.

“Янмурзино” уйĕсем хитре, япăх мар тухăçпа савăнтарас шанчăклă. Мехпаркра — 4 комбайн: икĕ СК-5 “Нива”, “Дон-1500Б”, “Агроз”. Виççĕшĕ тавра çум курăк вăрман пек ашкăрса ларать. “Уй-хир карапĕсене” комбайнерсем тапратса кăтартасса кĕтсе илеймерĕмр.

“Досаево” артельпе “Караево” хуçалăх, “Волит” пĕрлешÿре вырмана япăх мар хатĕрленнĕ, тĕш тырă уйĕсем начар теме çук. “Волитра” 2 комбайнне те тапратса кăтартрĕç, вырмари ĕç планне, тÿлев условийĕсене курăнмалли вырăна кăларса çакнă. Кĕр тыррисем акма 200 гектар çĕр хатĕрленĕ.

В. Шумиловăн хресчен-фермер хуçалăхĕнче июлĕн 22-мĕшĕнче “пĕрремĕш кĕлте” уяв ирттернĕ. Икĕ Анна — Тихоновапа Алексеева тата Клавдия Комарова ĕç ветеранĕсем çурлапа тырă вырса çыхнă кĕлтесенчен пĕр çĕмел тунă. Руслан Васильев комбайнер СК-5 “Нива” комбайнпа пĕр каçалăк çулса тухнă. Ку ĕçе малалла тăсасшăн. Третикале ăнса пулнă.

Питĕ ĕçчен кунти çынсем. Ир пулакан купăстана суйласа каснă, пуçĕсем хытса çитнĕ. Килограмне 8,5-9 тенкĕпе сутаççĕ. Валерий Шумилов фермер семинар-канашлăва пынисене карас пылпа хăналарĕ, хăшĕ-пĕрне купăста парнелерĕ.

— Кăçал пуçласа “пĕрремĕш кĕлте” уяв ирттертĕмĕр. Малашне ăна йăлана кĕртесшĕн, — пĕлтерчĕ Валерий Николаевич.

А. Николаев предпринимателĕн уйĕсем те пăхса ытармалла мар. “Московская-39” кĕрхи тулă (лаптăкĕ — 55 га), ырашпа третикале питĕ тикĕс, пĕр çум курăк та çук. Третикале шăл айĕнче шăтăрт! туса катăлать. Ангар та çĕнĕ тырă йышăнма хатĕр, ăна тасатса дезинфекциленĕ. Кĕр тыррисем акма 60 гектар çĕр хатĕрленĕ.

— “Красное Сормово” пĕрлешÿн кăçал хĕрÿ ĕç çине 3 комбайн хутшăнмалла, вĕсем вырмана тухма хатĕр. Кĕр тыррисемпе çуртрисем аван хăпарнă, пучахĕсем те сулмаклă

— Механизаторсем кăçал гектартан вăтамран 25 центнертан кая мар тырă пухса кĕртетпĕр тесе сăмах пачĕç, — тет Святослав Иванов ертÿçĕ.

Тырă тасатса типĕтмелли механизмсем юсавлă, кĕлетсемпе складсене çуса тасатнă, дезинфекциленĕ.

“Колос” пĕрлешÿ тыррисене те хурлама çук. Уйрăмах Кайри Карăк патĕнчи уйри “эстер” çурхи тулă хÿхĕм хумханса ларать. В. Ермаков ертÿçĕ каланă тăрăх, вырмана СК-5 “Нива” маркăллă икĕ кивĕ комбайн тухмалла. Владимир Юрьевич Геннадий Козловпа Николай Васильев комбайнерсем вĕсене тухăçлă ĕçлеттерессе шанать.

Семинар-канашлун теори пайĕ “Колос” пĕрлешÿ никĕсĕ çинче иртрĕ. Ял хуçалăх пайĕн агрономи ыйтăвĕсемпе ĕçлекен тĕп специалист-эксперчĕ Владилен Васильев кăçалхи вырмари ĕç планĕпе паллаштарнă май, кĕр тыррисем акма çĕр хатĕрлес, хура сĕлĕпе кĕрешес ыйту çинче чарăнса тăчĕ.

— Хура сĕлĕне пĕтерме çĕре 3 хутчен культиваторсемпе кăпкалатмалла: пĕрремĕшĕнче — 10-12 сантиметр, иккĕмĕшĕнче — 8-10, акас умĕн 5-6 сантиметр тарăнăшне. Дискланипе эпир хура сĕлĕне нихăçан та пĕтерейместпĕр, — терĕ Владилен Аркадьевич, “Восток” хуçалăхра ку тĕлĕшпе тунă йăнăша кăтартса. Çавăн пекех вăл усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртессипе япăх ĕçлени (кăçал ку таранччен 350 гектарне çеç сухаланă), йĕтемсем çинче вăрлăх хатĕрлекен звено йĕркелемелли, япăх лаптăксенчи тыр-пула пĕр çулхи курăксем çине куçармалли пирки ас илтерчĕ.

Асăннă пайăн техника енĕпе ĕçлекен тĕп специалист-эксперчĕ Виталий Чаховский вырма вăхăтĕнче, синоптиксен прогнозĕ тăрăх, çанталăк çумăрлăрах тăрасси çинчен каларĕ. Çавăнпа та уяр çанталăкăн кашни сехечĕпе туллин усă курма сĕнчĕ, “ăçта тыр-пул япăх, çум курăклă, унта комбайнсене вырмана хатĕрлесси те япăх, вăрах пырать”, терĕ. Çак йыша “Восток”, МТС, В. Васильева ХФХ кĕчĕç. Виталий Петрович кунпа пĕрлех çунтармалли-сĕрмелли материалсем илес ыйту çинче чарăнса тăчĕ, ĕç çире ĕç хăрушсăрлăхĕпе ĕç сыхлавĕн правилисене çирĕп пăхăнса ĕçлемелли пирки тепĕр хут аса илтерчĕ.

— Июлĕн 23-мĕшĕ тĕлне 27 комбайн патшалăхăн техника тĕрĕслевĕ витĕр тухнă е вăл 56 процент пулать, -терĕ патшалăх технадзорĕн районти аслă инспекторĕ Юрий Агатьев. Вăл çавăн пекех августăн 1 — 31-мĕшĕсенче республикăра, районта “Трактор” асăрхаттаруллă операци иртесси пирки пĕлтерчĕ, йĕркене çирĕп пăхăнма ыйтрĕ.

— Мĕнле вăрлăхпа акни уя тухсан тÿрех курăнать. Çавăнпа та йĕтем çинчех паха вăрлăх хатĕрлеме тăрăшмалла, ятарлă звеносем йĕркелемелле, — ас илтерчĕ районти вăрлăх инспекцийĕн начальникĕ Эльвира Николаева.

Район пуçлăхĕ Станислав Николаев, семинар-канашлу ĕçне пĕтĕмлетнĕ май, çакăн пек пĕр-пĕрин патне кайса çÿрени, паха опыта алла илме çине тăни пуриншĕн те усăллă пулнине пĕлтерчĕ. Ку хутĕнче курмалли-пĕлмелли сахал мар пулчĕ, уйрăмах “Таябинкăпа” “Красное Сормовора”, А. Николаевпа В. Шумилов ХФХра тата ыттисенче. Шел те, семинара “Янмурзинопа” “Досаево”, “Пинерпе” “Шатьма”, В. Васильева ХФХпа “Герой”, “Бахчапа” “Нива” хуçалăхсенчен никам та пулмарĕ.

Акса çитĕнтернĕ тухăçа алла илме çынсене явăçтарасси ертÿçĕн тивĕçĕ. Вырмара пĕр-пĕрне пулăшмалли çинчен те калаçу пулчĕ.

— Пушă выртакан çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртмелли тĕллеве пурнăçласси патшалăх пĕлтерĕшлĕ задача пулса тăрать. Ку енĕпе çине тăрса ĕçлемелле вырăнсенче.

Уйсене пăхса çаврăнни тĕш тырăсем, пĕтĕмĕшле илсен, япăх маррине кăтартрĕç. Ăна тăкаксăр пухса кĕртсен, тухăç пĕлтĕрхинчен кая пулмалла мар. Апла тăк мĕн акса çитĕнтернине туллин алла илессишĕн çине тăрар, — терĕ Станислав Андреевич, çак ĕçре ăнăçу тума ырлăх-сывлăх сунчĕ.

Семинар-канашлу ĕçне ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Юрий Петров йĕркелесе пычĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика