24 июля 2009 г.
Утă уйăхĕн 20-мĕшĕнче район администрацийĕн çурчĕн ларусен залĕнче район депутачĕсен тăваттăмĕш суйлаври Пухăвĕн черетсĕр вăтăр виççĕмĕш ларăвĕ иртрĕ. Депутатсемсĕр пуçне унта ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, район центрĕнчи предприятисемпе организацисен тата учрежденисен ертÿçисем, район администрацийĕн управленипе пайĕсен пуçлăхĕсем тата секторĕсен заведующийĕсем хутшăнчĕç.
Лару умĕн пухăннисен умĕнче Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Г. Н. Архипов тата Тюмень облаçĕнчи чăвашсен “Тăван” ассоциацийĕн вице-президенчĕ В. П. Тимофеев тухса каларĕç, чăваш пулнипе мăнаçланмаллине палăртрĕç. Владислав Петрович кунпа пĕрлех Тюмень облаçĕнчи чăвашсемпе тытакан культура çыхăнăвĕсене çирĕплетме нумай вăй хунăшăн Красноармейскинчи ачасен искусство шкулĕн директорне Н. М. Никонорова Тав хучĕпе чысларĕ.
Малалла депутатсем çакăн пек кун йĕркине çирĕплетрĕç:
1. Красноармейски районĕн Уставне улшăнусем кĕртесси çинчен.
2. Красноармейски районĕн бюджетне 2009 çулхи пĕрремĕш çур çулта мĕнле пурнăçлани çинчен.
3. Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думинче кăçалхи нарăс уйăхĕн 19-мĕшĕнче Раççей Федерацине “афган наркотрафикĕ” кÿрекен сиен, обществăна наркоагрессирен хÿтĕлемелли саккунсемпе ытти мерăсем çинчен” темăпа иртнĕ парламент итлевĕсен Сĕнĕвĕсене пăхса тухасси çинчен.
4. Красноармейски районĕн территорийĕнче тулашри реклама хатĕрĕсене вырнаçтарса усă курмалли Правилăсене çирĕплетесси çинчен.
5. Красноармейски районĕн муниципаллă пурлăхне 2009 çулта приватизацилемелли прогнозлă плана (программăна) хушăмсем кĕртесси çинчен.
6. “Нумай хваттерлĕ пурăнмалли çуртсене 2007-2012 çулсенче тĕпрен юсасси” муниципаллă программăна улшăнусем кĕртесси çинчен.
Кун йĕркинчи пĕрремĕш ыйтупа ларура — йĕркелÿпе тĕрĕслев ĕçĕн управленийĕн пуçлăхĕ В. Ю. Иванов,иккĕмĕшпе — финанс пайĕн пуçлăхĕ Р. А. Николаева, виççĕмĕшпе — вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе ĕçлекен сектор заведующийĕ В. М. Данилов, тăваттăмĕшпе тата пиллĕкмĕшпе — юридически пайĕн ертсе пыракан специалист-эксперчĕ А. В. Андреев, улттăмĕшпе строительство тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх секторĕн заведующийĕ В. З. Иванов сăмах каларĕç. Сÿтсе явнă ыйтусемпе депутатсем тивĕçлĕ йышăнусем турĕç.
Ларăва Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Шупашкарти коопераци институчĕн ректорĕ В. В. Андреев хутшăнчĕ, сăмах каларĕ.