21 июля 2009 г.
Эпĕ ĕçпе черетлĕ хут Чатукассинче пулнă чухне кунти çыхăну уйрăмне пĕвĕпе çÿллех мар кинеми пырса кĕчĕ. Почтăра ĕçлекенсенчен программăллă хаçат туянчĕ. Ку вăл Чатукассинчи чи ватă çын Анна Ивановна Иванова пулчĕ. Кун пирки пĕлсен пирĕн ун çинчен райхаçат вулаканĕсене те каласа парас килчĕ.
Анна Ивановна Иванова 1920 çулхи ноябрĕн 6-мĕшĕнче çуралнă. Чатукассинче пурăнать. Килте пĕчченех. Ачисем хулара: ывăлĕ, Олег — Рязаньте, хĕрĕ, Елена — Шупашкарта. Хĕрĕ тăтăшах яла килсе çÿрет, ку кăна та мар, ялта çĕнĕ çурт та (йывăçран) хăтлаççĕ. Çапла вара Анна Ивановнан ватăлма вăхăт çук ку чухне. Çурт таврашĕнче те пулăшмалла, пÿрт хăпартнă чух кашни çурт шутра,кăвайт асăрхакан, турпас пуçтаракан та кирлĕ. Анкартинче,пахчинче çĕр улмипе пĕрле мĕн пур кирлĕ пахча çимĕçе çитĕнтереççĕ. Ку ĕçсенчен те айккинче тăмасть ватă, вăйпа сывлăх çитнĕ таран вăл лаптăксене çум курăкран тасатать.
Анна Ивановна пурнăçăн тумхахлă çулне утса тухнă. 7 класс пĕтерсен хĕр ача театр шкулне вĕренме кĕресшĕн пулнă. Анчах мĕн ĕмĕтленни пурнăçланайман.
Хĕр вара хăй пурнăçри вырăнне ялтах тупнă. Колхозра бригадăра, правленире учетчицăра тăрăшнă, 2 çул магазинта та сутуçă пулнă. Патшалăх ун ĕçне “Ĕç ветеранĕ” ят парса палăртнă.
Анна Ивановна ку çула çитнĕ пулин те хăй урипех çÿрет. Çапла кил-çурт таврашĕнче те майĕпен кăштăртатать. 83 çулччен ĕне те усранă. Халĕ чăхсемпех çырлахать, çу кунĕнче килти çăмарта та тем пахи. Сĕтпе тепĕр чух кÿршĕсем тивĕçтереççĕ, укçалла та туянать (турра шĕкĕр, пенсипе патшалăхĕ вăхăтра тивĕçтерет). Йытă кил сыхлать. Килте пĕчченлĕхне сирме 2 кушак пур.
— Эпĕ ĕçрен нихçан та ютшăнман. Çынна ĕç тытса тăрать. Паллах, тĕрĕс апатланни те питĕ кирлĕ. Эпĕ çăкăр-тăвартан татăк тăман. Çулсеренех сипленме пыл туянса унпа усă курнă, — хăйĕн вăрăм ĕмĕрĕн сăлтавне палăртать кинеми.
Юлашки вăхăтра Анна Ивановнана пÿсĕр аптратать, çавăнпа вăл шыв йăтмалли тата ытти ĕçĕсене те асăрханса тăвать. Куçĕсем вара витĕр, куçлăхсăрах хаçат вулама пултарать. Телевизор (хура-шурă кăтартать) передачисене пăхать. А. Иванован ывăлĕ, Олег, хăй вăхăтĕнче Еншик Чуллă шкулĕнчи ачасене те вĕрентнĕ, унтан ĕçлĕ кунĕ-сехечĕсене студентсене халалланă. Пĕр хĕр ÿстернĕ. Хĕрĕн, Еленăн, пĕр хĕрпе ывăл. Мăнукĕсемпе чунтан савăнать ветеран.
“Ватлăх чăрмав мар” — пурнăçăн çак лозунгĕпе пурăнать Анна кинеми.