АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессин çивĕч ыйтăвĕсем

21 июля 2009 г.

 

Июлĕн 15-мĕшĕнче район администрацийĕн çурчĕн пĕчĕк залĕнче “Выльăх-чĕрлĕх отраслĕн кăçалхи пĕрремĕш çур çулхи кăтартăвĕсем тата умри тĕллевсем” темăпа “çавра сĕтел” хушшинчи калаçу иртрĕ. Ăна, кĕске сăмах каласа, “Ял пурнăçĕ” хаçатăн тĕп редакторĕ И. А. ПРОКОПЬЕВ уçрĕ. Унтан калаçу “ыйту-хурав”

мелĕпе малалла тăсăлчĕ.

1. Ăратлăх, кадрсем — ăнăçу çăл куçĕ

Ыйтусем тенĕрен, сахал мар килчĕç вĕсем редакцине. Вĕсенчен пĕри — “Чăваш Республикин Президенчĕ Н. Федоров 2009 çула “Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ” тесе пĕлтерчĕ. Çавна май ял хуçалăхĕн кашни отрасльнех контрольлĕ цифрăсем çитернĕ. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕпе çав цифрăсем мĕнлерех-ши тата плансене пурнăçлас ĕç хальхи вăхăтра мĕнлерех пулса пырать?” — çине район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Ю. Д. Петров çапларах хуравларĕ.

— Çулленех çулталăк тытăниччен республикăри Ял хуçалăх министерствипе районсем пĕр пĕринпе тачă çыхăнса ĕçлесси пирки килĕшÿ тăваççĕ. Ун тăрăх “Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕнче” пирĕн районăн патшалăха аш-какай — 3610, сĕт 19580 тонна ăсатмалла. Кăçалхи пĕрремĕш çур çулхи плана район аш-какайпа 106 процент тултарнă. Çав шутра ял хуçалăх предприятийĕсем— 96, хушма хуçалăхсем — 99, хресчен-фермер хуçалăхĕсем 219 процент. Сĕтпе тĕллеве 101 процент пурнăçланă, çав шутра ял хуçалăх предприятийĕсем — 98, хушма хуçалăхсем —101, хресчен-фермер хуçалăхĕсем 103 процент.

— “Досаево”, “Янмурзино” хуçалăхсенче юлашки çулсенче ĕнесен продуктивлăхĕ питĕ пĕчĕк. Çакăн сăлтавĕ мĕнре-ши: апатра е кадрсенче, тата çак лару-тăруран тухма вĕсенче сирĕн шутпа паян мĕн тумалла?

— “Досаево” ял хуçалăх артелĕнче сĕт сăвасси, чăн та, чакса пырать. Çакăн сăлтавĕ - кунта ăратлăхпа ĕçлеменнинче. Тусайри сĕт-çу фермин ĕç-хĕлне тĕпченĕ, тĕрĕслевлĕ сăвăмсем те ирттернĕ. Унти кĕтÿре сĕт лайăх антаракан ĕнесем пĕтĕмпе те 20-25 процент çеç. Çавăнпа ку ферма паянхи кун ĕне пуçне 10 килограмм çеç сĕт суса илет. Ку — районта чи пĕчĕк кăтарту, — пĕлтерчĕ ял хуçалăх пайĕн зоотехника ыйтăвĕсемпе ĕçлекен тĕп специалист-эксперчĕ Г. Н. Матвеев. — Ăратлăха лайăхлатмалли пирки артель ертÿçипе Лотарий Архиповпа темиçе хут та калаçнă, анчах вăл “кун валли укçа тивĕçмест”, тет. Тухса тăнă йывăрлăхран тухас тесен, “Досаево” артелĕн темле йывăр пулсан та 30 ăратлă пушмак пăру илме тăрăшмаллах. Халĕ патшалăх ăратлă выльăх туянакансене дотаци парса пулăшать. Паянхи кун ăратлă выльăхăн чĕрĕ виçин пĕр килограмĕ 140 тенкĕ тăрать пулсан, 72 тенкине патшалăх саплаштарать. Ăратлă выльăхсем туянни хуçалăхсемшĕн усăллă..

“Янмурзинора” ĕнесен продуктивлăхĕ чакса кайни кадрсемпе тÿрремĕнех çыхăннă. Специалистсем хăйсен вырăнĕнче пулман. 7-8 уйăх каялла кунта ферма заведующине улăштарчĕç. Ку должноçре халĕ Иван Александров ĕçлет, вăл зоотехник. Ĕçе тĕрĕс йĕркелеме пĕлет. Çавăнпа ĕç кăтартăвĕсем тÿрех лайăхланчĕç: иртнĕ çур çулта, пĕлтĕрхи çав вăхăтрипе танлаштарсан, продуктивлăх икĕ хут ÿсрĕ. Апат ыйтăвĕ те пулнă, паллах. Кăçал янмурçинсем 500 тонна сенаж хыврĕç, ку ĕç халĕ малалла пырать.

2. Выльăхсен хисепĕ, реконструкци

— Выльăх-чĕрлĕх йышĕ юлашки çулсенче районта хăвăрт чакса пырать. Çак пулăма пĕтерес тесе вырăнсенче мĕнле конкретлă ĕçсем туса ирттереççĕ? Ял хуçалăх пайĕ ку тĕлĕшпе мĕн сĕнет?

— Чăн та, хăш-пĕр çĕрте, кредит тÿлесе татма вăхăт çитнипе, нумай выльăхсене аша ăсатрĕç. Анчах та сăвакан ĕнесен хисепне юлашки çур çулта чакарман.

Хушма хуçалăхсенче выльăхсен хисепĕ 350 пуç ытла сахалланчĕ. Ку сĕт хакĕ питĕ пĕчĕк пулнипе, килограмне 4 тенкĕпе е унран та пĕчĕк хакпа илме пуçларĕç, çыхăннă ĕнтĕ.

Хамăр пайра ĕçлекенсем выльăхсен йышне чакарас мар тĕллевпех ĕçлесе пыраççĕ, — тесе ăнлантарчĕ Юрий Данилович.

— “Волит” сăвакан ĕнесен хисепне — 100, “Красное Сормово” 230 пуçа çитерес тĕллевлĕ. Çулталăк вĕçнелле районти хуçалăхсенче сумалли ĕнесен йышне 1500 пуçа çитерес тĕллев тăрать пирĕн умра,— ун хуравне пуянлатрĕ Геннадий Николаевич.

“Караево” хуçалăхра, приоритетлă наци проекчĕпе килĕшÿллĕн, сĕт-çу комплексне реконструкцилесе çĕнетме тытăнни пирки пулнă ыйтăва Юрий Данилович çапларах хуравларĕ: “Икĕ çул каялла ку хуçалăх сĕт-çу комплексне реконструкцилеме приоритетлă наци проекчĕ шучĕпе укçа илчĕ, хулари пĕр предприятипе килĕшÿ туса ĕçлеме пуçларĕ. Çĕнĕ çул тĕлне ĕнесене витене кĕртмелле турĕç. Анчах предприятипе хуçалăх хушшинче укçа-тенкĕ тĕлĕшпе тавлашу сиксе тухрĕ. Предприяти карайсенчен тепĕр 4 миллион тенкĕ тÿлеме ыйтать. Юсав ĕçне хуçалăх ĕçченĕсем те хутшăннăран, хуçалăх подрядчике саплама килĕшмест.Çавăнпа вĕсем халĕ суд тăрăх çÿреççĕ. Реконструкци ĕçĕсем хăçан вĕçленесси пирки татса калама йывăр”.

3. Татах ăратлăх пирки

Ăратлăха лайăхлатас енĕпе районта еплерех ĕçлесе пынипе çыхăннă ыйтăва хуравласа, ял хуçалăх пайĕн зоотехника ыйтăвĕсемпе ĕçлекен тĕп специалист-эксперчĕ Г. Матвеев çапла пĕлтерчĕ: “Вырăнсенче ăратлăха лайăхлатас тĕлĕшпе ĕçлемеççĕ мар. Тĕслĕхрен, “Волит” пĕлтĕр ăратлă — 30, “Красное Сормово” 43 пушмак пăру туянчĕç. Анчахрах, тĕрĕсрех июлĕн 11-мĕшĕнче, “Янмурзино” хуçалăх Вăрнар районĕнчи “Янгорчиноран” ăратлă 50 пушмак пăру илсе килчĕ. Чипер пулсан “Бахча” кĕркуннепе 20 пушмак пăру туянасшăн. В. Васильева ХФХпа “Таябинка” пĕрлешÿ ăратлă сысна аçисем 6-8 пуç илес тĕллевлĕ. Республикăри Ял хуçалăх министерствине кун пирки заявкăсем тăратнă.

4. Санитари правилисене пăхăнмалла

— Геннадий Николаевич, “Бахча” пĕрлешÿ сурăхсем усратчĕ. Чире пула вĕсене пĕтерчĕç, малашлăхра кунти ертÿçĕсен сурăх усрас шухăш çук-и, — интересленчĕ хаçатăн тĕп редакторĕ Иван Прокопьев.

— Çук, малашне вĕсем ку енĕпе ĕçлесшĕн мар.

— Чирĕ пирĕн тăрăха “Бахча” пĕрлешÿ выльăхсене вăрттăн, пире систермесĕр илсе килнипе лекнĕ. Санитари правилисене пăхăнманни ура хурать. Вĕсене уншăн çирĕп явап тыттарнă. Выльăх-чĕрлĕхе тĕрĕслемесĕр, ветеринари докуменчĕсĕр туянма кирлĕ мар. Сутас пулсан та ветеринари справки илмелле. Анчахрах Мăн Шетмĕне 6 пуç выльăх илсе килнĕ, эпир вĕсене карантина хупрăмăр. Ун вăхăчĕ иртсен чир палли пуррипе пулманни паллă пулĕ. Чирлĕ выльăхсене виçĕ уйăх карантинта тăратнă хыççăн унччен çÿренĕ вырăнсене çитерме кăларма юрать, маларах юрамасть, - хушса каларĕ районти ветеринари службин тĕп врачĕ В. Ф. Николаев.

5. Потребительсен кооперативĕсем

— Районта ял хуçалăх потребительсен кооперацийĕсем темиçе те уçăлчĕç. Хальхи вăхăтра вĕсем мĕнлерех ĕçлесе пыраççĕ?

— Районта ял хуçалăх потребительсен 6 кооперативне йĕркеленĕ. Вĕсенчен пĕри — кредитпа тивĕçтерекенни, ыттисем продукци илсе вырнаçтараканнисем. “Красноармейск-Согласие” ятли 265 члена пĕрлештерсе тăрать. Вăл пĕлтĕр 6 миллион те 160 пин тенкĕ кредит панă, районта хăйне май пĕчĕк банк пулса тăчĕ. Продукци вырнаçтараканнисем иртнĕ çул халăха 13 миллион тенкĕлĕх çăмăллăх кÿнĕ. Сĕт хакĕ питĕ выляннипе халĕ вĕсен умĕнче те йывăрлăхсем сиксе тухрĕç. Продукци тирпейлекен предприятисем сĕт укçине вăхăтра памаççĕ тата. Çавна пулах, акă, “Надежда” кооператив хупăнчĕ, — пĕлтерчĕ ял хуçалăх пайĕн экономика ыйтăвĕсемпе ĕçлекен тĕп специалист-эксперчĕ Михаил Васильев.

6. Энергохуçалăха юсавлă тытасчĕ

— Июнь уйăхĕн вĕçĕнче В. Васильева ХФХан Сартăванти ферминче пушар пулнă. Вут-кăвар выльăхсене сиен кÿмен-и? Тата çак инкек мĕнрен тухнă-ши, питĕ пĕлес килет.

— Çав кун районта икĕ пушар пулчĕ. Красноармейскинчи Г. Степанов урамĕнче тухнă вут-кăвар сăлтавне уçса пама ĕлкĕреймерĕмĕр, В.Васильева ХФХан Сартăванти сысна ферми çунни çинчен пĕлтерчĕç. Унта çитнĕ чух тамбурта вут-кăвар алхасатчĕ. Пушар электропралуксем кивелсе çитнипе, кĕске замыкани панипе тухнă. Çулăма витене кĕме памарăмăр. Анчах, инкек çине синкек. Витерен инçех те мар пропан тултарнă 3 газ баллонĕ ларнă. Ферма территорийĕнчи улăмпа çÿп-çап урлă çулăм газ баллонĕсем патне çитнĕ. Çавна пула вĕсенчен пĕри сирпĕннĕ. Баллон ванчăкĕ рулонсенчен йĕркеленĕ утă капанĕ çине ÿкнипе утă хыпса илнĕ, паха апата çăлма пултараймарăмăр, çунса кĕлленчĕ.

Кунта çакна каласа хăвармалла: газ тултарнă баллонсене тимĕр шкапра упрамалла, вĕсене унта-кунта йăвалантарса çÿремелле мар. Электричество хуçалăхне кашни виçĕ çултан тĕрĕслеттермелле: электропралуксем мĕнле хăвата чăтнине ятарлă приборпа виçсе. Анчах та çакăн çинчен хуçалăх-предприяти ертÿçисем чылай чухне манаççĕ, е укçа-тенкĕ хĕрхенеççĕ. Çакă вара хакла ларать. Акă, ку хутĕнче те асăннă пушар В. Васильева ХФХна 410 пин тенкĕ тăкак кÿчĕ. Вут-кăвара вăхăтра çăварлăхлама ĕлкĕреймен пулсан, çухату унран темиçе хут пысăк пулатчĕ. Витинче сыснасемпе çурисем 1500 ытла пуç пулнă теççĕ те, — пĕлтерчĕ патшалăх пушар надзорĕн районти инспекцийĕн начальникĕ Б. Н. Федотов.

Борис Николаевич, çавăн пекех ял хуçалăх пайĕн техника енĕпе ĕçлекен тĕп специалист-эксперчĕ В. Чаховский вут-кăвар инкекĕнчен хăтăлма 3-4 ял тăрăхĕпе хуçалăхăн пĕрлешсе пушар машини тытса тăма килĕшсе татăмалли пирки каларĕç. Хальлĕхе районта “Красное Сормовопа” “Нива” хуçалăхсен пушар машини пур. Вĕсене кадрсемпе комплектланă. Ыттисенче вара…

— “Нивăра” 4 водитель тытаççĕ. Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕнче пушар хуралне халăхран пухнă тата “Красное Сормово” пĕрлешÿпе “Нива” хуçалăх куçарса панă укçа-тенкĕпе тытса тăраççĕ. Эпир чĕнсен кунти пушар расчечĕ районти пушарсене сÿнтерме те тухса çÿрет, — ырламасăр чăтаймарĕ Борис Николаевич асăннă хуçалăхсен ертÿçисемпе пушарнăйсене. Хамăр пурлăха хаклама пĕлсен тата çине тăрсан ытти çĕрте те çакна тума пултараççĕ ĕнтĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика