АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çур аки — 2009 чемпионĕ

06 июля 2009 г.

 

Тулли мар яваплă “Таябинка” пĕрлешÿри В. Владимиров механизатор, хăйне çирĕплетсе панă Т-150К маркăллă тракторпа кăçалхи çуракире 1080 эталон-гектар чухлĕ ĕç туса, районта мала тухнă, “Çур аки-2009 чемпионĕ” ята илме тивĕç пулнă. Çавна май Владислав Юрьевича Ака туй уявĕнче Раççей Патшалăх Ялавне çĕклеме шанчĕç. Пурнăçра кăна тума кашнинех пÿрмен, паллах. Ку — çав тери пысăк чыс.

В. В. Владимиров — хусакассисем. Пиллĕкĕмĕш çул вăл асăннă пĕрлешÿре трактор çÿретет. Унччен мелиораци тытăмĕнче вăй хунă. Çĕр ĕçне юратни, харпăр хăй аллипе тĕш тырă, çĕр улми акса-лартса çитĕнтерме пулăшас килни илсе çитернĕ те ăна “Таябинка” пĕрлешĕве. Кунта ĕçлеме килнĕшĕн Владислав Юрьевич пĕртте ÿпкелешмест, мăнаçланать çеç.

Хăй каланă тăрăх, аш-шĕ, Юрий Владимирович (сăмах май, вăл “Красноармейский” хуçалăхра пултаруллă механизаторсенчен пĕри пулнă — автор) унра техника патне туртăнас туйăма вăратнă. Ача чух ăна вăл пайтах хăйпе пĕрле кабинăра лартса çÿренĕ, çамрăк çирĕпленсе çитме пуçласан, руль тытма та ирĕк панă. Хăш чух Владислав ашшĕне трактор юсама пулăшкаланă. Çапла вăл техникăпа çывăхлансах пынă. Ахальтен мар шкултан вĕренсе тухсан, В. Владимировăн кам пуласси пирки пуç ватма тивмен. Вăл, трактористсем хатĕрлекен курсран вĕренсе тухса, тракторист-машинист профессине алла илнĕ.

— Ача чух техникăна килĕштернĕ те чун çавăнтах туртрĕ, — тет хăй ашшĕ ĕçне малалла тăсакан хастар.

Яланах ĕçре, çул çинче Владислав Юрьевич. Çуркуннепе тĕш тырă акма, çĕр улми лартма çĕр хатĕрлет. Унтан пушансан сухана кÿлĕнет: хура пусăлăх хăварнă лаптăксене хуратать. Пĕрлешÿ çĕрĕсем Чатукассипе Красноармейски тата Еншик Чуллă ял тăрăхĕсенче вырнаçнă май, Арçунакассипе Йÿçкасси тата Именкасси уйĕсене çитме тивет унăн.

— Çур акинче ытларах культиваци тăватăп, дисклатăп. Унтан çăвĕпех сухара. Пĕр сăмахпа каласан, ахаль лармастăп, — пĕлтерет “Çур аки-2009 чемпионĕ”. — “Çурхи кун çулталăк тăрантарать” текен ваттисен сăмахне тĕпе хурса, çур аки вăхăтĕнче ирех ĕçе тухса кайнă, çĕрле тин каялла çаврăнса çитнĕ. Çавăнпа ачасемпе курса калаçманпа пĕрех. Мĕншĕн тесен вĕсем ирпе вăранайман-ха, эпĕ ĕçрен таврăннă чух ыйхăра пулнă. Ачасем кам çулĕпе каясси паллă мар-ха. Мĕншĕн тесен вĕсем пĕчĕкрех: пĕри 3-мĕш класа каять, тепри виçĕ çулта çеç-ха, — терĕ В. Владимиров, ачасем пирки сăмах тапратсан.

Ĕçĕ-хĕлĕпе кăмăллă пултаруллă тракторист. Хăй тăван “Таябинка” пĕрлешĕве усă кÿме пултарнăшăн хĕпĕртет çеç. Ĕç çынна савăнăç кÿрсен вара çитĕнÿсем пулаççех.

Дипломсене тивĕçнĕ

Трак ене çак кунсенче тепĕр лайăх хыпар çитрĕ: Чатукасси вăтам шкулне Мускавран виçĕ диплом килнĕ. Вĕсенчен пĕрне — V ступеньлине кунти 10-мĕш класра вĕренекен Андрей Сорокина “Çĕр çинче хуçа пул” проектшăн (ертÿçи — биологи учителĕ В. П. Иванова) панă. Вăл ăна шкул ачисен Пĕтĕм Раççейри экологи енĕпе пынă вĕрентÿпе тĕпчев проекчĕсен конкурсĕнче палăрнăшăн тивĕçнĕ.

Теприне ку шкулти 9-мĕш класра пĕлÿ пухакан Валерьян Михайловпа Кристина Викторова “Чăваш енри юманлăхсем мĕншĕн хăраççĕ” проектшăн IV ступеньлĕ диплом çĕнсе илнĕ. Асăннă дипломсене жюри председателĕ, Раççей ăслăлăхĕсен Академийĕн член-корреспонденчĕ А. П. Капица алă пуснă.

— Çакнашкал конкурссем икĕ çулта пĕрре иртеççĕ, — тет Венера Петровна Иванова биолог. — Улттăмĕш çул ĕнтĕ эпĕ ку енĕпе ачасемпе ĕçлетĕп. Вĕренекенсен ĕçĕсене иртнĕ çулхи октябрьте Мускава ярса панă. Кăçалхи апрель уйăхĕнче вĕсене унти жюри пăхса тухса пахаланă. Чи лайăх ĕçе VII ступеньлĕ дипломпа палăртнă, ун хыççăнхине — VI, виççĕмĕшне вара V ступеньлĕ диплом панă. Пирĕн Андрей Сорокин унта лекнĕ те…

Пĕтĕм Раççейри ачасен “Çын Çĕр çинче” VII экологи конкурсĕн проект-çĕнтерÿçисен ертÿçине Чатукасси вăтам шкулĕнчи биологипе хими тата географи учительне Венера Петровна ИВАНОВАНА та дипломпа чысланă.

Конкурс призерĕсене чĕререн саламлатпăр.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика