06 июля 2009 г.
Июнь уйăхĕнче районта çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн правилисене пăснă 251 тĕслĕх пулнă. Асăннă тапхăрта йĕркене пăхăнман çынсене 64500 тенкĕлĕх штраф панă.
Манăн сăмах çаврăнăшĕ “çул-йĕр çинчи йĕрке — хамăрта” сăмахсенчен пуçланать. Вĕсене эпĕ водительсен умĕнче те, çуран çÿрекенсем хушшинче те час-часах тапрататăп. Анчах та хăшĕ-пĕри шăнăрлă хăлхаллă иккен, йĕркене пăхăнасшăнах мар. Хăйсене административлă майпа явап тыттарсан вара ÿкĕнме-и, тÿрех кÿренеççĕ, милици ĕçченĕсене шурă куçпа пăхаççĕ.
Кăçалхи июнь уйăхĕнче çул-йĕр правилисене пăснă тĕслĕхсене илсе кăтартам. Çак вăхăтра çул-йĕр çинче тăватă авари пулнă, тăватă çын аманнă. Акă, июнĕн 7-мĕшĕнче Вăрманкас Чуракассинче МТЗ-80 трактор кайса ÿкнĕ. Механизаторпа пĕрле ларса пыраканĕ сусăрланнă.
Июнĕн 12-мĕшĕнче вара Янкас çывăхĕнчи автоçул çинче, руле йĕркеллĕ тытса пырайманнипе, “Жигули” çăмăл автомашина çул айккине çаврăнса ÿкнĕ. Кунта та водитель çумĕнче пĕрле пулнă çамрăк инкек тÿснĕ.
Июнĕн 18-мĕшĕнче Кÿлçырма ялĕнчи инвалид хăйĕн çăмăл автомашинипе йывăç çумне пырса çапăннă.
Çĕрпÿ—Красноармейски автоçул çинче, Хусакасси тĕлĕнче, июнĕн 30-мĕшĕнче Вутланти пĕр çамрăк инкеке лекнĕ. Те хытă хăваланăран, те руле тытса пынă чухне асăрхануллă пулайманран ку та çăмăл автомашинăпа çул хĕррине “чăмнă” (аялти ÿкерчĕкре).
Манăн статьяра уйрăмах çамрăксем автомашина рулĕ умне ларсан ытларах çăмăлттайланма юратни пирки чарăнассăм килет. Вĕсене çул-йĕр хăрушсăрлăх правилисене пăхăнасси пирки çирĕп асăрхаттарсан та, мĕн тăвăн, пачах итлемеççĕ, йĕркене пăхăнмаççĕ. Тен, ашшĕ-амăшĕн пурлăхĕпе туяннă темиçе пинлĕх тухника каппайчăксемпе мухтанчăксемшĕн виçĕ пуслăх та тăмасть. Юлашки вăхăтра район центрĕнче те, хăвăртлăха кирлинчен çав тери нумайрах ÿстерсе, автомашинăпа ĕнтĕ, катаччи чупакансем пур. Кунашкал “паттăрсене” ирĕкех ямастпăр, паллах. Вĕсем пирки тивĕçлĕ мерăсем йышăннă, йышăнатпăр та.
Кăçалхи июнь уйăхĕнче çул-йĕр правилисене пăхăнман ÿсĕр 9 водителе тивĕçлипе айăпланă. Унпа пĕрлех 11-шĕ пирки ĕçе суда ярса панă.