06 июля 2009 г.
Çĕртме уйăхĕн 30-мĕшĕнче пирĕн районта республикăри ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен Палатин ларăвĕ иртрĕ.
Унта хутшăннисем чи малтанах Красноармейски ял тăрăхĕн административлă çуртне çитсе курчĕç, ял тăрăхĕн пурнăçне сăнлакан стендсемпе, кунта вăй хуракансен ĕç условийĕсемпе паллашрĕç. Ирхине 9 сехетре вара пурте пĕрле район администрацийĕн çурчĕн ларусен залне пухăнчĕç. Ларăва Чăваш Республикинчи муниципаллă йĕркелÿсен Канашĕн ĕç тăвакан директорĕ В. И. Максимов сăмах каласа уçрĕ. Василий Иванович пĕр-пĕрин опытне алла илни ку чухне те çав тери вырăнлине, вăл çĕннине пурнăçа кĕртме сумлă пулăшу кÿнине палăртрĕ.
Унтан республикăри ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене Трак ен çĕрĕ çине çит- нĕ май пирĕн район пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен, пĕрремĕш çумĕ Н. И. Антонов ăшшăн саламларĕ, район экономикипе социаллă пурнăçĕнче юлашки вăхăтра пулса иртнĕ ырă улшăнусем пирки тĕслĕхсемпе çирĕплетсе каласа пачĕ, пурне те ăнăçусем, ырă сывлăх сунчĕ.
Ларăва Чăваш Республикин Президент Администрацийĕн Йĕркелÿ управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ В. Г. Орлов та хутшăнчĕ.
Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем малалла тулли мар яваплă “Чул хула газпромтрансгаз” пĕрлешÿ филиалĕн — Заволжски ЛМУМГн “Заволжский” клубĕнче пулса курчĕç, кунти “Раштав” халăх ансамблĕн (илемлĕх ертÿçи — Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ А. Л. Тюмеров) пултарулăхĕпе интересленсе паллашрĕç, юрăсене тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç. Вĕсем çавăн пекех ачасен ал ĕç кружокне çÿрекенсен ĕçĕсемпе паллашрĕç, Красноармейскинчи 2-мĕш вăтам шкулта, кунти нумай функциллĕ спорт площадкинче пулчĕç.
Çав кунах республикăри ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, çав шутрах пирĕн районти Кĕçĕн Шетмĕ- пе Еншик Чуллă ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем О. В. Андреевапа А. П. Фролова та, Элĕк, Вăрнар, Йĕпреç районĕсенчи хăш-пĕр ял тăрăхĕсен территорийĕсенче пулса курчĕç, вĕсенче çынсене юхăннă çуртсенчен çĕннисене куçарассипе, халăха шывпа, ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтерессипе, сĕт пухас- сипе, ялсене тирпей-илем кĕртессипе çыхăннă ыйтусемпе интересленчĕç, паллă вырăнсене çитсе курчĕç.