06 июля 2009 г.
Райпо тытăмĕнче хальхи вăхăтра 300 яхăн çын ĕçлет. Вĕсенчен 30-шĕ Пĕтĕм тĕнчери коопераци кунĕнче Центросоюз, Чăвашпотребсоюз тата райпо канашĕпе правленийĕн наградисемпе парнисене тивĕçрĕç. Унта çавăн пекех професси енĕпе чи лайăххи ята тивĕçнисене тата юбилярсене саламласа хисеп турĕç.
Çав кун, июлĕн 4-мĕшĕнче, райпо тытăмĕнче вăй хуракансем яланхи пекех чаплă уява паллă тума пухăнчĕç. Вĕсене асăннă праçник ячĕпе райпо канашĕн председателĕ А. И. Дмитриева, райпо правленийĕн председателĕ З. П. Артемьева, кунти ĕçпе вăрçă ветеранĕсен канашĕн председателĕ В. С. Семенова, К. А. Владимирова сутуçă, обществăлла аталану предприятийĕсен генаральнăй директорĕн çумĕ Л. Л. Бардасова уяв ячĕпе ăшшăн саламласа ыр сунчĕç. Ĕçре нумай çул тÿрĕ кăмăлпа вăй хунисене Центросоюз, Чăвашпотребсоюз, райпо канашĕпе правленийĕн Хисеп грамотисемпе, професси енĕпе чи лайăххи ята тивĕçнисене свидетельствăсемпе, парнесемпе чысларĕç. Çав йышра тăватă ĕç ветеранĕ пулчĕ, вĕсене юбилей ячĕпе саламласа хисеп турĕç.
Райпо тытăмĕнче вăй хуракансене районти халăх пултарулăх çурчĕ çумĕнчи “Трак ен” халăх фольклор ушкăнĕн членĕсем пысăк концерт кăтартрĕç.