АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕпĕр тĕрленчĕкĕсем

06 июля 2009 г.

 

Урал тăрăхĕнчи Çĕпĕрте — Тюмень облаçĕнче 30 пине яхăн чăваш пурăнать. 125 наци çынни килсе вырнаçнă çакăнта. Сăмах май, 1992 çулта асăннă тăрăхра чăвашсен “Тăван” ятлă Ассоциацийĕ чăмăртаннă. Унччен маларах вара ку ыйтупах 1991 çулхи чÿк уйăхĕн 23-мĕшĕнче облаçри Чăваш наци культура организацийĕн йĕркелÿ конференцийĕ пухăннă. Унта 23 çынтан йĕркелÿ комитетне туса хунă. Облаçри ентешсен пысăк йышĕ Ярково (икĕ пин), Анат Тавда (икĕ пин) районĕсенче, Сургут (виçĕ пин), Нефтеюганск (икĕ пин çурă) тата Тюмень (тăватă пин) хулисенче тĕпленнĕ.

Анат Тавда районĕнчи ик çĕр кил ытларах Канаш ялĕнче вара пилĕк çĕре яхăн çын пурăнать.

Йыхравпа — инçе çула

Халĕ те 2003 çулхи çĕртме уйăхĕн 19—23-мĕшĕсем асрах-ха. Ун чухне районти халăх пултарулăх çурчĕ çумĕнчи “Трак ен” халăх фольклор ушкăнĕ Тюмень облаçĕнчи йăхташăмăрсем патĕнче пулнăччĕ, Канаш ялĕнчи 12-мĕш Ака туйне хутшăннăчĕ.

Хальхинче те юрăпа ташă ăстисем июнĕн 19—20-мĕшĕсенче асăннă облаçри тăванла чăвашсем патне çитсе курчĕç, июнĕн 20-мĕшĕнче Тюмень хулинче облаçри чăвашсен 18-мĕш Ака туйĕнче концертпа савăнтарчĕç.

— Пире иккĕмĕш хут ĕнтĕ хăйсем патне хăнана пырса курма ятарласах кунти “Тăван” ятлă Ассоциацийĕн президенчĕ Владимир Николаевич Логинов йыхравларĕ. Вăл — пирĕн ентешех, Пушкăрт чăвашĕ. Профессийĕпе — строитель, экономика наукисен кандидачĕ, — терĕ районти халăх пултарулăх çурчĕн директорĕ Ольга Александровна Дуйсембаева. — Вăрăм çула мĕн пурĕ 12- ĕн тухрăмăр. Çав йышра пилĕк арçын та çичĕ хĕрарăм.

— Паллах, пилĕк çул каялла Тюменьти чăвашсем патне Хусантан Волгоград —Нижневартовск чукун çулпа кайнăччĕ. Хальхинче Шупашкартан “Газель”, вун пилĕк вырăнли, пулчĕ. Водителĕ те çав тери пултаруллăскер, Муркаш тăрăхĕн чăвашĕ Вячеслав Мышкин. Çулĕ вăрăм, çавăнпа та водителе улăштарма, çăмăллăх пултăр тесе, пĕрле Юрий Романова илтĕмĕр, — пĕлтерчĕ хăй шухăшне “Трак ен” халăх фольклор ушкăнĕн илемлĕх ертÿçи Николай Никоноров. — Çула июнĕн 17-мĕшĕнче, юн кун, каçхине 10 сехетре тапрантăмăр.

Пирĕн Çĕпĕр çулĕ Çĕрпÿ, Куславкка районĕсен территорийĕсемпе, Тутарпа Удмурт Республикисен, Пермь крайĕн, Свердловск, Тюмень облаçĕсен çĕрĕсем тăрăх выртрĕ.

Мĕн асра юлчĕ-ха инçетри çул çÿревре? Чăн малтанах чăваш çĕрĕнчен куçнă чухне Сĕвепе Атăл юхан шывĕсем урлă каçни, вĕçĕ-хĕррисĕр Атăл заливĕ сарăлса выртни, Хусана кĕнĕ çĕрте, Атăл урлă хывнă кĕпер çинче, икĕ-виçĕ километр ытла та пуль, çĕршер-çĕршер электричество лампи йăлкăшса ларни, каçхи тавралăха хăйсен ытамне илни тата ку вырăн асамлăн аякранах çуталса ларни… Çав тери пуян ĕнтĕ Тутар çĕр-шывĕ! Унсăрăн çав тери ытарлăн çуталса ларас çук.

— Çĕр айĕнче нефть пуррипе ырă кураççĕ çав вĕсем, — тавралăха сăнанă май пĕлтерчĕ Юрий Петрович Романов. — Эпир вĕт çĕр ĕçĕпе чакалансах ватăлтăмăр.

Анатолий Алексеева вара çул тăршшĕпех бензин хакĕ кăсăклантарчĕ. Çул хĕрринче çырса çапнă вывескăсене Тутар çĕрĕ çинчен тытăнса мĕн Тюмене çитичченех сăнаса, вуласа пычĕ вăл. Акă, Тутар çĕрĕ çинче 95 марккăллă бензинăн пĕр литрĕ — 21тенкĕ тата 92 маркăллин 18.90 пус, 80 маркăллин — пĕр литрĕ 17 тенкĕ те 50 пус.

Нижнекамск, Набережные Челны хулисем тăрса юлчĕç хыçала. Хăшĕ-пĕри ку тăрăхра пĕрремĕш хут пулса курать те хуласемпе тĕплĕнрехех паллашасшăн çунчĕ. Хальхинче те вĕсене Юрий Романов пулăшрĕ. Нижнекамск ГЭСĕ 35 çул тултарнине те пĕлчĕç артистсем.

Тутар çĕрĕ Удмурт çĕрĕпе чикĕленет. Кунта Ижевск хули витĕр тухрăмăр. Тасах мар вăл, урамсенче чĕркуççи таран курăк ешерет. “Ку хула ытлах таса мар пек туйăнать. Ав, урамсенчи курăк лаптăкĕсене те çулса,тасатса тăмаççĕ курăнать. Пирĕн Шупашкар тирпейлĕ те тасарах-çке”, — “Газелĕн” чÿрече каррисене сирчĕ Альбина Павлова. — Шупашкар тирпейлĕрех хăть.

Ижевск хулинче автотранспорт ытла йышлах мар. Иномаркăсем çине-çинех куç тĕлне пулчĕç.

— Ку “Пичер”, авă, “Тойота”, тепри тата “Рамей” ятлă, — ăнлантарчĕ салонти çынсене Çеçмерти Гена Яковлев. — Эх, хама пĕри лекесчĕ…

Г. Яковлев районти искусство шкулĕнче ĕçлет. Баянпа ăста вылять хăй. Ташлама та, юрлама та пултарулăхĕ çитет унăн.

Пермь çĕрĕ çине кĕтĕмĕр. Чайковский хули хыçа юлчĕ. Пысăках мар, ятне Раççейри паллă композитора Петр Чайковские халалласа панă. Июнĕн 18-мĕшĕнче 12 сехет те 10 минутра пултăмăр кунта. Воткинск ГЭСĕн заливĕ ытарлăн тем сарлакăш сарăлса выртнине куртăмăр.

Асăннă крайăн Еловски районĕн территорийĕпе пытăмăр. Крюква шывĕ тинĕс евĕрех çуталать.

Асфальтлă çул икĕ енĕпех хырлăх, хутăш вăрман. Урал тăвĕсем икĕ енче те çÿлелле кармашаççĕ. Уйĕ-уйĕпех хĕрлĕ-кĕрен, кăвак тĕслĕ люпинсен лаптăкĕсем илĕртÿллĕн курăнаççĕ.

Субботино ялĕ. Юнашарах Устенко… Ял çывăхĕнчи курăк пуснă лаптăксенче çуршар километртанах нефть уçлакан агрегатсем ĕçлесе лараççĕ. Пĕр вырăнта малтан дача пулнă пулмалла, пÿрчĕ-çурчĕсем ишĕлнĕ. Çавăнтах нефть уçлакан агрегатсене вырнаçтарнă.

— Пирĕн патра ишĕлнĕ çуртсем çукрах. Акă, халь хамăр витĕр тухнă ял та сăн-сăпатсăрах. Çурчĕсем кивĕ… — терĕ Ольга Афанасьевна. — Фермисем те хупăннă курăнать.

— Çулăн сылтăм еннелле пăхăр… Екатеринбурга çитме 267 километр тесе çырса çапнă, — асăрхаттарчĕ кашнинех Люба Захарова. — Каймалăх пур…

— Çак çула тунă çĕрте Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче тыткăна çакланнă çынсене ĕçлеттернĕ теççĕ, — калаçăва хутшăнчĕ Николай Никоноров. — Екатеринбурга çитме — 225 километр.

Çул çинче Ирень юхан шывĕ тăрса юлчĕ. Пирĕн Мăн Çавал сарлакăшĕ пекрех, шывĕ тулăх. (Малалли пулать).

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика