АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тÿрĕ çыхăнура — Вадим Антонов министр

06 июля 2009 г.

 

Июлĕн 2-мĕшĕнче республикăри зонăсенче, йăлана кĕнĕ тăрăх, ЧР шалти ĕçсен министрĕ Вадим Валентинович Антонов массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсемпе “Тÿрĕ çыхăну” ирттерчĕ. Кунашкал çыхăнăва вăл 2007 çулхи ноябрĕн 2-мĕшĕнче, Раççей милицийĕн кунĕ умĕн, йĕркеленĕччĕ. Асăннă мероприятие, кăçал июлĕн 2-мĕшĕнче, Çĕрпÿ хулинчи шалти ĕçсен пайĕнче Çĕрпÿ районĕнчи шалти ĕçсен пайĕн начальникĕн çумĕ Николай Владимирович Петров, Вăрмарпа Красноармейски районĕсенчи шалти ĕçсен пайĕсен начальникĕсем Игорь Геннадьевич Константиновпа Владимир Михайлович Рожков тата асăннă районсенчи Людмила Ильинична Лукина, Анатолий Ильич Хованский, Георгий Леонидович Ефимов журналистсем хутшăнчĕç. Вĕсем министрпа тÿрĕ çыхăнура сехет çурă яхăн пулчĕç, унăн ыйту-хуравĕсене тимлĕн итлерĕç, çырса пычĕç.

Вадим Валентинович чăн малтанах вăл е ку преступленисем, çынсен пĕлтернисемпе заявленийĕсемпе мĕнлерех ĕçлени пирки чарăнчĕ. Обществăра йĕркелĕхе пăснипе тивĕçлĕ мерăсем йышăнассипе министерствăра та, вырăнсенче те дежурнăй чаçсем ĕçлемеççĕ мар.

Юлашки çулсенче,акă, йывăр тата уйрăмах йывăр преступленисен йышĕ чылай чакрĕ, çынсене вĕлернĕ, сусăрлатнă, хваттерсене çаратнă тĕслĕхсем сахалланнă. Апла пулин те Çĕнĕ Шупашкар, Шупашкар хулисенче хальлĕхе хваттерсене çаратнă тĕслĕхсем вырăн тупаççĕ-ха. Çул çитмен ачасем хушшинче преступлени тăвасси ÿсни куç умĕнчех. ЧР Президенчĕн “Алкогольпе усă курассине тĕрĕслессине вăйлатмалли, алкоголизма тата ĕçкĕпе иртĕхессине асăрхаттармалли хушма мерăсем çинчен” Указне пурнăçлассипе те шалти ĕçсен органĕсем яваплă ведомствăсемпе çыхăнса ĕçлеççĕ.

Право йĕркине асăрхаттармалли комплекслă мерăсен программи кашни çынна преступлениллĕ хăтланусенчен хÿтĕлеме тĕллев лартнă. Вырăнти милици оперативлă лару-тăрăва контрольте тытать.

Сăмахран, Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хулисенче, вырăнсенче те урамсенче обществăлла вырăнсене сăнаса тăмалли хатĕрсемпе усă кураççĕ, диспетчер пункчĕсем пур, çакă криминаллă луру-тăру сиксе тухсан, вырăна, уйрăмах хурал предприятийĕсемпе хăрушсăрлăх службисен хушма вăйне усă курса, милици нарядне ямашкăн май парать.

В.Антонов министр çавăн пекех Чăваш Республикинче преступлени тăвассине хирĕç кĕрешессине вăйлатмалли 2007—2009 çулсенчи комплекслă программа еплерех пурнăçланса пынине тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕ. Ун хыççăн вырăнсенчен пынă ыйтусене кĕскен хуравларĕ. Пĕрремĕш ыйтăвĕ республикăри Шалти ĕçсен министерстви милицире ĕçлеме кадрсем хатĕрлессипе çыхăнчĕ.

— Милицире вăй хума, паллах, çăмăлах мар. Çакăнта тăрăшакан çыннăн педагог та, психолог та, юрист та пулмалла. Ĕçре, шутласа пăхăр-ха, куллен 12 сехет ирттереççĕ вĕсем. Чрезвычайлă лару-тăру сиксе тухсан, кун йĕркине те пăхăнмастăн вара. Кил çинчен те манма тивет тепĕр чух.

Милици ĕçченĕнчен çирĕп ыйтатпăр. Унсăрăн епле-ха. Вăл мораль пахалăхĕ енчен те çÿллĕ шайра пулмалла. Кашни çынпа калаçма, унăн шалти туйăмне уçма пĕлмелле чăн-чăн милиционерăн. Министерство кадрсем вĕрентсе хатĕрлессипе Чул хула академийĕн Шупашкарти филиалĕпе таччăн çыхăнса ĕçлет.

Министра çул çитменнисем хушшинче преступлени тăвассине тата право йĕркине пăсассине асăрхаттарассипе мĕнле ĕçлени пирки ыйту пулчĕ.

— Çемьери лайăх мар лару-тăрăва пула, калăпăр, ĕçкĕç ашшĕ-амăшĕ пуррипе, çул çитмен çамрăксем пăсăлаççĕ. Япăх çемьесенче ÿсеççĕ çав ачасем. Харпăр хăй ывăлĕ е хĕр ачи кампа çÿрет, каçсерен ăçта пулать — ку пачах кăсăклантармасть вĕсене. Эпир çавнашкал ашшĕ-амăшĕпе ĕçлеместпĕр мар, вĕсене административлă майпа та явап тыттаратпăр. Акă, çул çитменнисене каçсерен урамра çапкаланса ан çÿреччĕр тата пĕр-пĕр преступленилле ĕç ан туччăр тесе, Шупашкарта милици нарячĕ виçĕ сменăпа ĕçлет. Милиционерсем каçхине 18 сехетрен тытăнса çынсем йышлăрах пулакан вырăнсенче: лавккасемпе киосксен таврашĕсенче рейдсем ирттереççĕ. Çул çитмен ачасемпе куçа-куçăн тĕл пулса калаçассине малашне те тĕп вырăна хумалла.

Канашри виçĕ çамрăк, япăх çемьерен тухнăскерсем, виçĕ хутчен пурлăх çаратас çĕре хутшăннă, çынна вĕлернĕ. Кашни 14-15 çул тултарман ача уголовнăй ĕç ан тутăр, тĕрĕс çулпа пытăр, обществăшăн юрăхлă çын пултăр тесе ĕçлемелле.

Вадим Валентинович республикăра милици кадрĕсем тивĕçмен пирки пулнă ыйтăва çапларах хурав пачĕ.

— Тĕрĕсех. Кадрсемпе комплектламан вырăнсем пур-ха пирĕн. Акă, уголовнăй шыравра хальлăхе — 5-6, патрульпе пост службинче - 6-8 тата участоксенчи уполномоченнăйсенче 1,2 процент çын тивĕçеймест. Экономика преступленийĕсене уçса паракан службăра та кадрсем тулли мар. Чи йывăр участоксем кусем. Яланах командировкăра пулма тата каçсерен те ĕçлеме тивет асăннă уйрăмсенчи милиционерсен. Сăмахран, экономика службинче вăй хуракансен талантлă юрист та, экономист та пулмалла-çке.

— Дачăсемпе дача çурчĕсене çаратакансемпе мĕнлерех кĕрешетĕр? — Сĕнтĕрвăрринчен ыйту пачĕç В. Антонова.

— Дачăсемпе дача çурчĕсене çаратнă тĕслĕхсем тĕл пулаççĕ. Мерăсем йышăнатпăр. Ку таранччен республикипе илсен, вăрланă тĕслĕхсен 42 процентне уçса панă. Шел пулин те, кашни дачăпа дача çурчĕ патне милици ĕçченĕсене лартаймăн. Кунта дача хуçисен хăйсен активлă позицийĕ кирлĕ. Вĕсен вăрăсенчен сыхланас,асăрханас тĕлĕшпе хăйсен хурал службине тумалла. Эпир ку енĕпе пулăшма пултаратпăр.

Министра тÿрĕ çыхăнура милици ĕçченĕсен ĕç укçине ÿстерессипе, вĕсене пурăнмалли çурт-йĕрпе, хваттерпе тивĕçтерессипе, республикăра алкогольпе тĕрлĕрен хаяр шĕвек, çав шутра суррогатпа сăмакуна, вăрттăн сутассине хирĕç кĕрешессине вăйлатассипе мĕнле ĕçлени çинчен тата ытти ыйтусем те пачĕç. “Паян республикăри шалти ĕçсен органĕсенче вăй хуракансем валли Шупашкарта 65 хваттер хатĕрлеççĕ, республика тулашĕнчен хаяр шĕвек туянса, ăна килĕсенче е хваттерĕсенче хатĕрлесе сутакансене административлă майпа айăплассипе çивĕчрех мерăсем йышăнатпăр Профилактика ĕçне те вăйлатăпăр татах. Йышпа каварлашса тунă преступленисене чакарас тĕлĕшпе те пурнăçламалли мерăсене палăртрăмăр”, — терĕ Вадим Валентинович.

Вăл тÿрĕ çыхăнăва хутшăннисене пурне те хăй тата министерствăра вăй хуракансен ячĕпе чун-чĕререн тав туса ырлăх-сывлăх, ĕçре ăнăçусем сунчĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика