02 июля 2009 г.
— тет районти шалти ĕçсен пайĕн ГИБДД уйрăмĕн инспекторĕ, милици лейтенанчĕ Сергей Валерьевич Михайлов. Вырăнлă сăмахсем. Çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнманнипех ĕнтĕ, куллен 18 протокол çырма тивет инспекторсен. Эрне хушшинче вара çак кăтарту 70 протокола та çитет.
Сергей Валерьевич 1980 çулхи мартăн 26-мĕшĕнче çуралнă. Вăл — 2001 çулхи февраль уйăхĕнчен тытăнса районти шалти ĕçсен пайĕн ГИБДД уйрăмĕн инспекторĕнче. Çемьеллĕ.
Эпĕ Раççей ГИБДД ĕçченĕсен кунĕ — июлĕн 3-мĕшĕ умĕн инспекторпа курнăçрăм, ăна темиçе ыйту çине хуравлама ыйтрăм.
— Куллен, хăвăр çул çÿревре пулнă май, 18 протокол çыратпăр тетĕр. Сахалах мар вĕт?
— Чăнах та, çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнманни водительсем хушшинче пĕтмест-ха, хушăран йĕркене пăсакансем те тĕл пулаççĕ. Кунта сăлтавĕсем тĕрлĕрен, паллах. Ÿсĕрпе руль умне ларакансем, хăвăртлăха кирлинчен ытларах ÿстерекенсем, хăрушсăрлăх пиçиххийĕ çыхмасăр çула тухаççĕ. Çакна пĕр тĕслĕхпе кăна çирĕплетем. Акă, анчахрах Кÿлçырма автоçул çинче, заправкăна çитиччен, пысăк хăвăртлăхпа пыракан ВАЗ 2106 “Жигулие” асăрхарăм. Чарăнма ыйтрăм. Водитель чарăнмарĕ. Ирĕксĕрех хыçалтан хăваламалла пулчĕ.
Çакă паллă. Руле ÿсĕр çамрăк тытса пынă иккен. Хăй Кÿлçырмаран. Йĕркене пăхăнман çамрăка çичĕ талăклăха арестлеме тиврĕ.
— Район центрĕнче те хăвăртлăха ÿстерекен водительсем пур вĕт-ха?
— Ку тĕлĕшпе ĕçлеместпĕр мар. Красноармейскинчи апат-çимĕç таварĕсем сутакан пĕрремĕш лавкка çывăхĕнче хăш-пĕр водительсем автомашинăсене лартмалли вырăн мар пулин те, харпăр хăй техникине лартнă, чарнă тĕслĕхсем вырăн тупаççĕ. Вĕсене айăпласа каллех протоколсем çырма тивет.
— Çуран çÿрекенсем те çул-йĕр правилисене пăхăнмаççĕ. Мерăсем йышăнатăр-и?
— Анчахрах райцентрпа çуран çÿрекенсем пирки 7 протокол çыртăмăр. Вĕсене, административлă майпа айăпласа, 200-шер тенкĕ штрафлама тиврĕ.
— Сергей Валерьевич, сире çывхарса килекен Раççейри ГИБДД ĕçченĕсен уявĕ ячĕпе саламлатăп. Хăвăр коллектива (мĕн пурĕ пиллĕкĕн) çăмăлах мар, яваплă ĕçре ырлăх-сывлăх, вăрăм кун-çул сунатăп.
— Тавах.