02 июля 2009 г.
Тăван енĕм, ытарайми ялăм. Ăçта пур-ши тата çакнашкал асамлă тусăмсем, ĕмĕт пек шевлесем, ем-ешĕл улăх-çарансем, шăпчăк юррипе эрешленĕ симĕс-сенкер ирсем? Ăçта пур-ши тата кунти пек хăюллă та ĕçчен, сăпай та тарават çынсем?
Акă черетлĕ Çимĕк çитрĕ. Йăлана кĕнĕ тăрăх, тăван ялăмри çынсем сăваплă та типтерлĕ маср çине пухăнаççĕ. Эпир те тăван-пĕлĕшĕмсемпе хамăртан вăхăтсăр уйрăлса кайнă хаклă çыннăмăрсен — атте, кукамай, йысна — ытти пĕлĕшсен вил тăпри çине çул тытрăмăр. Çăва çине çитсен кам кăна çук-ши кунта: черетленсе ларнă машинăсем, хам пĕлекен палланă çынсем, аякра пурăнакан строитель те, сутуçă та, врач та, педагог та.
Унччен те пулмарĕ, хĕвел анăç енчен килсе тăкса янă шалкăм çумăр никама та хумхантармарĕ. “Тен, пирĕнтен вăхăтсăр уйрăлса кайнă каччăсемпе хĕрсене шеллесе çурĕ пулĕ паян çумăрĕ”, терĕç унта килнисем. Тен, ваттисемпе пĕрле çут çанталăк та макăрчĕ пулĕ çав кун.
Хам педагог пулнă май, кунта килмессерен çак професси çыннисемпе интересленетĕп эпĕ. Юнашарах Мальвина Ивановна. Вăл 1956 çулхи юпа уйăхĕн 7-мĕшĕнче Супар ялĕнче çуралнă. Çул çитсен хăй тантăшĕсемпе пĕрле ялти 8 çул вĕренмелли шкула ăс туптама çÿренĕ. Шкул çулĕсене ăшшăн аса илет Мальвина. Епле-ха манайăн вăл тапхăра. Ф. Павлов çырнă “Судра” комедие сцена çине кăларнине те, уроксем хыççăн пĕр класра вĕренекенсемпе Тимур командипе пĕрле хамăр тăрăхри ĕçпе вăрçă ветеранĕсене, ватăсене пулăшма çÿренисене те. Аслă классенче, шкулти комсомол комитечĕн секретарьне суйласан, обществăлла ĕçсем нумайланнă Мальвинăн. Спортпа туслашнă: шкул, район шайĕнчи чылай ăмăртусене çÿренĕ, шкул чысне хÿтĕленĕ. Супар хĕрĕ 1974 çулта Еншик Чуллă вăтам шкулĕнче алла аттестат илет. Шкул çулĕсенчи пултарулăхĕпе хастарлăхне кура çамрăк хĕре Супар шкулне пионервожатăя ĕçе илеççĕ. Çавах та тарăн пĕлÿ илесси яланах пĕрремĕш тĕллев пулнă М. Семенован. Шкулта пĕр çул ĕçленĕ хыççăн вăл Шупашкарти И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн ют çĕр-шыв чĕлхисен факультетне çул тытать, вĕренме кĕрет.
Ентешĕме ыйту памасăр чăтаймарăм: “Мĕншĕн суйласа илтĕр-ха çак факультета?” — Чун-чĕре ыйтни пулчĕ пуль. Мĕн пĕчĕкрен çав чĕлхене юратса ÿсрĕм. Унсăр пуçне хамăн вĕрентекенĕмсене, ку чĕлхепе пĕлÿ панă В. Трофимована, Л. Федорована, Г. Андреевана ăш пиллĕн аса илетĕп. Çав çулсенче район шайĕнче предметлă олимпиадăсене хутшăннă. Тен, çавсем те мана тĕп хуламăрти аслă шкулта пĕлÿ илме хистерĕç пулĕ. Пединститутра вĕреннĕ 5 çулхи тапхăр нихăçан та асран тухмасть. Пĕрле вĕреннĕ ĕнерхи студентсем халĕ те тăтăшах шăнкăравлаççĕ, ыйтса пĕлеççĕ, кулленех Шупашкарти тĕл пулусене чĕнеççĕ, — пĕлтерчĕ Мальвина Ивановна.
Ялта тĕпленсе хуçалăхпа пурăнакан хĕрарăм вăхăт тупса вĕсенче пулма тăрăшать. Аслă пĕлÿллĕ çамрăк хĕр 80-мĕш çулсен пуçламăшĕнчи сентябрĕн 1-мĕшĕнче тăван шкул урати урлă каçса кĕрет. Педагогика коллективĕ ăна ăшшăн кĕтсе илет. Çакăншăн епле савăнмарĕ пулĕ. Çапла вара М. Семенован шкул тытăмĕнчи яваплă ĕç пуçланать. Пĕрремĕш уроксем, пĕрремĕш хумхану... Кĕçех çак тапхăр хыçа юлать. Тачă коллективра пулни, пĕр-пĕрне ăнланни, йывăр самантра пĕр-пĕрне пулăшни яланах хăйĕн ырă çимĕçне кÿреççĕ. Сăмах май, паянхи кун Супар ялĕнче çуралса ÿснĕ Г. Григорьева, С. Монарева, Г. Федорова педагогсем Еншик Чуллă шкулĕнче тăрăшаççĕ.
— Çак шкулта ĕçленĕ вăхăтра питĕ нумай улшăну пулса иртрĕ. Ĕлĕкрех пурă, указкă, картă, алăран кайман пулсан, паян эпир компьютер пулăшнипе çĕнĕрен те çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртетпĕр. Ĕçлеме пĕр енчен çăмăл та, йывăр та, — тет педагог.
Мальвина Ивановна шкулта акăлчан чĕлхи вĕрентет. Кăмăлланă ĕçĕнче чăн-чăн телейне тупрĕ Супар хĕрĕ. 30 çула яхăн юратнă коллективран уйрăлмасăр тăрăшать. Çак тапхăрта вăл шкул тата класс тулашĕнчи ĕçсен организаторĕ, директор çумĕ пулчĕ, директор тилхепине те туртса курчĕ. Çав çулсенче районти вĕрентÿ пайĕ тивĕçтернĕ паянхи хăтлă хваттере епле манăн. Мальвина Ивановна асăннă тапхăрта вĕрентÿ ертÿçисенче ĕçленĕ çынсене ăшшăн аса илет. Хăйне те çав тапхăрта чыслă ĕçшĕн район шайĕнчи, Чăваш Республикин Вĕрентÿ министерствин хисеп грамотисемпе, дипломĕсемпе пĕрре кăна мар чысланă. “Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ” ята панă. Вăл “Ĕç ветеранĕ” медале тивĕçнĕ.
Çамрăклăх хăйĕннех илет, çут çанталăкăн саккунĕнчен иртме çук. Вĕсем кÿршĕ каччипе Славăпа, 1982 çулта пĕр тĕвве пĕрлешеççĕ. Мальвина Александрова хушамата йышăнать. Мăшăрĕ, Супар каччи, милици шкулĕнче вĕреннĕ, чылай çул Шупашкарта шалти ĕçсен тытăмĕнче ĕçленĕ.
Мальвина Ивановна мăшăрĕпе, Станислав Германовичпа, ывăлпа хĕр пăхса çитĕнтереççĕ. Асли, Сергей, вăтам шкула ылтăн медальпе вĕренсе пĕтернĕ хыççăн И. Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУра “Экономикăпа мененджмет” факультетĕнче пĕлÿ пухать. Шкул сакки çинче тавракурăмпа палăрнăскер, унта та хăйĕн ятне ямасть. Лайăх вĕреннĕшĕн, пултаруллă пулнăшăн каччăна профсоюзсен лидерне суйланă. Вăл иртнĕ çул Чăваш Республикин Президенчĕн стипендине тивĕçнĕ, халĕ тата ятарлă стипенди илсе тăрать. Хĕрĕ , Оля, кăçал 11 класс вĕренсе пĕтерчĕ. Унăн та ĕмĕт-тĕллевсем пысăк-ха.
Александровсем патĕнче пулнă май, ашшĕ-амăшĕ пирки те ыйтса пĕлеймесĕр чăтаймарăм эпĕ. Амăшĕ, Ольга Федоровна, паянхи кун хĕрĕ патĕнче кун-кунлать. Шел, 79 çула пуснă ватăн сывлăхĕ хавшак. Канашри медицина училищине вĕренсе пĕтернĕ вăл. 40 çул ытла тăван ялăмăрти, Супарти, фельдшерпа акушер пунктĕнче заведующире тăрăшнă. Миçе çынна эмелпе те, ăшă кăмăлпа та, ырă канашпа та тивĕçтермен пулĕ О. Семенова. Вăл вăй хунă çулсенче васкавлă пулăшу вăйсăррине пула, хăй çине яваплăх илсе, тĕрлĕрен йышăнусем тума тивнĕ. Паянхи кун та ку тăрăхри çынсем О. Семенована ăшшăн аса илеççĕ. Тата вуншар обществăлла ĕç пурнăçлама тивнĕ ватăна. Вăл ял тата район совечĕсен тĕрлĕ созыври депутачĕ пулнă, тăтăшах ялсенче медицинăпа санитари темипе лекци-калаçусем ирттернĕ, тасалăхпа тирпейлĕх ыйтăвĕсене тĕпе хунă. Вĕсем, мăшăрĕпе Иван Семенович Семеновпа, çемьеллĕ пулса, виçĕ ача пăхса çитĕнтернĕ. Мальвина Ивановна хыççăнхи Сашăн кун-çулĕ 30 çултах татăлнă. Шупашкарти коопераци институтне пĕтернĕ Галина паянхи кун суту-илÿ тытăмĕнче вăй хурать. Вĕсем мăшăрĕпе виçĕ ача пăхса çитĕнтереççĕ. Андрей, аслă пĕлÿ илнĕскер, программистра тăрăшать. Маринăпа Ирина — йĕкĕрешсем, Мускаври пĕр аслă шкулăн студенчĕсем.
Аваллăх тымарĕсене тĕпчеççĕ, пĕлеççĕ Александровсем. Акă, Мальвина Ивановнан куккăшĕ, Федор Захарович Захаров, 1907 çулта çуралнă, Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăннă, Белоруссине хÿтĕленĕ. 1943 çулта кунти хаяр çапăçусенчен пĕринче ентеш ĕмĕрлĕхех куçне хупнă. Вĕсене, 5 вилене пытарса уйрăм палăк лартаççĕ. Çамрăк тĕпчевçĕсем 25 çул иртнĕ хыççăн паттăрсем ăçта вилнине шыраса тупса, Чăваш Ене ырă хыпар çитереççĕ. Çавăн хыççăн 70-мĕш çулсенче Мальвина Ивановнан çемье членĕсем 5-ĕн Белоруссинчи Могилев облаçĕн Шкловски районĕнчи Локути ялне çул тытаççĕ. Аякри çĕр çинче выртакан ентешĕме пуç таяççĕ.
Еншик Чуллă ялĕнче хăйсен килĕ-çурчĕпе пурăнакан Александровсем патĕнче чылай хушă пулаймарăм эпĕ, анчах та çакна сисрĕм, пур çĕрте тирпей-илем хуçаланать. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ: сăвакан икĕ ĕне, сысна, сурăхсем, чăххи-чĕппи... Пахчара та тĕрлĕ улма-йывăç, çырла тĕмĕсем, чечек-курăк ешерет. Кăмăллăн уйрăлтăм Мальвина Ивановнаран. Унра чăваш хĕрарăмĕн мĕн пур паха енĕ: сăпайлăхĕ, çепĕçлĕхĕ, ĕçченлĕхĕ, ыр кăмăллăхĕ çырăннă. Унсăр пуçне ентешĕмĕн чунĕнче тапса тăракан иксĕлми вăй-хăвачĕ татăлми.
Хăйĕн ĕçĕсенче юратнă ăраскалне тупнă çын, телейлех çав вăл. Çакна ăнлантăм эпĕ.