02 июля 2009 г.
Çамрăксен кунĕнче, июнĕн 27-мĕшĕнче, Трак ен яш-кĕрĕмĕ туллин савăнчĕ. Çав каç Красноармейскинчи Çĕнтерÿ паркне йышлăн пухăнчĕç вĕсем. Ку йышра районти тĕрлĕ предприятисемпе организацисенче, учрежденисенче ĕçлекен çамрăксемпе темиçе кун маларах çеç шкул пĕтернисем, аслă тата вăтам пĕлÿ паракан вĕренÿ заведенийĕсен студенчĕсем (çуллахи сессие вĕçленисем ĕнтĕ), çавăн пекех ача-пăчасемпе çулланнă çынсем те пулчĕç.
Уяв, пĕтĕмĕшле илсен, йĕркеллĕ иртрĕ. Паркра райпон обществăлла апатлану предприятийĕсен ĕçченĕсем савăнăçлă мероприятине килнисене тĕрлĕ апат-çимĕçпе, сĕткенсемпе, пылак шывсемпе тивĕçтерчĕç.
Пухăннисене Çамрăксен кунĕ ячĕпе район пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен, пĕрремĕш çумĕ, “Единая Россия” политика партийĕн районти уйрăмĕн политканаш секретарĕн пулăшаканĕ Н. И. Антонов, район администрацийĕн физкультурăпа спорт тата çамрăксен ыйтăвĕсемпе ĕçлекен сектор заведующийĕ А. Н. Лебедев, районти çамрăксен организацийĕн председателĕ Е. Г. Михайлов, Раççей Перекет банкĕн Красноармейскинчи хушма офисĕн ертÿçи А. В. Шестаков саламларĕç, ырлăх-сывлăх сунчĕç. Пурнăçра активлă позици тытса пыракан яш-кĕрĕме “Единая Россия” политика партийĕн районти уйрăмĕн политканашĕн, çамрăксен организацийĕн Хисеп грамотисемпе чысларĕç. Çак чыса тивĕçнисем хушшинче М. А. Филимоновпа (Трак гимназийĕ) Н. В. Иванова (райадминистраци), П. И. Григорьевпа М. Ю. Петров (ЗЛПУМГ) тата райцентрти Лаврентьевсен çемйи пулчĕç. Вĕсене тата уяв халăхне Заволжски ЛПУМГ клубĕ çумĕнчи “Отражение снов” (ертÿçи Е. Небытов) тата Шупашкарти “Криста” (В. Сухой) рок-ушкăн членĕсем юрăсем парнелерĕç.
Кĕске справка. Трак ен çамрăкĕсем ĕçре, вĕренÿре лайăх кăтартусемпе палăраççĕ. Ку таранччен вĕсенчен 54-шĕ Чăваш Республикин Президенчĕн стипендине тивĕçнĕ.
Çулталăк пуçланнăранпа районта 39 çемье чăмăртаннă, 75 ача çут тĕнчене килнĕ (42 арçын ачапа 33 хĕрача), вĕсенчен 32-шĕ çемьери пĕрремĕш ачасем.
Уявра дискотека иртрĕ. Унта пулнисем шуçăмчченех ташласа савăнчĕç, чунĕсене уçрĕç.