АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сывă пул, тăван шкул

02 июля 2009 г.

 

Июнĕн 23-мĕшĕнче районта Вĕрентÿ кунне анлăн паллă турĕç. Унта шкулсенчен вĕренсе тухакансене пĕрле пухăнса чысларĕç. Вун тăваттăмĕш çул ĕнтĕ çапла. Кăçал уяв, пĕлтĕрхи евĕрех,Красноармейскинчи Çĕнтерÿ паркĕнче иртрĕ. Унта учительсем, кăçал вăтам шкултан вĕренсе тухакансемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсем, юлташĕсем, райцентрта пурăнакансем йышлăн пухăннă.

Савăнăçлă мероприяти иртмелли вырăна тивĕçлипе капăрлатнă, чуна çĕклентерекен илемлĕ юрă-кĕвĕ, “Шкул вальсĕ” янăрать. Уява ертсе пыракансем, кăçал та Вĕрентÿ кунне “Çăлтăрсен балĕпе” пĕрле ирттерме йышăнни çинчен пĕлтерсе, райцентрти 2-мĕш номерлĕ шкултан вĕренсе тухакансене площадкăна иртме чĕнеççĕ. Вĕсем хыççăн — Упи, Алманч, Кĕçĕн Шетмĕ, Еншик Чуллă тата ытти шкулсенче вĕренекенсем тухрĕç.

Вĕрентÿ кунне, кĕске сăмах каласа, район пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен , пĕрремĕш çумĕ, район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн начальникĕ Н. И. Антонов уçрĕ.

— Кашни вĕренсе тухакан вăл — çăлтăр, пурĕ вара вĕсем çăлтăрсен ушкăнне туса хураççĕ, — пуçларĕ хăй сăмахне Николай Илларионович. Унтан вăл шкултан кăçал вĕренсе тухакансене, вĕсен ашшĕ-амăшĕсене, педагогсене, праçник ячĕпе ăшшăн саламласа, ырă сунчĕ. Ĕнерхи шкул ачисене тăван шкула, ашшĕ-амăшĕсене манма кирлĕ марри пирки ас тутарчĕ. Уяв уçăлнине пĕлтернĕ хыççăн Чăваш Республикин Патшалăх Гимнĕ янăраса кайрĕ.

— Паян сирĕн ачалăхпа сывпуллашмалла. Шкулти 11 çул хыçа юлчĕ. Сирĕн умра — яваплă самант: пурнăç çулне суйласа илмелле. Паянхи пурнăç кăларса тăратнă йывăрлăхсем умĕнче çухалса ан кайăр, малашлăха çирĕп шанса пурăнăр.

Питĕ хитре те илемлĕ Чăваш Енре пурăнатăр эсир, чи лайăх шкулсенче вĕренетĕр. Пирĕн район шкулĕсем республикăра чи лайăххисен шутĕнче, — терĕ район пуçлăхĕ, “Единая Россия” политика партийĕн районти уйрăмĕн политканашĕн секретарĕ Станислав Николаев, кăçал шкултан вĕренсе тухнисене саламласа пурнăçра такăр çул суннă май. — Паян эсир 178-ăн килнĕ уява. Кун пек пурте урăх тĕл пуласси пулĕ-и? Çавăнпа та пĕр-пĕринпе калаçса чунăрсене уçăр, ирхи шуçăма пĕрле кĕтсе илĕр…

Вĕренсе тухакансемпе учительсене, ашшĕ-амăшĕсене çавăн пекех вĕрентÿ ĕçченĕсен профсоюз райкомĕн председателĕ Г. И. Николаева саламларĕ.

Кăçал районти шкулсем “Вĕрентÿ” приоритетлă наци проектне пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе ăнăçлă ĕçлесе пычĕç. Çавна май хăш-пĕр педагогсен коллективĕсемпе учительсем тĕрлĕ премисем çĕнсе илчĕç. Тĕслĕхрен, Красноармейскинчи “Чебурашка” ача-пăча сачĕ (заведующийĕ — Е. И. Федорова) республикăри шкул çулне çитмен ачасен вĕрентÿ учрежденийĕсем хушшинче Чăваш Республикин Президенчĕн Грантне тивĕçрĕ. Вĕрентÿн çĕнĕ технологийĕсене çине тăрса пурнăçа кĕртсе пырса, Красноармейскинчи 2-мĕш номерлĕ (директорĕ И. В. Кускова), Пикшик (А. И. Гаврилов) тата ачасен искусство ( Н. М. Никоноров) шкулĕсем район пуçлăхĕн 10 пин тенкĕлĕх премине çĕнсе илнĕ. Çавăн пекех Красноармейскинчи 2-мĕш шкулти чăваш чĕлхипе литературин учителĕ В. А. Тихонова, Г. Н. Дмитриева (Алманч, вырăс чĕлхипе литература), Л. В. Фролова (Упи, биологипе хими) учительсем те район пуçлăхĕн 3-шер пин тенкĕлĕх премине тивĕç пулнă. Педагогикăри пысăк ăсталăхшăн тата вĕрентĕве сумлă тÿпе хывнăшăн Л. К. Григорьевапа Н. В. Андреевана (Красноармейскинчи 2-мĕш шкул), РФ вĕрентÿн хисеплĕ ĕçченне Н. В. Кривошеева (Трак гимназийĕ) Тав хучĕсемпе чысларĕç. О. А. Горшкова воспитательница (“Чебурашка”) Чăваш Республикин Президенчĕн Грантне тивĕçрĕ. 2008-2009 çулхи вĕренÿ çулĕнчи професси конкурсĕнче çĕнтерсе, Г. И. Юлмасова (Трак гимназийĕ) — “Çулталăкри чи лайăх директор”, И. А. Николаева (Трак гимназийĕ), Л. Н. Крутова (Красноармейскинчи 2-мĕш шкул) — “Директорăн вĕрентÿпе воспитани енĕпе ĕçлекен чи лайăх çумĕ”, Д. Ф. Ефимова (Трак гимназийĕ) — “2009 çул вожатăйĕ”, З. П. Михайлова, Л. Ю. Илларионова, республикăри “Самый классный классный” конкурс финалисчĕ Г. В. Никифорова (виççĕшĕ те Красноармейскинчи 2-мĕш шкул), Т. В. Андреева, В. Г. Павлова (иккĕшĕ те Трак гимназийĕ) — “2009 çулхи чи лайăх класс ертÿçи”, Ю. Н. Иванов (Упири хупă йышши шкул) — “Режим енĕпе чи лайăх дежурнăй”, Л. Ю. Владимиров (вĕрентÿ пайĕнчи хуçалăхпа эксплуатаци ушкăнĕ) — “2009 çулхи чи лайăх водитель”, Е. Г. Ершова (Пикшик) — “Столовăйри чи лайăх ĕçчен”, Н. А. Андреева (Кĕçĕн Шетмĕ) — “Служба пÿлĕмĕсен чи лайăх уборщици”, Е. А. Осипова (“Парус” ача сачĕ) — “Хуçалăхăн чи лайăх заведующийĕ” ятсене тивĕçнĕ. Вĕсене пурне те асăннă уявра вĕрентÿ ĕçченĕсен профсоюз райкомĕн председателĕ Г. И. Николаева хаклă парнесемпе чысларĕ.

Çитĕнÿ хăй тĕллĕн килмест, уншăн пайтах тăрăшмалла. Ырми-канми вăй хуракансем вара наградăна тивĕçеççĕ. Сцена çине вĕренÿре пысăк пĕлÿ кăтартнисене чĕнсе хăпарса хисеп турĕç: 9 выпускнике (Елизавета Алексеевапа Ирина Алексеевана, Кристина Артемьевапа Ксения Васильевана, Галина Михайлована (пиллĕкĕшĕ те райцентрти 2-мĕш номерлĕ шкултан), Надежда Анисимовапа Ксения Егорована, Татьяна Ильинапа Анна Комарована (Пикшик) — ылтăн, 13-шне (Ирина Илларионована (Алманч), Анастасия Алексеевапа Оксана Ильинана, Алексей Осиповпа Александр Петрова, Инна Петровапа Марина Степанована (Трак гимназийĕ), Маргарита Ивановапа Андрей Яковлева (райцентрти 2-мĕш номерлĕ шкул), Анна Семеновапа Илья Хлебнова (Карай), Мария Ильинапа Марина Федорована (Пикшик) кĕмĕл медальсемпе, вĕсен ашшĕ-амăшĕсене С. Николаевпа Н. Антонов район администрацийĕн Тав хучĕсемпе наградăларĕç.

Медалистсем хыççăн сцена çинче “Спорт смени”, “Творчество çынни”, “Лидер”, “Обществăлла усăллă производство ĕçĕнче вăй хурса пиçĕхессишĕн” номинацисенче палăрнă Çăлтăрсене чысларĕç.

Кун хыççăн кăçал вăтам пĕлÿ илсе тухнисен ашшĕ-амăшĕсен ячĕпе В.А. Егоров (Ямайкасси) хăйсен ачисене тăрăшса вĕрентнĕшĕн, çынлăхшăн учительсене, шкул коллективĕсене тав турĕ, кунпа пĕрлех вĕрентÿ пайĕпе района ертсе пыракансене ыр сунчĕ. Уйрăмах Пикшик шкулне. Кунтан кăçал вĕренсе тухнă 15 ачаран 4-шĕ — ылтăн, 2-шĕ кĕмĕл медальсене тивĕçнĕ-çке. Кун пекки сайра пулать.

Вун пĕрмĕшсен класс ертÿçисене пĕр хăнăхнă ачасенчен уйрăлма çăмăл мар, паллах, килтисем пекех тăван пулса тăнă-çке вĕсем. Асăннă класс ертÿçисене сцена çине чĕнсе кăларса чечексем парса саламларĕç. Райцентрти 2-мĕш шкулти 11-”а” класс ертÿçи З. П. Михайлова ашшĕ-амăшĕсене ачасене воспитани парас çĕрте пулăшса пынăшăн тав турĕ, вĕренсе тухакансене ыр сунăм пачĕ.

Красноармейскинчи 2-мĕш шкулта вĕренекен Кристина Артемьева учительсене чĕререн тухакан ăшă сăмахсем каларĕ, лайăх пĕлÿ панăшăн тав турĕ.

“Çăлтăрсен балĕ” вĕçленсе пырать. Упири вăтам шкултан вĕренсе тухакансене Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене сума суса райцентрта лартнă палăк умне чĕрĕ чечексен кăшăлне хума ирĕк пачĕç.

Сыв пуллашу вальсĕн кĕвви янăрать, ĕнерхи вĕренекенсем ташша тухрĕç, каркаланса акăш пекех ишрĕç вĕсем. Унтан малашне те вĕренме, тăван шкула асра тытма, хăйсене пур çĕрте те йĕркеллĕ тытма сăмах пачĕç, тупа турĕç. Унччен те пулмарĕ вĕренсе тухакансем тÿпене кăвакарчăнсем вĕçтерсе хăпартрĕç, ун хыççăн — тĕрлĕ тĕслĕ шарсене. Тÿпене пĕр самант фейерверк çутисем асамлăн выляса çутатрĕç.

Каччăсемпе хĕрсем уяв лаптăкĕнче ташласа киленчĕç, асăнмалăх сăн ÿкерттерчĕç, юлашкинчен тăван шкулĕсене ăсанчĕç. Кунта вĕсем вăтам пĕлÿ илни çинчен ĕнентерекен аттестатсем алла илчĕç, тĕрлĕ интереслĕ мероприятисене, вăйăсене хутшăнса савăнчĕç, ирхи шуçăма вĕсем харпăр хăй класĕпе, учительсемпе пĕрле кĕтсе илчĕç. Сывă пул, тăван шкул, тепре тĕл пуличчен, тесе килĕсене ăсанчĕ уявра ташласа-юрласа ĕшеннĕ яш-кĕрĕм. Вĕсен умĕнче пурнăçăн анлă çулĕ, хăш сукмакпа утасси хăйсенчен килет, ăна тĕрĕс суйласа илесчĕ çеç. Такăр та ăнăçлă çул сунатпăр сире, выпускниксем!

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика