01 июля 2009 г.
Красноармейски ял тăрăхĕнчи
çамрăксен канашĕ Раççейри Çамрăксен тата Чăваш Енри Çĕр ĕçченĕсен
çулталăкне халалласа "Çамрăксен чи лайăх кил хуçалăхĕ" конкурс ирттерме палăртнă.
Унăн тĕллевĕ — çамрăк çемьесене çирĕплетесси, хÿтлĕхе илесси тата вĕсене ял хуçалăх производствине активлă явăçтарасси, харпăр хăй çемйине ял хуçалăх продукчĕсемпе тивĕçтересси.
Конкурс виçĕ тапхăрпа иртет. Пĕрремĕш тапхăр хĕлле пулчĕ, унта 12 хуçалăх хутшăнчĕ. Асăннă тапхăрта çичĕ çемье тепĕр тапхăрта тупăшма тивĕçлĕ пулчĕç.
Анчахрах ял тăрăхĕнчи çамрăксен канашĕ конкурса хутшăннă кил хуçалăхсене çитсе çаврăнчĕ. Иккĕмĕш тапхăрти кăтартусене: кил хуçалăха еплерех тытнине, çĕрпе мĕнлерех усă курнине, выльăх-чĕрлĕх усранине, хурт-хăмăр, кайăк-кĕшĕк ĕрчетнине, йывăçсемпе чечексем акса-лартса ÿстерессипе мĕнлерех ĕçленине тата çак ĕçсене ачи-пăчине явăçтарнине тишкерчĕç, пур енлĕ хак пачĕç.
Конкурсăн виççĕмĕш тапхăрĕ октябрь уйăхĕнче пулать. Унăн кăтартăвĕсем тăрăх çĕнтерÿçĕсене палăртаççĕ.