01 июля 2009 г.
Тюмень тăрăхĕнчи
чăвашсем пĕрлешсе чăваш культурине упрама тата
аталантарма тытăннăранпа кăçал 18 çул çитрĕ. Çавна май июнĕн 20-мĕшĕнче Тюмень хулинче облаçри чăвашсен черетлĕ, йăлана кĕнĕ 18-мĕш Ака туйĕ иртрĕ.
Унта облаçри чăвашсен "Тăван" ятлă Ассоциацийĕн президенчĕ Владимир Николаевич Логинов йыхравланипе Трак тăрăхĕнчи районти халăх пултарулăх çурчĕ çумĕнчи “Трак ен” халăх фольклор ушкăнĕ (ертÿçи Николай Никоноров композитор) хутшăнчĕ, хăйĕн юрри-ташшипе савăнтарчĕ.
Уява хутшăннисем Н. Никоноров, А. Алексеев, С. Яковлев, В. Мышкин, Ю. Романов, Г. Ефимов хут купăсçăсем çĕкленÿллĕ те илемлĕ каланипе тÿссе тăраймарĕç, ташша тухрĕç.
Июнĕн 19-мĕшĕнче каçхине "Трак ен" халăх фольклор ушкăнĕ Анат Тавда районĕнчи Канаш ялĕнче пурăнакансене концерт кăтартнă.