АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕнерхи председателĕн çĕнĕ кĕнеки

01 июля 2009 г.

 

Н. М. Матвеев (Николай Ункай) Çĕнĕ

Выççăлккăра пурăнать. Вăл Çĕрпÿ районĕнчи Виçикассинчи вăтам шкултан, Чăваш ял хуçалăх институтĕнчен вĕренсе тухнă.

Трактористра, хуçалăх заведующийĕнче, бригадирта, агрономра, председатель çумĕнче, “Герой” колхоз председателĕнче вăй хунă.

1997 çултан вара Чатукасси ялĕнчи чăвашсен паллă композиторĕн Ф. М. Лукинăн халăх музейĕн директорĕ пулнă. Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденне, “Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ” хисеплĕ ята тивĕçнĕ.

Нумаях пулмасть-ха Николай Матвеевич 75 çулхи юбилейне паллă турĕ. Пурнăçри паллă çак кун тĕлне вара вăл Шупашкарти “Çĕнĕ Вăхăт” типографире 100 экземпляр тиражпа çĕнĕ кĕнеке, “Савнă ялăм, тăван ял” ятлăскере, пичетлесе кăларчĕ. Автор унта Çĕнĕ Выççăлккă историне кĕскен сăнлать, вăл çитес çул 120 çулхи юбилейне уявлама хатĕрленнине пĕлтерет, ял çыннисем пирки ăшшăн çырса кăтартать. Кĕнекене çавăн пекех Николай Ункай тĕрлĕ çулсенче çырнă 19 сăвă та кĕнĕ.

Сăмах май, Н. М. Матвеев çак кунсенче хăйĕн килти библиотекинчи 100 кĕнекене Чатукассинчи тĕслĕх библиотекăна парнеленине те палăртса хăварма кăмăллă.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика