АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăватпÿрт каччи

01 июля 2009 г.

 

Николай Филимонович Филимонова Трак енте пĕлмен çын çук та пулĕ. Вăл — районти Н. Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕ, Чăваш Республикинчи композиторсен ассоциацийĕн членĕ, нумай юрăсен авторĕ. Çак кунсенче пирĕн штатра тăман корреспондент И. Степанов унпа тĕл пулса калаçнă, ыйтусем çине хуравлама ыйтнă.

ЫЙТУ: Николай Филимонович, район хаçачĕн вулаканне хăвăрпа паллаштарсамăр.

ХУРАВ: Хаваспах. Эпĕ 1937 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнче Тăватпÿрт ялĕнче çуралнă. Манăн атте, Филимон Кириллович Кириллов, районти çар комиссарĕн хуçалăх енĕпе ĕçлекен çумĕнче тăрăшнă. Хаклă çыннăмăра 1942 çулта Аслă Отечественнăй вăрçа илеççĕ. Шел, аттем çав çулхинех Сталинград патĕнчи хаяр çапăçура ĕмĕрлĕхех куçне хупать. Аннем, Мария Константинова, ĕмĕрне тăван хуçалăхра ĕçлесе ирттернĕ. Кушкăри çичĕ çул вĕренмелли шкулта пĕлÿ пухрăм. Паянхи евĕр астăватăп. Пире И. Иванов, Г. Трофимов, Л. Семенов, ыттисем вĕрентрĕç. Юратнă педагогсене епле манăн. Эпир Кушкăри Н. Васильевпа пĕр парта хушшинче лартăмăр, пичче-шăллăм евĕр, пĕр-пĕринпе туслашрăмăр.

ЫЙТУ: Шкул çулĕсем хыççăн ăçталла çул тытрăр?

ХУРАВ: Кушкă шкулĕ хыççăн Красноармейскинчи вăтам шкула çул тытрăм. Яш вăхăчĕ халĕ те асран тухмасть. Пире Трак шкулĕнче М. Ильин, К. Архипов пĕлÿ пачĕç. Вăл тапхăрта директорта Ф. Рекеев ĕçлетчĕ. Асăнма кăмăллă: эпир асăннă шкулта Гурий Алексеев композиторпа пĕрле вĕрентĕмĕр. Районта “СССР спорт мастерĕ” ята пĕрремĕш илнĕ Яманак каччипе В. Ивановпа пĕрле вĕреннишĕн те мухтанатăп.

ЫЙТУ: Николай Филимонович, калăр-ха, тархасшăн, эсир хăçан алла баян тытнă?

ХУРАВ: Эпĕ пирвайхи хут Красноармейскинчи вăтам шкулта пĕлÿ пухнă чухне алла баян тытнă. Çавăншăн паян кун та К. Архипова тав сăмахĕ калама тивĕç.

ЫЙТУ: Малашнехи çул-йĕр епле выртрĕ?

ХУРАВ: Алла аттестат илсенех салтак ячĕ тухрĕ. Тинĕс çар флотне лекрĕм. Хор ертÿçи пултăм, çавна май Североморск, Полярный, Росто хулисене, Рыбачий, Кильдин, Терибадка, Гремячий поселоксене матроссем валли тăтăшах концертсемпе çÿренĕ.

ЫЙТУ: Служба кунĕсем вĕçленсен ăçталла çул тытрăр?

ХУРАВ: Тÿрех тăван ялăма таврăнтăм. Çийĕнчех район центрĕнчи культура çуртне ĕçлеме чĕнчĕç. Ун чухне культура пайĕн ертÿçинче Н. Григорьев вăй хуратчĕ. Çав çулсенче Ю. Миронов баянистпа пĕрле тăрăшрăмăр. Питĕ кăмăллă çынччĕ Юрий Миронович: эпир ун чухне кунсерен 3—4 концерт хатĕрлесе вырма ĕçченĕсем патне тухаттăмăр. Тĕп ĕç вырăнне килмен тесен те тĕрĕсех. Красноармейскинчи культура çуртĕнче вăй хунă тапхăрта Шупашкарти Ф. Павлов ячĕллĕ музыка училищинче пĕлÿ пухрăм. Манпа пĕрле çав çулсенче чăвашсен паллă композиторĕ А. Сергеев вĕренчĕ. Кам пĕлмест пулĕ унăн “Шупашкар урамĕ”, “Шупашкарăн лăпкă каçĕсем”, “Шăмат кун каçхине”, “Лар, аннеçĕм, юнашар”, ытти юррисене. Ю. Миронов та манпа пĕрлех вĕренчĕ.

Каярах И. Яковлев ячĕллĕ пединститутăн (халĕ педуниверситет — авт.) вырăс чĕлхипе литература факультетĕнче заочно майпа вĕрентĕм. Красноармейскинчи вăтам шкулта 37 çул ĕçлерĕм. Тивĕçлĕ канăва кайсан та Яманак, Еншик Чуллă шкулĕсенче, Упири ятарлă шкулта тăрăшрăм.

Аса илмелли вара сахал мар. Райцентрти вăтам шкулта ĕçленĕ чухне учительсен хорне йĕркелеме пултартăм. Каярах мана вĕренекенсен хорне те ертсе пыма шанчĕç. Кунпа çеç лăпланса лармарăм. Районти “Сельхозтехника”, “Сельхозхими”, райпо, райхаçат редакцийĕнчи коллективсен хорĕсемпе ĕçлерĕм. Ун чухне парти райкомĕпе райсовет ĕçтăвкомĕн хорĕпе ĕçлеме манах шанчĕç.

ЫЙТУ: Николай Филимонович, юрăсем кĕвĕлеме эсир хăçан тытăннă?

ХУРАВ: Юрăсем кĕвĕлеме эпĕ службăра чухне тытăннă. Вĕсене хам пĕлĕшĕме — Н. Юрташа — ярса параттăмччĕ. Кайран вĕсене Г. Лебедев композитора кăтартаттăм. Вĕсем мана мухтарĕç, çак çăмăл мар ĕçре ăнăçу сунчĕç. Чăваш композиторĕсенчен мана Г. Лебедев, Ф. Лукин, Г. Хирбю, А. Сергеев, Н. Карлин, Ю. Жуков, Ю. Кудаков ытларах килĕшеççĕ.

ЫЙТУ: Николай Филимонович, эсир халĕ тивĕçлĕ канура. Пушă вăхăта епле ирттеретĕр?

ХУРАВ: Канлĕ ватлăх манăн. Пенсире пулсан та алă усса лармастăп. Пĕлтĕр “Хитре çурхи тавралăх” ятлă хам кĕвĕленĕ юрăсен пуххине кăлартăм. Çакăнта районти “Сельхозхими” ертÿçинче ĕçленĕ В. Григорьев спонсорла пысăк пулăшу пачĕ. Тем пекех тав ăна! Юрăсем кĕвĕлеме пăрахман-ха. Пуçа тĕрлĕрен кĕвĕсем пырса кĕреççĕ. Мана вырăнти поэтсем — Л. Антонов, Н. Ершов, ыттисем çывăх. “Хитре çурхи тавралăх”, “Моряка юратрăм”, “Арçын куççулĕ”, “Чĕрери юрату юрласан”, “Юратнă Чăваш ен”, “Шетмĕ хĕрĕсен юрри”, ытти юрăсене куракансем хапăл туса йышăнчĕç. Вĕсене художество пултарулăх коллективĕсем час-часах хăйсен репертуарĕсене кĕртеççĕ.

Кунсăр пуçне райцентрти вăтам шкулта В. Петров, Ф. Васнар юрăçсене, хăй тĕллĕн вĕреннĕ композитора Ю. Шепилова пĕлÿ панишĕн савăнатăп.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика