АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Трак ен команди — иккĕмĕш вырăнта

01 июля 2009 г.

 

Июнĕн 19-мĕшĕнче Çĕмĕрле хулинче çуллахи

полиатлон енĕпе ăмăртса республикăра мала

тухассишĕн ăмăрту иртнĕ. Вăл пĕр вăхăтрах

республика чемпионачĕ те шутланать.

Унта Трак ен команди иккĕмĕш вырăн йышăннă. Ун чысне Петр Григорьевпа

Владислав Перепелкин, Мария Семеновапа Алексей Перепелкин, Николай Еремеевпа Павел Галкин, Таньăпа Александр Черновсем хÿтĕленĕ. Хăй ÿсĕмĕнче Петр Иванович

Григорьев черетлĕ хут республика чемпионĕ пулса тăнă. Таня Чернова — иккĕмĕш,

Мария Семеновапа Владислав Перепелкин виççĕмĕш вырăн йышăннă.

Пирĕн корреспондент темиçе хут республика чемпионĕпе — Петр Иванович Григорьевпа — тĕл пулнă, асăннă ăмăрту пирки кĕскен каласа пама ыйтнă.

— Çуллахи полиатлон ăмăртăвне спортăн çак енĕсем кĕреççĕ: 100 метра ишесси, 100 тата 3000 метра чупасси, граната ывăтасси, пневматика пăшалĕнчен тĕл пересси.

3 пин метр чупса тухсан тÿрех 100 метра ишме ăсатрĕç. Программăпа ăмăрту икĕ куна пымаллаччĕ. Анчах ăна пĕр кун хушшинчех ирттерсе ячĕç. Çавăнпа та спортсменсене çăмăл килмерĕ. Кун пек условисенче мастер нормативне пурнăçлама хĕн.

— Петр Иванович, Эсир çуллахи тата хĕллехи полиатлон енĕпе спорт мастерĕн кандидачĕ. Çĕмĕрлере иртнĕ республика чемпионатĕнче Сире мастер нормативне лартма миçе очко çитмерĕ-ха?

— Ку хутĕнче эпĕ 343 очко пуçтартăм. Мастер нормативне пурнăçлама тепĕр 32 очко кирлĕччĕ.

— Петр Иванович, пурте йĕркеллĕ пулсан, эсир мастер нормативне тултарма пултаратăр вĕт? Çав тĕллеве пурнăçлама спортăн хăш енĕпе ытларах тимлемелле пек туйăнать хăвăра?

— Кашнинпех кăтартусене кăшт та пулин лайăхлатмалла. Август вĕçĕнче Рязаньте полиатлон енĕпе Раççей чемпионачĕ пулать. Мана республикăн пĕрлештернĕ командин йышне черетлĕ хут кĕртрĕç. Унта Чăваш Ен чысне хÿтĕлемелле пулать. Çавăнпа та унччен çиччĕмĕш тар тухиччен куллен тренировкăсем ирттермелле. Унсăрăн спортра çитĕнÿ тума пулмĕ.

— Мĕнех, Петр Иванович, калаçушăн тавтапуç Сире, Рязаньте ăнăçлăрах ăмăртма ырлăх-сывлăх пултăр.

—Тавтапуç

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика