01 июля 2009 г.
“Досаево” ял хуçалăх артелĕн уй-хирĕсенче паян выльăх-чĕрлĕхе тутă хĕл туса парассишĕн пуçарнă кĕрешÿ пырать.
Тусайра эпир, район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Ю. Д. Петров, кунти агрономи ыйтăвĕсемпе ĕçлекен тĕп специалист-эксперт В. А. Васильев тата çак йĕркесен авторĕ, июнĕн 22-мĕшĕнче кăнтăрла иртсен пултăмăр.
— Кăçал пирĕн 120 гектар çинчи нумай çул ÿсекен курăксене çулса утă тумалла, ку таранччен 50 гектарне паккуса хутăмăр. Олег Павловпа Александр Якимов механизаторсем çулчĕç. Владислав Козлов тракторист кĕреплепе пухса валемсем турĕ. Паян, авă, О. Павлов типĕ утта пресс-подборщикпе пухса рулонсем тăвать. Ут çири ĕçсене механизацилеме тăрăшатпăр. Ара, алă вăйĕ тивĕçмест вĕт. Паян кĕлетсем çума аран-аран 5 хĕрарăм тупрăм, — пĕлтерет В. Налимов бригадир.
Артель ертÿçисем техника паркне çĕнетме çине тăраççĕ. Кăçал, авă, гусеницăллă пĕр тракторпа ПР-Ф-145 маркăллă пресс-подборщик туяннă.
— Çĕнĕ техникăна ĕçре тĕрĕслесе пăхма пуçларăмăр та, ниепле те каймасть. “Бахча” пĕрлешÿре çавăн пек пресс-подборщик пур та унтан Леонид Спиридонов механизатора илсе килтĕмĕр вĕт. Вăл унпа ĕçлесе курнă, — тет “Досаево” хуçалăхăн тĕп инженерĕ Петр Федоров.
Тăрмашсан-тăрмашсан, механизаторсем хайхи пресс-подборщике ĕçлеттерсе ячĕç. Ун хыçĕнче выртса юлакан рулонсен хисепĕ ÿссех пырать.
Тусайсем кăçал та, çулленхи евĕрех, сĕтеклĕ апата хатĕрлесшĕн. Кун валли 150 гектар люцерна уйăрнă. Çак кунсенче силос хывма тухасшăн. Апат пахалăхĕ лайăх пултăр тесе унта хушма тăвар, кĕвелĕк илсе хунă. Хуçалăхра “симĕс ĕç çи” малалла пырать