АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Утă, сенаж хатĕрлеççĕ

01 июля 2009 г.

 

“Хĕл хырăмĕ аслă”, текен ваттисен сăмахне тĕпе хурса вăй хума тăрăшаççĕ çак

кунсенче кĕçĕншетмĕсем. Кунта çине тăрсах утă янтăлаççĕ, ĕне выльăх валли сĕтеклĕ апат хываççĕ.

“Нива” хуçалăхăн сĕт-çу ферми çывăхĕнчи, автоçул леш енчи люцерна уйĕнче, Кĕçĕн Шетмĕ юхан шывĕ хĕрринерехре, икĕ КПС-5Г косилка пĕр тикĕссĕн шуса пыраççĕ. Вĕсенчен кăшт çÿлерехре тепĕр икĕ КСК-100-пе паккуссенчи кушăхнă курăка вĕтетсе трактор прицепĕсем çине тултараççĕ. Косилкăсене çулленхи евĕрех Андрей Кузьминпа Александр Сергеев, КСК-100 комбайнсене Николай Андреевпа Александр Ришко механизаторсем ĕçлеттереççĕ. Вĕтетнĕ массăна Геннадий Козлов — Т-150 К, Георгий Гавриловпа Вениамин Козлов тата Геннадий Платонов МТЗ маркăллă тракторсемпе турттараççĕ.

Кĕçĕн Шетмĕ сĕт-çу ферминчи траншейăра ДТ-75 трактор хĕрсех анчах кÿрсе килнĕ массăна тĕксе салатать, таптаса пусăрăнтарать. Ку агрегат хуçи — Владимир Горшков.

Траншея патне вĕтетнĕ масса тиенĕ тракторсем килсех тăраççĕ, пĕри прицепне пушатса уя ăсанать те, ун вырăнне тепри йышăнать. Ĕç шавĕ пĕр самант та лăпланмасть.

— Паянччен (кунта эпир ял хуçалăх пайĕн начальникĕпе Ю. Д. Петровпа тата зоотехника ыйтăвĕсемпе ĕçлекен тĕп специалист-экспертпа Г. Н. Матвеевпа июнĕн 25-мĕшĕнче пултăмăр — автор) сенаж — 400, утă 60 тонна хатĕрлерĕмĕр, — паллаштарать ĕç-хĕлпе хуçалăхăн тĕп зоотехникĕ Н. Афанасьева. Вăл сенаж хывас ĕçе тĕрĕслесе, тракторсем миçе рейс тунине шута илсе пырать. — Ванюшкассинче пĕр траншея хупрăмăр-ха, паян-ыран кăна та хупасшăн...

Надежда Петровна каланă тăрăх, сенаж хывакансем ирхи 8-тан пуçласа каçхи 7-8 сехетчен ĕçлеççĕ. Ку апат пахалăхлă пултăр тесе, вĕтетнĕ масса çине кăшт тăвар, кĕвелĕк çителĕклĕ сапаççĕ. “Ыран массăна таптама тепĕр гусеницăллă трактор килмелле”, — терĕ Н. Афанасьева.

Типĕ утта Юрий Дмитриев тракторист пресс-подборщикпа пухса рулонсем тăвать. “Нива” хуçалăхăн выльăх-чĕрлĕхе ытлăн-çитлĕн хĕл каçарма утă — 380, сенаж — 1674, силос 600 тонна хатĕрлемелле. Паллах, куншăн пайтах ĕçлемелле. Хальлĕхе кунта 500 гектара яхăн çинчи нумай çул ÿсекен курăксене çулса тирпейленĕ. Ут çи малалла пырать.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика