25 июня 2009 г.
Виççĕмĕш хут — чемпион "Караево" хуçалăхри Г. А. Фомина доярка, 2008-2009 хĕллехи тапхăрта хăйне çирĕплетсе панă ушкăнти кашни ĕнерен вăтамран 4125 килограмм сĕт суса илсе, “Чемпион-выльăх-чĕрлĕх пăхакан” ята тивĕçнĕ, çакна çирĕплетекен хĕрлĕ хăюпа тата хаклă парнепе Галина Алексеевнана районти 57-мĕш Ĕçпе юрă уявĕнче чысларĕç. Хастар доярка çав кун, Ака туй праçникĕ уçăлнине пĕлтерсе, ЧР патшалăх ялавне çĕклерĕ. Сăмах май, çак хисепе вăл, хăй каланă тăрăх, кăçалхипе виççĕмĕш хут тивĕçрĕ.
Г. Фомина выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче çĕнĕ çын мар. 20 çул ĕнтĕ ĕнесем сăвать. Унăн ĕç биографийĕ Çырмапуçĕнчи сĕт-çу ферминче çырăнма пуçланă. Хăй вăхăтĕнче кунти малта пыракан дояркăпа, Ĕç Мухтавĕ орден кавалерĕпе Мария Матвеевапа пĕрле вăй хунă.
— Вăл тахçанах пенсине тухнă пулсан та, халĕ те пирĕн патра каçхи хуралта тăрать, — тет Галина Алексеевна, аслă ĕçтешĕн ĕçченлĕхĕнчен тĕлĕнсе.
Кÿлхĕрринчи сĕт-çу комплексне 1991 çулта çул такăрлама пуçланă Галина. Зоя Николаевапа пĕрле ĕне сунă. Хальхи вăхăтра Светлана Хлебновапа пĕр ушкăнри паниçкесене пăхаççĕ, пĕр-пĕрне çур сăмахранах ăнланса çитме ĕлкĕрнĕ, килĕштерсе ĕçлеççĕ. Килĕшÿре çеç ĕç ăнса пырать, çитĕнÿсем тума май пур вĕт-ха. Çакна икĕ ĕçтешĕн кăтартăвĕсем яр уççăн çирĕплетеççĕ.
Кăмăллăн пуплет Галина Алексеевна. Хăйне мăшăрĕ, Гена, вăл — ку хуçалăхри опытлă та пултаруллă механизаторсенчен пĕри, тыр-пул акса çитĕнтерет, пиçсе çитсен "уй-хир карапĕ" çине куçса ларса, ăна пухса кĕртме хутшăнать, тата ывăлĕ, Миша, яланах пулăшма васкани пирки хаваслансах пĕлтерчĕ.
— Миша манăн чăн-чăн тĕрек, килти пĕтĕм выльăх ун çинче, — кĕçĕн ывăлне мухтамасăр чăтаймарĕ Г. Фомина. — Пĕлетĕр-и, — сăмахне тăсрĕ вăл малалла, — кăçалхипе виççĕмĕш хут килетĕп ĕнтĕ Ака туй ялавне çĕклеме. Пĕрремĕшĕнче — 1992-мĕш, иккĕмĕшĕнче 1993-мĕш çулсенче пулнăччĕ. Малтанхинче — район, тепрехинче республика ялавĕсене çĕклеттернĕччĕ…
Çав çулсенчи хĕллехи тапхăрта та унăн ĕç кăтартăвĕсем районта чи лайăххи пулнине çирĕплетет ĕнтĕ ку. Тĕрĕссипе вăл çулленех район маякĕсен шутĕнче пулнă, халĕ те çаплах. Выльăх-чĕрлĕхе юратса пăхни, чун килĕштернĕ ĕçре тÿрĕ кăмăлпа вăй хуни ăнăçу тума пулăшаççĕ те.
— Сĕт-çу фермине çул хывма, Галина Алексеевна, сире мĕн хистерĕ-ха — тесе ыйтсан, вăл “Пÿрт-çурт лартас тесе кайнă. Стройка хăвалать вĕт халь çамрăксене фермăна, — терĕ пĕр пытармасăр. — Пĕрре алă ларчĕ те ĕçлесе кайрăм вара...”
Ĕçе юратсан тата тĕплĕн тума тăрăшсан, алли вăл, паллах, лармаллах.
— Пур ĕнесене те юрататăп эпĕ, вĕсемпе ачаш пулма тăрăшатăп. Ĕне выльăх ятланине юратмасть, — ĕçри вăрттăнлăхсене пĕлтерет Кÿлхĕрри сĕт-çу комплексĕн маякĕ.
Çу кунĕсем — сахал тăкакпа ытларах продукци илмелли лайăх вăхăт. Хальхи вăхăтра комплекс ĕнисем ешĕл курăк çинче çисе çÿреççĕ. Унтан таврăнсан çиме симĕс масса çулса килсе параççĕ. Çавна май продукцийĕ те сахал мар. Г. Фоминапа С. Хлебнова пăхаканнисен талăкри сăвăмĕ ĕне пуçне 14 — 15 килогрампа танлашать. Галина Алексеевна пĕлтернĕ тăрăх, вĕсен ушкăнĕнче талăксерен 20 — 23 килограмм сĕт паракан 3 — 4 ĕне пур.
Фоминсен виçĕ ача: икĕ ывăлпа пĕр хĕр. Малтанхи иккĕшĕ шкултан вĕренсе тухнă, хăйсем килĕштернĕ специальноçпе ĕçлеççĕ ĕнтĕ.
— Питĕ савăк паян. Кунĕ мĕне тăрать. Çĕр ĕçченне канма, утти-курăкне пухса кĕртме те аван, — калаçăва малалла тăсрĕ ферма ĕçченĕ. Унтан сăмах кăçалхи тĕллевсем çине куçрĕ. “Иртнĕ çул эпир хамăр ушкăнри кашни ĕнерен вăтамран 5350 килограмм сĕт суса илнĕччĕ. Кăçал унран кăшт ирттересчĕ тесех тăрăшатпăр-ха Света Хлебновапа иксĕмĕр те. Пĕрле ĕçлекенпе пĕр-пĕрне ăнланса тăрăшсан, ĕç ăнмалла, — пĕтĕмлетрĕ хăй сăмахне район чемпионки.
Мĕнех, хастарсене умри тĕллевсене пурнăçа кĕртме ырлăх-сывлăх сунар.