25 июня 2009 г.
Яманакри П. Иванов алă ăсти ку
таранччен йывăçран касса тунă хăйĕн çепĕç те илĕртÿллĕ, çав вăхăтрах
меллĕ япалисемпе кама кăна
савăнтарман пулĕ.
— Темиçе çул каялла заказ паракансем нумайччĕ. Халĕ вара ун пеккисем тем сахалланчĕç, — тет, шухăша кайса, Петр Иванович. — Тата халĕ алăсем те хама итлеми пулчĕç, сыпăсем, пÿрнесем ыратаççĕ, шыçса каяççĕ. 45 çул автомашинăпа ĕçлесе алăсене шăнтса пăсрăм. Муркашпа Сĕнтĕрвăрри, Çĕмĕрлепе Улатăр вăрманĕсене йывăç турттарма пайтах çÿренĕ. 1998 çулта тин ĕçлеме пăрахнă. Сивве, йĕпе-сапана пăхман. Çавсем турĕç. Хамăра хĕрхенме пĕлмен çав… Халĕ, авă, больница та пулăшаймасть, темиçе хут та унта выртса тухрăм… Ĕçлемесĕр ларсан, алăсем пачах хытса лараççĕ. Çавăнпа тăрăшсах вĕсене хускататăп, тухтăрсем те çапла тума сĕнеççĕ.
Кăçалхи Ака туя Петр Иванович чечек кÿршекĕсем лартмалли хатĕрсем, илемлĕ йывăç кравать, çава аврисем, картламсем, йĕкесем сутма илсе тухнă. Вĕсем çине çынсем ытараймасăр пăхрĕç, хăшĕсене туянас тесе, ăстаçă адресне ыйтса пĕлчĕç.
— Икĕ картлампа пилĕк çава аври туянса кайрĕç-ха паян, — пĕлтерчĕ ÿркенмен ăстаçă.
П. Иванов — хăйне май рационализатор. Акă, кĕпе çумалли машина моторĕпе ĕçлекен токарь станокĕ ăсталанă вăл. Халĕ, унпа усă курса, тĕрлĕ илемлĕ япаласем тăвать, тĕслĕхрен, кравать урисене илемлĕн касса кăларать тата ытти те.
Ĕçлеме ÿркенменни, çынсене ырă тума çине тăни ăна çавăн пек паха япаласем ăсталама пулăшса пыраççĕ те.