25 июня 2009 г.
Июнĕн 24-мĕшĕнче Чăваш халăхĕ Республика кунне Чăваш Енĕн тĕп уявне — савăнăçлăн паллă турĕ. Официаллă майпа ăна 1995 çулта, Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 75 çул çитнине халалласа, уявлама пуçланă. 2000 çулта Чăваш патшалăхĕн аталану пĕлтерĕшне пысăка хурса, Республика Президенчĕ Н. Федоров ятарлă саккун кăларнă. Унпа килĕшÿллĕн июнĕн 24-мĕшне патшалăх уявĕ — Республика кунĕ — тесе паллă тума пуçланă. Виçĕм кун Чăваш Енри кашни хулапа районтах Республика кунне халалланă савăнăçлă мероприятисем иртнĕ.
Тĕп мероприятисем Шупашкарта тата Вăрнарта пулнă. Республика кунне тĕрлĕ социаллă обăектсене хута ярса кĕтсе илес йăла кăçал та пурнăçланса пырать. Июнĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Республикин Президенчĕ Н. Федоров Шупашкарта реконструкциленĕ хыççăн 130-мĕш номерлĕ ача-пăча садне уçнă. Çав кунах реконструкциленĕ хыççăн Пирогов урамĕнчи çул уçăлнă. Николай Васильевич ку çулпа пĕрле пĕтĕм район улшăнассине палăртнă. Çĕнĕ çула ĕçе кĕртме республика бюджетĕнчен 720 ытла миллион тенкĕ тăкакланă.
Чăваш Республикипе Тамбов облаçĕ пĕр-пĕрине килĕштерсе ĕçлеме килĕшÿ тунă. Ку документа республика пуçлăхĕ Николай Федоров тата Тамбов облаçĕн кĕпĕрнаторĕ Олег Бетин алă пусса çирĕплетнĕ. Уйрăммăн илсен “Химпром” акционер пĕрлешĕвĕ Тамбов облаçне çулталăкра пĕр миллиард тенкĕлĕх продукци тăратас пирки калаçса татăлнă.
Шупашкар больницинче куçса çÿрекен плазма центрĕ уçăлнă. Ку Атăл çи округĕнчи юн препарачĕсемпе ĕçлекен куçса çÿрекен 15-мĕш филиал шутланать. Нина Суслонова министр республикăра пĕтĕмпе 6 плазма центрĕ хута ярасси пирки пĕлтернĕ: иккĕ Шупашкарта, Çĕнĕ Шупашкарпа Çĕмĕрлере, Çĕрпÿпе Улатăрта — пĕрер. Çакăн валли 1 миллиард тенкĕ тăкаклама пăхнă-мĕн.
Пĕлтĕрхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетсе республикăри ял хуçалăх предприятийĕсен рейтингне хатĕрлесе çитернĕ. Унта чи лайăх ĕçлекен 100 хуçалăха кĕртнĕ. Пĕрремĕш вырăнта — Комсомольски районĕнчи “Çĕр улмине мухтав” агрофирма. Ку списока Трак енри “Таябинка”, “Волит”, “Нива”, “Красное Сормово”, “Янмурзино” хуçалăхсем те кĕнĕ. “Агро-100” çĕнтерÿçисене июнĕн 24-мĕшĕнче чысланă.
Республика кунĕн культурăпа спорт программипе килĕшÿллĕн Шупашкарта “Экспо-Контур” курав центрĕнче “Регионсем — пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлесси” регионсем хушшинчи XVI выставка ĕçленĕ. Унта Раççейĕн 7 регионĕнчи тата ют çĕр-шывсенчи 180 ытла предприяти хăйсен продукцине тăратнă.
Кунпа пĕрлех тĕп хуламăрта “Экономика: тĕнчери финанс кризисĕн условийĕсенче аталанăва ертсе пырассин “экономика II форумĕ иртнĕ. Кунта тĕрлĕ ыйтусемпе 10 конференци йĕркеленĕ. Тĕслĕхрен, июнĕн 24-мĕшĕнче агропромышленность комплексĕн çĕнĕлле аталанăвĕн йывăрлăхĕсене сÿтсе явнă. Унта Раççейри тата ют çĕр-шывсенчи паллă профессорсем тухса калаçнă.
Экономика форумне 14 çĕр-шыв, çав шутра Германи, Итали, Финлянди, Дани, Польша, Африкăри çĕр-шывсем Раççейри 30 ытла регион представителĕсем хутшăннă, вĕсенчен хăшĕ-пĕрисемпе ĕçлĕ контрактсем тунă. Тĕслĕхрен, Белоруссипе пĕрле Шупашкарта мини-тракторсем кăларакан предприяти тăвас пирки.
Виçĕм кун Николай Федоров президент уява килнĕ официаллă делегацисене тĕслĕхрен, Кăнтăр Африкăпа Туркмени посолĕсене йышăннă. Калаçусем вăхăтĕнче суту-илÿпе экономика çыхăнăвĕсене çирĕплетесси пирки сăмах пынă. Пысăк хăнасем пирĕн республикăра пулса курнăшăн савăннă, Чăваш Енĕн тĕп хулинчи тасалăхпа илемлĕхе курса тĕлĕннине палăртнă.
Шупашкар 500 çул тултарнă ятпа хисепленекен культурăпа кану паркĕнче пĕтĕм чăвашсен Ака туйĕ иртнĕ. Ăна Чăваш Наци конгресĕ йĕркеленĕ. Унта Раççейĕн тĕрлĕ регионĕсенчен, Пушкăртстанран, Чĕмпĕртен, Самартан тата ытти çĕртен килнĕ чăвашсем хутшăннă. Уяв тĕрлĕ вăйăсемпе, конкурссемпе пуян пулнă. Унсăр пуçне кунта суту-илÿ тата наци апачĕсем тутанса пăхма пултарнă.
Раççей кунне Вăрмарта та анлă паллă тунă. Район çыннисене уяв ячĕпе республика президенчĕ Николай Федоров, РФ Патшалăх Думин депутачĕсем Константин Косачев, Виктор Усачев, Николай Бударин, Павел Семенов, Раççей культура министрĕ Александр Авдеев ăшшăн саламланă. Хăнасем ал ĕç выставкипе паллашнă, историпе таврапĕлĕвĕн музейне, физкультурăпа сывлăха çирĕплетмелли “Илем” спорт комплексне, пĕтĕмĕшле врач практикин Енĕшпуçĕнчи уйрăмне уçма хутшăннă.
“Раççей çăл куçĕсем” фестивале хутшăнакан халăх ушкăнĕсем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарнă.
Шупашкарти Хĕрлĕ лапамра “Раççей çăл куçĕсем” фестивалĕн (вăл 17-мĕш хут иртет. Хальхинче унта Эстонипе Белоруси. Египетпа Намиби çĕр-шывĕсенчи тата Раççейри 17 регионти 300 ытла юрă-ташă ăсти хутшăннă) — гала-концерчĕ пулнă, вăл 23 сехетре хупăннă.
Шупашкарта чи илемлĕ мероприятисенчен пĕри фейерверк фестивалĕ иртнĕ. Унта Шупашкарсăр пуçне, Челябинскпа Тюмень, Белоруссипе Казахстан командисем вăй виçнĕ. Кашни куна тĕрлĕ ттемăсене, сăмахран, 23-мĕшĕнчине Андриян Николаев летчик-космонавт 80 çул тултарнине, 24-мĕшĕнчипе Раççейри “Çамрăксен çулталăкне” тата Чăваш Енри “Çĕр ĕçченĕсен çулталăкне” халалланă.