22 июня 2009 г.
Июнĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Ен Президенчĕ Н. Федоров тÿрĕ эфирта республика çыннисемпе кабель телевиденийĕн он-лайн режимĕнче тĕл пулчĕ. Передачăна Чăваш наци радиовĕпе Чăваш Республикин влаç органĕсен порталĕнче трансляцилерĕç.
Ку йĕркесен авторне передачăна республикăри массăллă информаци хатĕрĕсен çыннисемпе пĕрле хутшăнма тÿр килчĕ. Калаçу чăваш академи драма театрĕн фойинче иртрĕ. Вăл икĕ сехет ытла тăсăлчĕ. Тÿрĕ эфира журналистсемпе пĕрле Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисен тата Вăрмар районĕн çыннисем хутшăнчĕç, ыйтусене тÿреммĕнех парса республика ертÿçинчен тивĕçлĕ хуравсем илчĕç. Вырăн сахал пирки эпĕ ял темипе çыхăннисем пирки кăна чарăнса тăратăп.
Çамрăк çемьесене, вăл шутра ялтисене те, пурăнмалли çурт-йĕр тĕлĕшпе пулăшмалли программăсем пур. Ипотека кредичĕпе процент ставкисене пĕчĕклетме кăна кăçал бюджетран 145 миллион тенке яхăн уйăрнă.
Вăрмар район çыннисем туянакан сĕт хакĕ пĕчĕк пулни пирки ыйту пачĕç.
Сĕте тирпейлекенсем рынок тапхăрĕнче хака хăйсем палăртаççĕ. Сĕт туянакан ялти кооперативсем пулăшма пултараççĕ. Вĕсене 8 çуллăха çăмăллăхлă кредитсем уйăрнине палăртрĕ Николай Васильевич.
Чăваш Енре хăмлапа ĕçлессине те пĕтермелле маррине асăнчĕ республика пуçлăхĕ.
Республика пĕлтерĕшлисенчен хăшĕ-пĕрисене асăнни те вырăнлă пулĕ.
Чи малтанах Чăваш Енре хĕвел энергийĕпе усă курмалли программăна палăртни. Ку çĕр-шывшăн та çĕнĕлĕх. 2011 çулхи тăваттăмĕш кварталта Çĕнĕ Шупашкарти "Химпромра" çак çĕнĕ производство хăйĕн продукцине пама пуçламалла.
Николай Васильевич Шупашкар шыв хранилищин шыв шайне ÿстересси те кун йĕркинче тăнине пĕлтерчĕ, хулапа ял çыннисен, журналистсен ытти ыйтăвĕсене хуравларĕ.