22 июня 2009 г.
Арçунакассинче Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче 24 çын пуç хунă. Халь вăтăр кил ытларах ялта 30 çын пурăнать. Çав шутра — виçĕ фронтовик. Вĕсенчен пĕри — Борис Порфирьевич Порфирьев. Вăл 1923 çулхи октябрĕн 8-мĕшĕнче çуралнă. Хăйĕн кун-çулне ачасене вĕрентес ĕçпе çыхăнтарнă Борис Порфирьевич. Мăшăрĕпе — Зоя Павловна Андреевапа — виçĕ ывăл çуратса пăхса çитĕнтернĕ. Çак кунсенче унпа курнăçрăм, темиçе ыйту çине хуравлама ыйтрăм.
— Борис Порфирьевич, чăн малтанах хăвăр вăрçăра пулнă пĕр-пĕр саманта аса илмĕр-ши?
— Çăмăлах мар, паллах, аса илме. Çавах та сире каласа пани вырăнлах пулĕ тесе шутлатăп. Тен, манăн салтакри пурнăçа район хаçатĕнче пĕр темиçе йĕркепе çырса кăтартсан пăсăк пулас çук. Эпĕ Арçунакассинче çуралнă. 1940 çулта Çĕрпÿ педучилищинчен вĕренсе тухрăм. Виçĕ çул иртрĕ унта. Алла професси илнĕ хыççăн Шупашкар районĕнчи Тăрăнти шкулта математикăпа физика предмечĕсемпе вĕрентрĕм. Икĕ çул пулчĕ çакăнта.
1942 çулта салтак ячĕ тухрĕ. Çĕр-шывра вăрçă пырать. Нимĕçсем пирĕн çĕр çинче иккĕмĕш çул ĕнтĕ хуçаланаççĕ. Чи малтанах Мускав хули çывăхĕнче çар ĕçне вĕрентрĕç. Десант бригадине лекрĕм. 5-мĕш гварди бригади ятлăччĕ вăл. Нимĕçсем Çурçĕр Кавказ территорине çавăрса илчĕç. Малтанхи çапăçусем манăн Çурçĕр Кавказпа çыхăннă ĕнтĕ. Стрелок пулнă эпĕ. Танксене хирĕç çапăçнă. Халĕ те куç умĕнчех-ха çав тытăçусем.
1944 çулхи пĕр куна ăçтан-ха манăн. Таврара тĕтĕм-сĕрĕм явăнать. Снаряд, мина ÿксе шартлатса çурăлать. Çĕр çунать. Нимĕçсен танкĕсем çине-çинех тапăнса кĕреççĕ. Пирĕн дивизион пĕр утăм чакмасăр тăшмана хирĕç çапăçать. Çухатусемсĕр мар, паллах… Чи çывăх тус-юлташсем вăрçă хирĕнче выртса юлчĕç. Мана та сулахай ураран ванчăк (осколка) суранлатрĕ. Сочири госпитальте выртса сиплентĕм пĕр хушă. Питĕ йывăр амантăм-çке.
1944 çултах тăван яла таврăнма тиврĕ. Хĕллеччĕ… Пирĕн Арçунакассинче те шкул пулнă-çке. Пурнăç биографийĕ тăван кĕтеспе пуçласа çыхăнчĕ манăн.
— Эсир — профессипе вĕрентекен. Эпĕ илтнĕ тăрăх, сирĕн мăшăрăр — Зоя Павловна та вĕрентекен пулнă. Çаплах-и?
— Тĕрĕсех. Эпĕ Шупуçĕнчи, Яманакри шкулсенче ĕçленĕ. Каярахпа, тивĕçлĕ канăва тухичченех, Шупашкар районĕнчи Тăрăнти шкулта вăй хутăм. Истори предмечĕпе пĕлÿ патăм. Завучра та тăрăшрăм. Тăрăна хамăр ялтан икĕ километр утмалăх çеç.
Мăшăр — Зоя Павловна — Çĕрпÿ районĕнчи Анатри Кипекçерен. Вăл пуçламăш классене вĕрентнĕ. Иксĕмĕр пĕр шкулсенчех ĕçленĕ. Унăн педагогикăри стажĕ — 56 çул, манăн — 42 çул.
— Сирĕн иккĕмĕш степеньлĕ “Мухтав” орденĕ пур вĕт-ха? Тата виçĕ ывăлăр та çар ĕçне вĕреннĕ. Мухтанатăр ĕнтĕ вĕсемпе.
— Виçĕ ывăл пирĕн. Слава, Владимир, Евгений — виççĕшĕ те Хусанти авиаци институтне вĕренсе пĕтернĕ. Слава — подполковник, Плесецкра службăра тăрать. Владимир Шупашкарти Элара заводра ĕçлет. Евгений Хусанти авиаци институтĕнче пĕлÿ парать. Чăнах та, мухтанатпăр ачасемпе.