22 июня 2009 г.
Тулăх хĕлшĕн тăрăшса,
яманаксем хĕрсех сенаж хываççĕ. Ку ĕçе июнĕн 15-мĕшĕнче пуçăннă.
“Красное Сормово” пĕрлешÿ кăçал, çулленхи евĕрех, ут çине тĕплĕн хатĕрленсе тухрĕ. Кунти ăста та пултаруллă механизаторсенчен пĕрисем — Владислав Филиппов хăйне çирĕплетсе панă КПС-5Г , Александр Никитин роторлă косилкăсене чи малтан каçалăка тăратрĕç. Кĕске хушăрах вĕсем 70 гектар çинчи нумай çул ÿсекен курăксене кушăхтарма çулса хучĕç.
Яманаксем çулленех сенаж ытларах хывса хăварма çине тăраççĕ. Кăçал та кунта çак сĕтеклĕ апата 2300 тонна янтăлама тĕллев лартнă.
Иртнĕ ытлари кун Кушкă çывăхĕнчи илепер пуссинче курăк пухса вĕтетмелли “Полесье” комбайн мăнаçлăн шуса пыратчĕ. Ăна çулленхи евĕрех Ю. Иванов механизатор тытса пырать. 20 çул ытла ĕнтĕ Юрий Николаевич çак агрегата тухăçлă ĕçлеттерет. Вăл пухса вĕтетнĕ курăк массине Григорий Петровпа Артур Павлов, Юрий Кузьминпа Александр Карпов — ГАЗ-53, Петр Иванов КАМАЗ маркăллă автомашинăсемпе турттарса тăраççĕ. Кузов тулсанах машинăсем Яманак ялĕ еннелле çул тытаççĕ.
Кунти сĕт-çу ферминчи траншейăра Т-150К трактор пĕр вĕçĕм каялла-маялла кумать. Ара, анчах уйран кÿрсе килнĕ вĕтетнĕ массăна лайăхрах таптаса пусăрăнтарассишĕн тăрăшать мар-и А. Матвеев механизатор. Çапла тусан çеç пахалăхлă сенаж пулать вĕт. Кунсăр пуçне масса çине тăвар, кĕвелĕк сапаççĕ. Сенажа технологие çирĕп пăхăнса хывма тăрăшаççĕ. Асăннă ĕçе пĕлтĕрхи пекех ферма ĕçченĕсем хастар хутшăнаççĕ. Пахалăхлă апат хатĕрлесси вĕсен ĕçĕнче — тĕпре.
Иртнĕ çул паха апат янтăланăранах яманаксем кашни ĕнерен вăтамран 4703 килограмм сĕт суса илме пултарчĕç. Кăçал та кунта выльăх апачĕ ытлăн-çитлĕн хатĕрлес тĕллевлĕ. Çавăншăн хĕрÿ кĕрешÿ пырать те паян. Çак кунсенче Яманакри сĕт-çу ферми çывăхĕнче машина-трактор сасси ирхи 9 сехетрен пуçласа каçхи 10 сехетченех лăпланмасть. Июнĕн 19-мĕшĕ тĕлне сенаж — 300, утă 30 тонна янтăларĕç. Ут çи ĕçĕсем пĕрлешÿре сарăлса, вăй илсех пыраççĕ.