АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Долговсем — Самар тăрăхĕнчи чăвашсем

22 июня 2009 г.

 

Верăпа Христофор Долговсем Самар тăрăхĕнче пурăнаççĕ. Вĕсем — манăн тăхлачăпа хăта. Нумаях пулмасть кил хуçин 90 çулхи юбилейне уявлама кайса килтĕмĕр.

Куйбышев облаçĕнчи Стюхино ялĕнче икĕ çамрăк — хĕрпе каччă — тĕл пулнă. Ун чухне Христофор — 22, Вера 20 çул тултарнă. Пĕр-пĕрне юратса пăрахнă икĕ чĕрене Аслă Отечественнăй вăрçă пуçланни мĕн пур тĕллевсене пурнăçлама чăрмантарнă. Акă мĕнле каласа парать хăта: “1941 çулта эпĕ Бугурусланти фельдшерпа акушер шкулĕн 3-мĕш курсĕнче вĕренеттĕм. Вăрçă пуçланнă май занятисем сентябрĕн 1-мĕшĕнче мар, пĕр уйăх маларах тытăнчĕç. Августăн 30-мĕшĕнче вара мана çара илчĕç. Малтанах пире Тоцки лагерьне, каярах Ульяновск облаçĕнчи Инзу хулине илсе çитерчĕç. Эпир унта 1,5 уйăх хушши запасри полкра çарпа политика хатĕрленĕвĕн занятийĕсенче пĕлĕве ÿстертĕмĕр. Малалла çул Новосибирск облаçĕнчи Бердск хулине выртрĕ. Унта пирĕн стрелоксен 235 дивизийĕ йĕркеленчĕ. Эпĕ 801 стрелоксен полкне, полкри санитари ротине лекрĕм. Пирĕн дивизи Демьянск хули патĕнче пирвайхи çапăçăва кĕчĕ. Анчах стрелоксен 235 Витебск Хĕрлĕ Ялавлă Суворов орденлĕ дивизи тÿрремĕнех Орел хулине ирĕке кăларма хутшăннине уйрăммăн палăртас килет. Эпир пирвайхи çапăçăва хамăр çине илтĕмĕр. Операци 1943 çулхи июлĕн 12-мĕшĕнче пуçланчĕ. Çав кунах çапла пĕлтерчĕç: санитари взвочĕн командирĕ йывăр аманнă. Полкăн аслă врачĕ мана иккĕмĕш батальонăн санитари взводне йышăнма ыйтрĕ. Эпĕ çапла турăм та. Пирĕн тĕллев çакă пулнă: çапăçу хирĕнчен аманнă салтаксене илсе тухса пĕрремĕш пулăшу памалла. Пĕр çапăçура рота командирĕ йывăр аманчĕ. Аманнăскер патне шуса пыратăп кăна, унччен те пулмарĕ пĕр снаряд çурăлчĕ, пуç минресе кайрĕ. Анчах çавна пăхмасăр командир патне шуса çитрĕм, ăна çакă (лямка) тăхăнтартса пĕр хÿтлĕх вырăна туртса çитертĕм. Пирвайхи пулăшу кÿтĕм, шел, çумра шина (шăмă хуçăлсан çыхнă чух хуракан хуп) пулмарĕ, çавăнпа та аманнă урана сывви патне çыхса хурса взвод вырнаçнă çĕре çитертĕм. Унта тивĕçлĕ пулăшу кÿрсе сывату учрежденине леçме май килчĕ. Çакăн евĕр самантсемшĕн эпĕ пĕрремĕш — “Хĕрлĕ çăлтăр” ордена тивĕçрĕм. Кунти çапăçусенче пирĕн салтаксем мĕн пур паттăрлăх кăтартрĕç. Эпир кĕске хушăра — августăн 5-мĕшĕнче Орел хулине ирсĕр тăшмантан тасатрăмăр”.

Кун пек самантсене татах та татах асăнма пулать. Акă, асăннă дивизин вăрçă вут-çулăмĕ витĕр утса тухнă çул-йĕрĕ: “Орел — Ржев — Демьянск — Витебск — Рига — Мемель — Кенигсберг — Данциг”. Христофорăн вăрçăра çĕнтерсе тăван киле сыввăн таврăнас, юратăвне — Верăна — тĕл пулас ĕмĕт-кăмăлĕ пысăк пулнă. Х. Долгов Çĕнтерĕве еплерех туптанă пирки унăн наградисем те аван каласа параççĕ. Медицина службин аслă лейтенанчĕн кăкăрне икĕ “Хĕрлĕ Çăлтăр”, “Аслă Отечественнăй вăрçăн I тата II степеньлĕ” орденĕсем, “Паттăрлăхшăн”, “Кенигсберга илнĕшĕн”, ытти медальсем илем кÿреççĕ.

Вăрçă чарăннă, сурансене сипленĕ хыççăн Христофор çунатланнă евĕр Вера патне вĕçтернĕ. Çамрăксем çемье çавăрнă, тивĕçлĕ ĕç тупса юратнă килĕшÿре пурăнаççĕ. Тăватă ывăл çуратса ÿстернĕ, вĕсене пурне те ура çине тăратнă, аслă пĕлÿ панă, кĕçĕнни тата музыка пĕлĕвĕ те илнĕ.

Малашне те сывлăхпа телей сире, юратнă хăта.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика