АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Списоксене тĕплĕн тĕрĕслесчĕ

22 июня 2009 г.

 

Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне хатĕрленмелли тĕп ĕçсенчен пĕри — ялсенчи çуртсен списокĕсене тăвасси.

Çуртсен списокĕсене пур ялсенче те тăваççĕ. Ку вăл ялсенчи кашни çуртри çынсен йышне пĕлмелли кăтартусен базине туса хума кирлĕ. Çакă çыравра халăх хисепне туллин шута илме май парать.

Çуртсен списокĕсене тунă чухнехи хыпар — Пĕтĕм Раççейри 2010 çулхи халăх çыравне ирттермелли йĕркелÿ планне хатĕрлемелли никĕс. Ăна шута илсе территорисене çырав, инструктор тата шутлав участокĕсене пайлаççĕ, çырава хутшăнакан вăхăтлăх çынсем мĕн чухлĕ кирлине палăртаççĕ.

Районти ялсенчи çуртсен списокне районта халăх çыравне ирттерессипе ĕçлекен малтанласа хатĕрленĕ. Ун чухне ВПН 2010 системăн çырава хатĕрленмелли подсистемăпа, ялсен схема планĕсемпе, районăн схема карттипе усă курнă. Ял тăрăхĕсем пурăнакан çуртсем, вĕсенче миçе çын пурăнни, çурта хăçан хута яни, вăл камăн пулни пирки сведенисем тăратнă.

Çуртсен адресĕсен малтанхи списокне 7676 пурăнакан тата пурăнман çурта кĕртнĕ. Кăçалхи июльте вăхăтлăх ĕçченсем — регистраторсем — çуртсене пăхса çаврăнса списокра тата регистратор участокĕн схема планĕнче кăтартнă чăн вырăна танлаштарса тухаççĕ. Регистратор кунне 30, 20 кунра 600 киле пăхса çаврăнма пултарнине шута илсе, районта 13 регистратор участокне йĕркеленĕ.

Чи нумай, 666 кил, Упи ял тăрăхĕнчи 5-мĕш участокра, чи сахалли — 482 кил — Алманч ял тăрăхĕнчи 13-мĕш участокра. Уйрăмлăх сăлтавĕ — регистратор участокне пĕтĕмĕшпе кварталсем, ялсем кăна кĕнинче.

Паянхи куна пур регисторатор участокĕнче те çынсем тупса лартнă. Вĕсемпе килĕшÿсем тăваççĕ.

Район пуçлăхĕн хушăвне пурнăçласа, районти шалти ĕçсен пайĕн обществăлла йĕркелĕхе сыхлассине вăйлатмалла, регистраторсене ялсенчи çуртсен списокне тунă чух йĕркеллĕ ĕçлеме майсем туса памалла.

Регистраторсен ĕçне вĕçлесен кашни ялпа, пĕтĕмĕшпе районĕпе кăтартусене пĕтĕмлетмелле. Çынсен шутĕнче уйрăмлăх 3 процент (ытларах е сахалрах) пулсан, çуртсене пурне те кĕртнине е кĕртменнине тепĕр хут тĕрĕслесе тухмалла. 2009 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне районта çирĕплетнĕ хисеп 16359 çын шутланать, ял тăрăхĕсен кăтартăвĕсем тăрăх 18375. Уйрăмлăх 2016 çын е 12 процент. Çавăнпа ял тăрăхĕсенче уйрăмлăх сăлтавĕсене тупса палăртмалла, тÿрлетÿсем кĕртмелле е тĕплĕн ăнлантармалла. Уйрăмах Красноармейски ялĕнче халăх йышне тĕплĕн тĕрĕслемелле, пĕр çынах списока темиçе хут ан кĕтĕр, хăшĕ-пĕрисен хваттерĕсемсĕр пуçне ялсенче уйрăм çуртсем пур. Кунта çын ăçта пропискăра тăнине шута илмелле.

Сентябрĕн 1-мĕшĕччен çуртсен тĕрĕсленĕ списокĕсене тата ял тăрăхĕсен схема планĕсене улшăнусемпе, хушăмсемпе пĕрле Чăвашстата тăратмалла.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика