АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕсем пурри — чун-чĕре ырри

18 июня 2009 г.

 

Мăшăрпа иксĕмĕр 53 çула яхăн пурăнтăмăр. Кăмăллă чăвашчĕ вăл Пимен Порфирьевич Иванов. Питĕ ĕçченччĕ. Алли пур енĕпе те çыпăçнă çав унăн. Салтака кайичченех трактор çÿретнĕ. Ун хыççăн та механизатор

профессийĕнчен

ютшăнман. Платник те, сад ăсти те пулнă.

Шел, виçĕ çул каялла çĕре кĕчĕ-çке. 77 çул тултарчĕ.

Мĕн тăвăн… Пурнăç пăрнăç тесе ытахальтен каламан. Çын пĕрре çамрăклăхра савăнать, тепре ватлăхра та… Çавах та çумра юратнă упăшка, ик куç тулли ачасемпе мăнуксем пулсан, епле хĕпĕртемĕн-ха.

Хамăр çуралнă яла — Çырмапуçне, ун чухне Пулайкассинчен çырма урлă яла çапла каланă, типтерлĕ çи-пуçлă каччă çÿретчĕ. Мана килĕштернипе, юратнипе утма çул такăрланă ĕнтĕ Пимен. Çемье чăмăртарăмăр иксĕмĕр. Çăмăлах пулмарĕ пире ура çине тăма. Малтанлăха хамăр патра пурăнтăмăр. Каярахпа Арçунакассинче — Пименăн тăван кĕтесĕнче кил-çурт çавăртăмăр. Пĕрне — 1974, теприне вăй çитерсе 1976 çулта лартма тиврĕ. Пурăнасах тенĕ яланах. Çынсенчен намăс курма-и?! Пимен ĕçченлĕхĕ куллен хавхалантарса пынă çав мана. Вăл е ку ĕçрен пăрăнма-и… Пур енĕпе те тавçăруллăччĕ, мăшăрне пулăшма хатĕрччĕ.

Арçын ырри — хĕрарăм çутти тесе ахальтен каламан пуль ваттисем. Питĕ вырăнлă сăмахсем кусем.

Эпĕ 1932 çулхи раштавăн 10-мĕшĕнче çуралнă. Упăшкан ырă тĕслĕхĕ манра та тарăн йĕр хăварчĕ. Малтанхи вăхăтрах Арçунакассинчи фермăра тăрăшрăм. Каярахпа Шупашкарти агрегат заводĕнче ĕçлеме тиврĕ. Тивĕçлĕ канăва тухичченех… Завода пире ятарлă автобус илсе çÿренĕ. Ялтан манпа пĕрле кÿршĕ арçынĕ Петр Порфирьев пурччĕ.

Пархатарлă ĕçшĕн патшалăхăн “Ĕç ветеранĕ” медальне тивĕçрĕм. Ватлăх укçи-тенки уйăхра — тăватă пин тенкĕ ытларах.

Çичĕ ача çуратса пăхса ÿстертĕмĕр Пименпа. Ултă хĕр те пĕр ывăл манăн. Тата вун пĕр мăнук, мăнуксен виçĕ ачи чуна савăнтараççĕ. Вĕсем пурри — чун-чĕре ырри.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика