АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Александровсем

18 июня 2009 г.

 

Миçе кил-ши Арçунакассинче? Миçе урам? Ăна Итмартан Торкувар çырми уйăрать. Халь Итмар ялĕ хăйĕн малтанхи ячĕпе тăмасть, ăна Арçунакассипе пĕрлештернĕ. Паян ку тăрăхри вăтăр пĕр хуçалăхра 30 çын пурăнать. Çав йышра — Александровсем те.

Хветли… Çапла чĕнет кил хуçи хăйĕн мăшăрне. Мĕн ят-хушаматлă-ха кил-хуçи? Валентин Александрович Александров пулать-мĕн. Вăтам пÿ-силлĕ, типшĕмрех пит-куçлă арçын. Ку ялтах çуралнă. Кăçалхи июнĕн 25-мĕшĕнче 81 çул тултарать. Вашават калаçать. Кăмăллă çын.

— Валентин Александрович, сирĕншĕн Арçунакасси мĕнпе çывăх? — ыйтуллăн пăхрăм куçĕсемпе шăтарасла пăхакан арçынна. — Мĕнпе асра юлать-ха ку тăрăх?

— Аса илмелли, пĕр шухăша кайсан, çине-çинех тупăнать маншăн. Кашни кĕтес, çырма, пĕви тата çыннисем те асран тухмаççĕ. Пирĕн ял ял шутĕнчех шутланнĕ ĕлĕк. Сыснапа пăру фермисем те ларнă. Пĕр вăхăтра сурăх ферминче 600 пуç сурăх тытнă вĕт. Ĕçленĕ халăх. Шкулĕ те, фельдшер пункчĕ те, арманĕ те пурччĕ. Халь, ав, клубĕпе лавкки тăлăх лараççĕ. Лаша вити те аса килет тăруках…

Валентин Александровичăн сăн-пичĕ улшăнчĕ тăруках. Улшăнмасăр… Вăл вăтăр çула яхăн конюхра ĕçленĕ. Лаши-ăйăрне те пăхнă, тихасен йышне те çулленех хушнă. Çанă тавăрса, ĕçлес тесех пурăннă. Халь, акă, лаша чунĕ курăнмасть ялта. Урапапа ут хатĕрне кăнтăрла шăрпăк çутса шырасан та тупаймăн?!..

Ялти тăватă класлă шкултан вĕренсе тухнă В.Александров. Çемье йывăрлăхĕ чарса тăнă. Çитменнине йышлăн: икĕ ывăл та икĕ хĕр. Малалла вĕренес шухăшĕ, вучах çине шыв сапнă евĕрех сÿннĕ,унăн.

Арçунакассисем чăн малтанах — “Автобус”, каярахпа “Гвардия”, “Герой” хуçалăхсенче ырми-канми ĕçле-нине астăвать вăл. Хăй вăхăтĕнче уйрăм çулсенче хуçалăх "тилхепине" тытнă К.Мокеев, С.Арсентьев,И. Терентьев, Н. Харитонов, А. Львов, Н. Матвеев председательсене те манмасть. “Йăнăшасси пулать ĕнтĕ вăл кашнинех”, — тет.

Урамри сак çине вырнаçнă кил хуçи. Кĕçех урам алăкĕ шалт! туса хупăнчĕ. Валентин Александрович сасă еннеле çаврăнчĕ. Пирĕн умра пĕчĕкрех çан-çурăмлă карчăк курăнчĕ. Туяпа хăй. Хăлхисем витĕрех мар тата… Кăшкăрса калаçсан та витĕрех илеймĕн Хветле кинемине. Вун пĕр çул аслăрах-ха упăшкинчен. Мĕн ватăличченех колхозра пилĕк-çурăм авнă. Иваново облаçĕнче торф кăларнă, Пуянкассинче окоп чавнă.

— Валентин Александрович, каçарăр та, туй-шыльăкпа авлантăр-и? Е вăрласа килтĕн хĕре, — кăсăклантăм эпĕ. — Ан çилленĕр те…

— Туй-шыльăкĕ… К-хм! Хамăр районти Васнартан тупса пачĕç… Икĕ лавпа лартса килтĕмĕр Хветлине. Вăт пурăнатпăр çапла. Вăй- хал çукрах иксĕмĕрĕн те. Хветлин,ав, хăлхисем витĕрех мар. Куçĕсем те… — терĕ кил хуçи. — Ачасем пĕтĕмпех хуланалла туртăнчĕç.

63 çул юнашар, çумма-çуммăн утаççĕ Александровсем. Сурăхсем усраççĕ, чăхсем тытаççĕ. Сакăр сотăй çĕр улми лартнă кăçал.

Ачисем манмаççĕ ашшĕ-амăшне. Виçĕ ывăл та пĕр хĕр килсех çÿреççĕ ачалăх “сăпкине”.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика