18 июня 2009 г.
Çăмăл мар тухтăр ĕçĕ. Чĕре патне илсе, пысăк явап туйса çын шăпине татса паратăн. Вĕсем халăх сывлăхĕшĕн салтак пек хуралта тăраççĕ. Сывлăх сыхлавĕн “Красноармейски тĕп больници” муниципаллă учрежденийĕнчен сывалса тухнисем шурă халатлисене ырăпа асăнаççĕ.
Сывлăх хуралçисен кунĕ çитнĕ май, Красноармейскинчи тĕп сиплев çуртĕнчи хирурги уйрăмĕн ертÿçипе Владимир Иванович Васильевпа кунта пĕрле вăй хуракансене тав туса çырнă ăшă сăмахсене тепĕр хут аса илни те вырăнлă пулĕ.
“Хисеплĕ Владимир Иванович, шурă халатлă сестрасемпе санитаркăсем, апат çитерекенсем! Сире мана питĕ йывăр чиртен операци туса кун-çулăма тăснăшăн чĕререн тав тăватăп”,— тесе çырать Именкассинчи 80 çулхи Зоя Михайловна.
Мăн Шетмĕри Егоровсен те хирурги уйрăмĕнче ĕçлекенсемшĕн ăшă сăмахсем пур.
Ешкилт ялĕнчи 75 çулхи архип Андреевич, Алина Григорьева (Мăн Шетмĕ тăрăхĕнчи Кушар ялĕнчен) хăйсене операци туса вилĕмрен çăлса хăварнăшăн В. Васильев хирурга ырă та ăшă сăмахсемпе тав туса çырнă.
Тĕрĕсрех каласан, хирургшăн канупа уяв кунĕсем те çук тени те тĕрĕсех пулĕ. Яланах хĕрÿ ĕçре вĕсем.
— Владимир Иванович! Сирĕн çине пăхатăн та операци ăнăçлă пулни куç умне тухса тăрать. Йăнăшмастăп-и эпĕ?
— Кунтан та йывăртарах операцисем пулаççĕ. Хальхинче те операци йĕркеллех иртрĕ. Чирлĕ çынна вăхăтра пулăшу пама ĕлкĕрмелле. Хăш чухне çын пурнăçĕ çÿç пĕрчи çинче çакăнса тăни те пулать. Вăраха ямасăрах тепĕр операци те тумалла паян,— терĕ ăста хирург.
— Эпĕ 1986 çулта И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетĕнчен ăнăçлă вĕренсе тухса алла диплом илсен, мана направленипе Красноармейски тĕп больницине ĕçлеме ячĕç. Кăçал кунта вăй хума пуçланăранпа шăп 22 çул çитрĕ. 1993 çулта хирурги уйрăмне ертсе пыма шанчĕç. Пĕр-пĕрне ăнланса, чирлĕ çынна ура çине тăратассишĕн хамăртан мĕн килнине пĕтĕмпех тума тăрăшатпăр. Паллах, вăй-хал хумасăр пулмасть.
— Владимир Иванович! Эсир хăвăр суйласа илнĕ ĕçе юратса, чун-чĕререн туса пыни куç умĕнчех. Операцисене пысăк ăсталăхпа, ăнăçлă тăватăр. Сире пĕрле ĕçлекенсем те, чирлисемпе сывалса тухнисем те яланах ырăпа асăнаççĕ. Хăвăрăн тапса тăракан таса çăл куçăр пирки мĕн калама пултаратăр?
— Мана ĕç практикине ирттерме Шупашкарти промышленность тракторĕсен завочĕн медицина комплексне ячĕç. Эпĕ кунти В. Чамаев хирургпа паллашрăм. Вăл питĕ кăмăллă, хăй ĕçне аван пĕлекен хирургчĕ. Ĕç опычĕ те пысăкчĕ. Вăл мана, IV курс студентне (1984 çул) йывăр операцисем тума хăнăхтарчĕ. Тепĕр çулхине вара аппендицит, пÿсĕр чулĕсене операци тума мана шаннăччĕ. Малашнехи ĕçре питĕ усăллă пулчĕ вăл вĕрентсе хăварни. В. Чамаев хирург яланах асăмра, тавах ăна!
Çапла. Нумай енлĕ специалист Владимир Васильев хирург. Вăл уролог та, травматолог та, онколог та. 1989 çултанпах Японире туса кăларнă эндоскопия аппарачĕпе вар-хырăма тĕрĕслет. Чирлисене сиплет, сыватать, кун-çул парнелет.
Вĕсем мăшăрĕпе — Людмила Аркадьевнапа — 1986 çулта çемье çавăраççĕ. Хĕрпе ывăл çуратса пурнăç çулĕ çине кăларассишĕн вăй-халне шеллемеççĕ. Ачисене те хăйсем пекех ăслă-тăнлă çынсем тăвасшăн. Асли, Анжелика, И. Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУн экономика факультетĕнче вĕренет. Амăшĕн çулне суйласа илесшĕн.
Ывăлĕ, Дима, 1988 çулта кун çути курнăскер, асăннă университетăн машинăсем тăвакан факультетăн IV курсĕнче пĕлÿ пухать. Вăл 8-мĕш класра вĕреннĕ чухне Чăваш Республикин чысне Костромара физикăпа математика олимпиадинче хÿтĕленĕ.
Телейлĕ пурнăç пултăр сире, Владимир Иванович!