18 июня 2009 г.
Галина Николаевна Сушко — кăçалхи январĕн 27-мĕшĕнчен тытăнса сывлăх сыхлавĕн “Красноармейски тĕп больници” муниципаллă учрежденийĕн тĕп врачĕ. Вăл 1971 çулхи пуш уйăхĕн 28-мĕшĕнче Янмурçин ялĕнче çуралнă. Самарти
çар-медицина институчĕн медицина факультетĕнче вĕреннĕ. 1999 çултанпа асăннă учрежденире вăй хурать. Профессиллĕ уяв — Медицина ĕçченĕсен кунĕ — умĕн Галина Николаевнапа курнăçрăм, темиçе ыйту çине хуравлама ыйтрăм.
— Уяв умĕн чун-чĕрери шухăш-кăмăл еплерех сирĕн? Пĕр темиçе сăмахпа коллектив ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштараймăр-ши?
— Хаваспах. Уяв умĕнхи чĕрери ĕçлес шухăш-кăмăл пысăк хавхаланупах вăй илет-ха. Çынсене çăмăллăх парас, вĕсен сывлăхне упрас, çапла майпа кун-çулне вăрăмлатас ĕмĕт-тĕллевпе ĕçлесе пурăнатпăр.
Паян эпир, сывлăх хуралçисем, Чăваш Республикинчи граждансене тÿлевсĕр медицина пулăшăвĕ парассипе 2009 çул валли хатĕрленĕ патшалăх гарантийĕн Программипе килĕшÿллĕн тăрăшатпăр. Халь 2006 çултанпа ĕнтĕ приоритетлă “Сывлăх” наци проектне пурнăçлассипе ĕçлетпĕр. Акă, тĕслĕхрен, “Наци календарĕ” ыйтнă тăрăх, 2008 çулта гепатит “Б”ран — 3150, шатра чирĕнчен —350, грипран 1900 çынна вакцина тунă. 153 çын диспансеризаци витĕр тухнă. Çавăн пекех 140 хĕрарăма ача çуратичченхи (родовой ) сертификатпа тивĕçтернĕ.
Çынсен сывлăхне сыхлас çĕрте пĕтĕмĕшле çемье врачĕн офисĕсем пысăк пулăшу кÿреççĕ. Вĕсем пирĕн тăваттă. Çав офиссенче çемье врачĕсем тăваттăн, тăватă участокри ача-пăча врачĕ тата икĕ терапевт ĕçлеççĕ.
Пирĕн тытăмра 14 фельдшерпа акушер пункчĕ пур. Ырă сăмах калас килет ялсенчи фельдшерсене. Çирĕп туйăмпа тăрăшаççĕ вĕсем. Çавăнпа пĕрлех чирлисене сыватас çĕрте кунĕн-çĕрĕн ĕçлекен 14 койка-вырăн, кăнтăрлахи 27 койка-вырăн йĕркеленĕ.
Çын сывлăхĕ, паллах, эмелпе çеç мар, сывлăх хуралĕнче куллен вăй хуракансемпе çыхăннă. Коллективра çынсем çитеççĕ. Ку тĕлĕшпе кăçал ырă улшăнусем пулчĕç. Паян пирĕн йышра — 30 врач, 120 сестра ĕçлеççĕ. Шел пулин те, ĕçри тухтăр-специалистсен йышĕ чакать. Тивĕçлĕ канăва тухаççĕ. Çамрăксем вара ял еннелле туртăнасшăнах мар.
— Кирек мĕнле ĕçре те ун çине творчествăлла, çĕнĕлле пăхни кирлĕ. Сирĕн учрежденире те палăрать ĕнтĕ вăл.
— Çаплах. Кунта кадрсен яваплăхĕ харпăр хăй вырăнĕнчи тивĕçе юратса пурнăçланипе сумлă тесшĕн эпĕ. Ку пĕрре. Тата пĕтĕмĕшле çемье врачĕсен офисĕсенче физиотерапи пÿлĕмĕсемпе лабораторисене ĕçлеттересшĕн. Çынсене сипленме меллĕ условисем пулччăр, район центрне çÿресе вăхăта усăсăр сая ан яччăр тетпĕр.
— Спонсорла пулăшу пани çав тери кирлĕ. Уйрăмах паянхи пурнăçра сисĕнет ку. Сире те вăл е ку ĕçе пурнăçлама е вĕçлеме уйрăм ертÿçĕсемпе предпринимательсем çăмăллăх кÿреççĕ пуль?
— Пур вĕсем, йывăрлăхра хăйсен хÿттине илекенсем. Çав шутра эпĕ чăн малтанах “Нива”, “Красное Сормово”, “Досаево”, “Янмурзино” хуçалăхсен председателĕсене — И. Петрова, С. Иванова, Л. Архипова, Э. Петрова тата Э. Кирилловпа В. Егоров предпринимательсене ăшă сăмахсемпе тав тăватăп.
Районти мĕн пур медицина ĕçченĕсене, ветерансене хамăрăн профессиллĕ уяв ячĕпе чĕререн саламлатăп, ырлăх-сывлăх, кил ăшши сунатăп.