АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уявра — икĕ парне

18 июня 2009 г.

 

Июнĕн 12-мĕшĕнче Трак ен халăхĕ Раççей кунне тата Ака туй уявне анлăн паллă турĕ. Кăçал Ĕçпе юрă праçникне Çамрăксен çулталăкĕпе Çĕр ĕçченĕн çулталăкне халалларĕç. Хисепĕпе вăл 57-мĕш пулчĕ. Çанталăкĕ те çав кун уй-хирсенче, выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче тата ытти çĕрте вăй хурса ĕшеннĕ халăха савăнтарас тенĕнех уяр тăчĕ, хĕвелĕ хăйĕн шевлисене пĕр шелсĕр çĕр çине сапаларĕ.

Ир-ирех вăраннă Трак тăрăхĕ. Райцентрти тĕп урама — Ленин урамне — хĕрлĕ, кăвак тата шурă (Раççей символĕн тĕсĕсем) ялавсем илем кÿреççĕ.

Уяв лаптăкне, “Факел” футбол клубĕн стадионне тивĕçлипе капăрлатнă, хаваслă юрă-кĕвĕ янăрать. Кăçал кунта та кăшт тÿрлетÿсем кĕртни сисĕнет: “Маçтăрсен хулине” — кăнтăр енчи футбол хапхипе пĕр, ял тăрăхĕсен палаткисене кăнтăр хĕвел анăç енне тепĕр рете вырнаçтарса тухнă. Суту-илÿ палаткисем вара хĕвел тухăç енче вырăн тупнă. Сутуçăсемпе апат-çимĕç пĕçерекенсем уява килекен халăхăн ыйтăвĕсене тивĕçтерме хатĕр. 9 сехет иртсен çынсем ушкăнăн-ушкăнăн стадиона пухăнма пуçларĕç.

Нумаях та вăхăт иртмерĕ района ертсе пыракансемпе чĕннĕ хăнасем, ку йышра район пуçлăхĕ С. А. Николаев, ЧР гражданла оборонăпа чрезвычайлă лару-тăру патшалăх комитечĕн председателĕ В. Н. Петьков, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, “Чăвашпотребсоюз” правленийĕн, Мари Эл Республикинчи Морки районĕн, республикăри халăх пултарулăх çурчĕн представителĕсем пулчĕç, çитсе кĕчĕç. “Трак ен” фольклор ушкăнĕн членĕсем вĕсене хаваслă савăк юрăпа тата çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç. Кун хыççăн район пуçлăхĕпе хăнасем “Маçтăрсен хулине” тăратнă экспонатсемпе паллашрĕç, ял тăрăхĕсен ал ĕçĕсемпе апат-çимĕçне пахаларĕç, сăрисене астивсе пăхрĕç.

Уяв вăй илсе, хĕрсех пырать. Юрă-ташă ăстисем вăйă картине тăнă, “Телейлĕ ачалăх” площадкăра тĕрлĕ аттракционсемпе вăйăсем, ăмăртусем пыраççĕ, спортсменсем те тупăшăва кÿлĕннĕ, тата ытти те. Районти халăх хуçалăхĕн тĕрлĕ отраслĕсенче малта пыракансем пирки Виктор Данилов радиожурналист хатĕрленĕ радиорепортаж янăрать. Сăмах май, вăл 50 минута пырать. Ăна икĕ хутчен те трансляцилерĕç.

Палăртнă вăхăтра уяв программине йĕркелесе пыракан Надежда Филиппова район пуçлăхне, “Единая Россия” политика партийĕн районти уйрăмĕн политканашĕн секретарьне С. Николаева, чĕннĕ хăнасене уяв сцени çине иртме чĕнчĕ. Станислав Андреевич Трак ен çыннисемпе хăнасене Раççей кунĕ тата 57-мĕш Ĕçпе юрă уявĕ ячĕпе ăшшăн саламларĕ, “Ака туй” праçникĕ уçăлни çинчен пĕлтерчĕ. Çакна çирĕплетсе Раççей Гимнĕ янăраса каять. Кăçалхи çур акире Т-150К тракторпа 1080 эталон-гектар ĕç туса, “Ака-2009 чемпионĕ” ята илме тивĕç пулнă В. Ю. Владимиров механизатор (“Таябинка”) — Раççей, 2008-2009 çулхи хĕллехи тапхăрта хăйне çирĕплетсе панă ушкăнти кашни ĕнерен вăтамран 4125 кг сĕт суса илнĕ Г. А. Фомина ĕне сăвакан (“Караево”) — Чăваш Республикин, “Красное Сормово” пĕрлешÿ директорĕ Т. Н. Иванова район ялавĕсене çĕклерĕç.

Район пуçлăхĕ С. Николаев Ака туя район халăх хуçалăхĕн чылай отраслĕсенче çитĕнÿсемпе кĕтсе илни çинчен каларĕ, чылай хастарсене ячĕсене асăнса, тăрăшулăхшăн тав турĕ, Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕнче умри тĕллевсене пурнăçлас çĕрте хастартарах вăй хума ырă сунчĕ. Кун хыççăн ЧР гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру комитечĕн председателĕ В. Н. Петьков Трак ен халăхне ЧР Президенчĕ Н. Федоров, ЧР Министрсен Кабинечĕ ячĕпе ăшшăн саламларĕ. Унтан пирĕн района пушар сÿнтермелли хăватлă çĕнĕ йышши МАЗ автомашина уйăрни çинчен пĕлтерчĕ, ПЧ - 32 подразделени начальникне Михаил Арсентьева унăн уççине тыттарчĕ. “Асăннă автомашина район пуçлăхĕ Станислав Николаев тăрăшнипе Красноармейскине килчĕ. Иртнĕ çул районсене пушар сÿнтермелли 6 автомашина панăччĕ. Кăçал, авă, пĕрремĕшĕ сирĕн патне çитрĕ. Ку машина пĕрре пуссах тапранса вырăнтан хускалтăр, ан чăхăмлатăр, кирек хăш вăхăтра та вут-кăвара çăварлăхлама хатĕр тăтăр. Тĕрĕссипе пушарĕсем вĕсем сахалтарах тухчăр”, — терĕ Виталий Николаевич.

Сăмах май, пушар сÿнтермелли “Берег” çĕнĕ йышши автомашина республикăри районсенче нумаях мар. Унăн хăвачĕ — 270 лаша вăйлĕ, моторĕ дизель. Вăл пĕр харăс 6 тонна шыв илме пултарать. Унччен ПЧ-32-ре пулнисенчен 2 хут хăватлăрах. Апла-тăк çĕнĕ техникăна куç шăршине пăхнă пек лайăх пăхса тăни кирлĕ. Нимĕн те калаймăн. Ака туй района паха парнепе савăнтарчĕ. Ку çеç те мар. ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Мускаври коопераци университечĕн Шупашкарти кооператив институчĕн ректорĕ В. В. Андреев вара тепĕр ырă хыпар пĕлтерчĕ, пирĕн района тепĕр çĕнĕ “Шкул автобусĕ” уйăрнă-мĕн, Кĕçĕн Шетмĕ вăтам шкулĕ валли. В. Андреев çакăн çинчен çирĕплетекен свидетельствăна Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕн пуçлăхне О. В. Андреевана пачĕ.

В. Н. Петьков ял хуçалăх производствинче малта пыракансен пĕр ушкăнне ЧР Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотисемпе тата укçа илмелли чексемпе чысларĕ. Вĕсен хушшинче “Засьмаер” хресчен-фермер хуçалăхĕн ертÿçи В. Н. Шумилов, “Таябинка” пĕрлешÿ механизаторĕ О. Г. Чернов, “Нива” хуçалăхри сĕт-çу ферминчи Ю. Ф. Иванова лаборантка, “Гигант” ЯХПКри Нимĕчкассинчи сĕт-çу ферминчи машинăпа ĕне сăвакан А. Н. Тимофеева оператор пулчĕç. Станислав Андреевич кăçалхи çур аки ĕçĕсенче палăрнă Владислав Юрьевич Владимирова (“Таябинка”) — “Ака -2009 чемпионĕ”, Галина Алексеевна Фоминана (“Караево”) “Выльăх-чĕрлĕх пăхакан чемпион” хĕрлĕ хăюсем çакса ячĕ.

Ака туйра çур акине вăхăтра тата пахалăхлă ирттернĕ хуçалăхсемпе пĕрлешÿсене тата хресчен-фермер хуçалăхĕсене район администрацийĕн Хисеп грамотисемпе наградăларĕç. Çак йыша “Таябинка”, “Янмурзино”, “Красное Сормовопа” “Караево” тата А. Николаевпа В. Шумилов, “Заря” кĕчĕç. Кунпа пĕрлех ял хуçалăх производствинче тÿрĕ кăмăлпа тăрăшакан А. Н. Никитин механизатор (“Янмурзино”), уй-хир бригадирĕ В. П. Кириллов (“Караево”), Г. В. Васильева бухгалтер (“Нива”), С. П. Семеновпа В. Ю. Владимиров механизаторсем (иккĕшĕ те “Таябинка”) район администрацийĕн Хисеп грамотисене тивĕçрĕç.

Район ĕçченĕсене Ака туйра ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем И. В. Мадянов, В. В. Андреев, Мари Эл Республикинчи Морки районĕн представителĕ Э. В. Филимонов, “Чăвашпотребсоюз” правленийĕн, республикăри халăх пултарулăх çурчĕн представителĕсем Л. Л. Абрамова, Н. А. Зимин ăшшăн саламласа ырлăх-сывлăх сунчĕç.

Раççей Перекет тата ял хуçалăх банкĕн представителĕсем, “Поддержка” страхлакан компанин районти представительствинчи А. А. Васильева хăйсемпе тачă çыхăнса ĕçлекен хуçалăхсен ертÿçисене Тав çырăвĕсем пачĕç.

“Чăвашпотребсоюз” правленийĕн представителĕ Л. Абрамова та уява пушă алăпа килмен. Людмила Леонидовна пирĕн райпо коллективĕ асăннă тытăмра виççĕмĕш вырăн йышăннине çирĕплетекен грамотăна райпо канашĕн председательне А. И. Дмитриевана пачĕ, çавăн пекех районти çăкăр комбиначĕн директорне Л. В. Соколована, Крентейкасси магазин заведующине Г. Гордеевана Хисеп грамотисемпе чысларĕ.

Уяв концерчĕ Заволжски клубĕ çумĕнчи ачасен “Юность” ташă, халăх кĕввин “Раштав” ансамблĕсем (ертÿçисем — Татьяна Ефремовапа Андрей Тюмеров) хăйсен пултарулăхне кăтартнипе пуçланчĕ. Ку коллективсем районпа республикăри çеç мар, унăн тулашĕнчи чылай фестивальсен призерĕсемпе çĕнтерÿçисем. Ку хутĕнче те халăх вĕсен номерĕсене хапăл туса йышăнчĕ.

Районти пĕрлештернĕ хорăн, вырăнсенчи юрă-ташă ăстисен, районти ветерансен хорĕн пултарулăхĕ те куракансене кăмăла кайрĕ. ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ Иван Христофоров хăй тĕллĕн вĕреннĕ Иван Прокопьев композиторăн икĕ юррине илемлĕн шăрантарчĕ.

Пĕр сăмахпа каласан, районти Ака туйра Трак ен халăхне канма, вăй виçме, юрă-ташăри сатурлăхне кăтартма майсем сахал мар пулчĕç. Сутуçăсемпе апат-çимĕç пĕçерекенсем вĕсен ыйтăвĕсене май пур таран туллин тивĕçтерме тăрăшрĕç. Ачасем карусельпе ярăнса чунĕсене уçрĕç. Спорт площадкисенчен çынсем татăлмарĕç: пĕрисем — чушкăлла, теприсем — волейболла, виççĕмĕшĕсем — шашкăлла, тăваттăмĕшĕсем шахмăтла вылярĕç, хăшĕ-пĕрисем хăйсен алă вăйне виçсе пăхрĕç, кире пуканĕ çĕклерĕç, шăчă çине хăпарса парнеллĕ пулчĕç, пĕр-пĕрне михĕпе çапса пĕрене çинчен ÿкерчĕç, дартс йĕпписене персе пăхрĕç тата ытти те. Сăмах май, чушка вăййине кăçал пуçласа уяв программине кĕртнĕ. Тĕрлĕ ăмăртусенче тупăшса палăрнисене хальхинче медальсемпе чысларĕç. Чушка вăййинче — Вениамин Иванов, Владислав Перепелкин, Андрей Андреев, шашкăра — Г. Дуйсембаевапа М. Семенова, А. Дуйсембаева, Михаил Федоровпа Дмитрий Павлов, Михаил Ильин (80 çул урлă каçнă пулин те формăна çухатман-ха), шахмăтра — Т. Ивановапа Г. Дуйсембаева, М. Семенова, Николай Николаевпа Михаил Исаков (Пăрăнтăк), Валентин Никитин (Енĕшкасси), армреслингра — Артем Аркадьев, Александр Тихонов (Крентейкасси), Андрей Спиридонов, кире пуканĕ çĕклессинче Александр Тихонов (Крентейкасси), Василий Павлов (Именкасси), Исай Николаев палăрчĕç.

“Маçтăрсен хулинчи” куравра Упи вăтам шкулĕнче вĕренекенсем (ертÿçи — И. П. Матвеев), П. А. Евграфов (Еншик Чуллă), С. А. Ефимов (Красноармейски), И. В. Васильев (Кушкă), И. А. Антонов (Сурăмхĕрри), Николайпа Артур Герасимовсем (Пăрăнтăк), П. И. Иванов (Яманак), В. П. Христофоров (Танăш) тата ыттисен йывăçран касса тунă илĕртмĕшĕсем, Людмила Егорова (Алманч ял тăрăхĕ), Д. Александровапа Ж. Михайлова (Красноармейски ял тăрăхĕ), Ж. Николаевапа В. Иванова (Чатукасси), М. Романова (Карай) тĕррисем тата ыттисен ал ĕçĕсем, ачасен искусство шкулне çÿрекенсен çемçе теттисем (ертÿçисем — Т. П. Афанасьевапа Н. Г. Андреева, М. В. Яковлева) чылайăшне хăйсен çепĕçлĕхĕпе, илемлĕхĕпе тыткăнларĕçех пулĕ тетĕп.

Концерт вĕçленсен те халăх хăвăртах килĕсене саланма васкамарĕ, тахçанччен вылярĕ, канчĕ, кăмăлне тултарчĕ. Тĕрĕссипе районти Ака туй лайăх иртрĕ, унта халăх ут çине тухма вăй-хал пухрĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика