АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Лагерьсенче 84 ача канать

16 июня 2009 г.

 

Красноармейскинчи 2-мĕш вăтам шкул çумĕнче çуллахи каникул кунĕсенче

сывлăха çирĕплетмелли 4 лагерь ĕçлет.

“Солнышко” лагерьте (пуçлăхĕ Е. В. Иванова, аслă вожатăйĕ А. В. Васильева, воспитателĕсем Е. Г. Аркадьева, Г. В. Никифорова, Т. П. Семенова тата Л. К. Григорьева), ĕçпе канăвĕн “Алый парус” лагерĕнче (пуçлăхĕ Е. М. Исакова, воспитателĕсем И. К. Васильева, Н. В. Ефимова, С. Д. Суховетрюк, Л. Ю. Илларионова), “Мастер Еnglish” профильлĕ лагерьте (пуçлăхĕ В. В. Иванова, воспитателĕсем Н. А. Михайлова, Р. В. Гаврилова) тата экологи лагерĕнче (пуçлăхĕ Ф. Е. Петрова) пĕтĕмпе 84 шкул ачи канса сывлăхсене çирĕплетет. Акă, лагерсене çÿрекенсенчен ытларахăшĕ Красноармейскинчи “Факел” стадионта çумăр çунине пăхмасăрах иртнĕ тĕрлĕ станцисене пайланă вăйăсене хутшăнчĕç.

“Солнышкора” вара, Пĕтĕм Раççейри “Асăрхăр: ачасем!” профилактика акцине хутшăнса, велосипедпа фигурăсем туса ярăнассипе конкурс иртрĕ. Унта пурĕ 54-ăн тупăшрĕç. Жюри пĕрремĕш вырăнсене — “Счастливы вместе” отрядри Роман Башуркинпа Дмитрий Степанов, иккĕмĕшпе виççĕмĕшне “Радугăри” Кирилл Спиридоновпа Стас Илларионов йышăннине пĕлтерчĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика