АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕллевсене пурнăçлассишĕн

16 июня 2009 г.

 

ЧР Президенчĕ Н. Федоров 2009 çула "Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ" тесе пĕлтерчĕ. Кунпа пĕрлех вăл кăçал республикăри ял хуçалăхĕ умне 1 миллион тонна тĕш тырă, 1 миллион тонна çĕр улми туса илмелли задача лартрĕ. Ку енĕпе кашни районах конкретлă цифрăсем çитернĕ ĕнтĕ.

— Владилен Аркадьевич, вăрттăнлăх мар пулсан, Трак енсен кăçал мĕн чухлĕ тĕш тырă, çĕр улми туса илмелле, тархасшăн, пĕлтерсемĕр?

— Кăçал пирĕн районăн тĕш тырă — 25 пин, çĕр улми 28 пин тонна туса илмелле.

— Çур аки иртрĕ, тĕш тырăсемпе çĕр улмине вăхăтра акса ĕлкĕртĕмĕр темелле. Владилен Аркадьевич, тĕш тырăсем районĕпе миçе гектар лаптăк йышăнчĕç, çĕр улми тата?

— Çуртрисене 8342 гектар акса хăварнă, кĕрхисем пур тата. Вĕсем йĕркеллех хĕл каçнă темелле, пĕтнĕ лаптăксем пысăках мар. Çĕр улми 786 гектар йышăнчĕ е вăл пĕлтĕрхинчен 21 процент ытларах лартнине пĕлтерет.

— Владилен Аркадьевич, палăртнă чикĕсене çĕнсе илме кăçал районĕпе кашни гектартан вăтамран мĕн чухлĕ тĕш тырă, çĕр улми туса илмелле-ха?

— Тĕш тырăсен гектарти вăтам тухăçне — 22—23, çĕр улминне 180 центнера çитермелле.

— Калас пулать, тĕллевсем пĕчĕк мар, уйрăмах тĕш тырă енĕпе. Вĕсене вара пурнăçламалла, пурнăç çапла ыйтать пирĕнтен паян. Ку енĕпе халĕ вырăнсенче пĕр тăхтамасăр мĕн тумалла-ха, Владилен Аркадьевич?

— Çур акине вăхăтра та пахалăхлă ирттерме тăрăшни тата çумăрĕ нумай кĕттермерĕ, çуса пачĕ, ял хуçалăх культурисене лайăх шăтса тухма май пачĕ. Халĕ мĕн акса-лартса хăварнине технологине çирĕп пăхăнса, чипер пăхса çитĕнтерме çине тăмалла, çум курăксене вăй илме памалла мар, пĕр тăхтамасăр гербицид сапмалла, çĕр улмин рет хушшисене кăпкалатмалла, колорадо нăррисене хирĕç кĕрешсе, имçамсем сапмалла. Ку ĕçсене вăхăтра туса ирттермелле, унсăрăн ĕçлени харама кайĕ. Хальлĕхе районĕпе 4040 гектар çине гербицид сапнă, çĕр улмин рет хушшисене 564 гектар çинче кăпкалатнă, ку тĕлĕшпе вырăнсенче малалла ĕçлеççĕ. Тухăçа ÿстерес тĕллевпе хăш-пĕр хуçалăхсем калчасене минераллă удобренисемпе апатлантарассине вĕçлерĕç, гербицидпа пĕрле ял хуçалăх культурисене ÿсме тата хăвăртрах пиçме пулăшакан препаратсемпе сирпĕтсе тухрĕç. Тĕслĕхрен, “Таябинкăпа” “Красное Сормовора”, “Бахчара” тата ыттисенче. Ку ĕçĕн уссине вырăнсенче туйса илме пуçларĕç пулас.

Тĕш тырăсен тухăçне хăпартас шутпах ĕнтĕ “Караево”, “Красное Сормово”, “Таябинка”, “Нива”, “Шатьма”, “Колос”, “Бахча” хуçалăхсем, А.Николаев ХФХ кăçал 96 тонна элита тата суперэлита вăрлăхсем туянчĕç, акса хăварчĕç. Вĕсем тулăн “эстер”, урпан “эльф” тата сĕлĕн “гунтер” сортлă вăрлăхĕсене кÿрсе килнĕ.

Тĕш тырăсем хитре шăтса тухнă, парка аталанаççĕ. Çак кунсенче тата çумăрĕ те кÿрентермерĕ. Тепре лайăх çумăр çусан çуртрисемпе ытти ял хуçалăх культурисен тымарĕсем тата тарăна каяççĕ те вĕсем самаях вăй илеççĕ. Июльте çавăн пек çумăр икĕ хутчен çусан, тухăç япăх пулмалла мар.

— Владилен Аркадьевич, халĕ тата пурне те, çав шутра ЧР Президентне Н. Федорова та, пушă выртакан çĕрсем канăç памаççĕ. Ку енĕпе пирĕн районта лару-тăру еплерех-ши?

— Кăçал пирĕн унччен пушă выртнă 604 гектар çĕре пусă çаврăнăшне кĕртмелле. Çав лаптăксене кĕр тыррисем акмалла. Паянхи кун тĕлне 305 гектар çинче çĕре хуратнă, е вăл 50,5 процент пулать. Унсăр пуçне хуçалăхсенче хура пусăлăх хăварнă тепĕр 565 гектар çĕре хуратнă. Çапла вара хальлĕхе 870 гектар çинче кĕрхи культурăсем акма хатĕрленĕ. Уйрăмах, тĕслĕхрен, “Востокпа” “Гигантра”, “Таябинкăпа” МТСра, “Янмурзинăпа” “Волитра” кĕрхи культурăсем акма çĕр хатĕрлессипе лайăх ĕçлеççĕ.

Анчахрах хуçалăхсен уйĕсене районти комиссипе пĕрле пăхса çаврăнтăмăр. Çуртрисемпе кĕрхисем, тĕпрен илсен, пĕлтĕрхинчен чылай лайăхрах, парка çитĕнеççĕ. Хуçалăхсемпе пĕрлешÿсенчен уйрăмах “Таябинкăпа” “Янмурзино”, “Красное Сормовопа” “Караево”, хресчен-фермер хуçалăхĕсенчен А. Николаевпа В. Шумилов тата “Заря” уйĕсене лайăх енчен палăртас килет.

— Тыр-пулă, çĕр улмийĕ лайăх пăхса тăрсан тата Турри пулăшсан, çитĕнĕç-ха. Анчах вĕсем куç валли çеç ан пултăрччĕ, мĕн акса-лартса çитĕнтернине пухса илсе кĕлете тата хранилищĕне хывсан тин хресчен туллин савăнма пултарать.Вĕсене алла илме вара ĕç вăйĕ, тивĕçлĕ техника кирлĕ. Ку енĕпе вырăнсенче лару-тăру еплерех-ши, Владилен Аркадьевич?

— “Бахча” пĕрлешÿ кăçал та ял хуçалăх техники чылай туянчĕ. Унăн техника паркĕ çĕр улми туса илмелли техникăпа, çав шутра тата тепĕр комбайнпа тата ыттипе пуянланчĕ. “Шатьма” пĕрлешÿпе “Красное Сормово” та “Дон-1500” йышши пĕрер тĕш тырă комбайнĕ кÿрсе килнĕ. Ытти хуçалăхсемпе пĕрлешÿсем те харпăр хăй паркне техникăпа пуянлатасшăн.

Тар кăларни тата укçа-тенкĕ тăкаклани харама ан кайтăр тесен, мĕн акса-лартса çитĕнтернине туллин алла илме тăрăшмалла вырăнсенче. Çавăнпа вĕсене пухса кĕртме тĕплĕн хатĕрленмелле, хатĕрленÿ ĕçĕсене ырана хăвармалла мар.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика