11 июня 2009 г.
Ку кун пачах ĕнерхи пек пуçланмарĕ. Ĕнер шăнтманччĕ. Паян шакăрт шăнтса лартнă. Лаçран тĕтĕм тухать. Арăм виç-тăват чашăк хатĕрлесе хунă. Пĕчĕкки те,
пысăкки те.
Сысна пусмалла! Пĕлтĕр пилĕк-улт арçынна чĕннĕчĕ те, часах майласа пачĕç. Кăçал та чĕнме пулатчĕ-ха. Çыннисем те килте, те килте мар, терĕм. Çынна тата пăхмалла-çке. Çитермелле. Çитермеллинчен ытла ĕçтермелле. Хытасси те пур ман. Çук мар. Хамăртан ик кил урлă пурăнакан Меркурчă та персе парсан, ывăл ачапа иксĕмĕрех тирпейлеттĕмĕрччĕ-ха. Меркурчă та пĕр стакканпа çырлахмасть. Пĕрре кăтартсан, кунне вуннă та пырать. Çумне чиксе каять тата.
Арăм мăкăртатса çÿренине илтес килмерĕ. Меркурчă патне кайрăм. Килтехчĕ. Пукан çине вăрăм кунчаллă резин атă тăхăнса ларатчĕ. Хăраххине тăхăннăччĕ-ха. “Сысна персе пар-ха?” — терĕм. “Халь пулла кайма хатĕрленнĕ те...” — терĕ вăл сÿрĕккĕн. Унтан пуçне ялт çĕклерĕ те: “Пăшал парса хăваратăп. Хăв та... Пĕрре персен мĕн унта...” — куларах каларĕ хайскер.
Меркурчă мана пăшал тата икĕ патрон пачĕ.
— Ку кайăк-кăвакал тытмалли, ку упана пемелли, — ăнлантарчĕ ухутник.
Киле килтĕм. Сыснана пĕрре персех вĕлернĕ пек çав... Арăмпа рулет тăватпăр пек...
Сысна ашĕ, тĕрĕссипе каласан, паха пулмалла. Çуркунне йĕркеллĕ кастарнă. Вăн Уçăп Ваççин мăнăскер... Пĕр çăмартине касаймарĕç. Ни ÿсмест.
Вите алăкне яр уçса ятăм. Картишне Ванька (çапла ятлăччĕ сысна аçи) тухрĕ. Пуçне каçăртса нăш-нăш шăршларĕ. Ăна сĕлĕ тăкса патăм. Те кайăк кăвакал тытмалли, те упана пемелли патрон пулчĕ — вăл чапканă хушăра пăшал авăрларăм. Майлă самант! Петĕм. Вăл ял вĕçĕнчи хăлхасăр Мархва илтмеллех хаплатрĕ. Ванька нăйк! турĕ. Хартлатса чупма пуçларĕ. Сăмсипе пĕр сыпă картана йăвантарса ярса килтен çил пек тухса тарчĕ.
Хыпăннипе пăхса тăмарăм. Хамăра çиме пĕçернĕ яшка пулнă. Ăна кастрюльтен витрене силлерĕм, йăхăрса Ванька хыççăн чупрăм. Шалиш! Патне те ямарĕ.
Пĕр кун, ик кун... эрне иртрĕ. Пĕри ыйтать, тепри ыйтать: “Сысна тупăнчĕ-и? Сысна килмерĕ-и?”
Сыснана куçран çухатни уйăх та çитрĕ. Ялта ун çинчен пĕлменни те юлмарĕ. Юлашкинчен:
— Килчĕ, — терĕм аранах.
— Турра шĕкĕр! — терĕç пурте хаш сывласа ярса.