АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Акана вăхăтра, пахалăхлă вĕçленисен уйĕсем те лайăхрах

11 июня 2009 г.

 

Çурхи уй-хир ĕçĕсене вĕçленĕ хыççăн ырă йăлапа кăçал та район пуçлăхĕ С. А. Николаев ертсе

пыракан комисси хуçалăхсен уйĕсене пахаласа хакларĕ. Унăн членĕсемпе пĕрлех çĕртме уйăхĕн

5-мĕшĕнче ял хуçалăх предприятийĕсен

ертÿçисемпе тĕп специалисчĕсем те çÿрерĕç. Чăваш Ен Президенчĕ Н. В. Федоров ку çула Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ тесе пĕлтернине Трак енри

уй-хир ăстисем те ырласа йышăнни куç кĕрет. Симĕс пуставпа витĕннĕ тыр-пул пуссисене

çитсен, çавна май вĕсен ĕçĕ те курăмлăраххине çийĕнчех чунпа туйса илетĕн. Президентăмăр

кунпа пĕрлех ял çыннисем умне пушă выртакан çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртме тивĕçлĕ мерăсем йышăнассипе пысăк задача та лартрĕ.

Çак тĕлĕшпе вара, хуçалăхсен ертÿçисемпе ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем мĕнле ĕçленине вырăнта пулса палăртас тесе, маларах — çĕртме уйăхĕн 4-мĕшĕнче район пуçлăхĕ С. А. Николаев, ял хуçалăх пайĕн пуçлăхĕ Ю. Д. Петров тата ял хуçалăх пайĕн агрономи ыйтăвĕсемпе ĕçлекен тĕп специалист-эксперчĕ В. А. Васильев Еншик Чуллă, Алманч тата Красноармейски ял тăрăхĕсене çитрĕç, вĕсен территорийĕсенчи хуçалăхсен уйĕсенче пулчĕç. Станислав Андреевич ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе хуçалăхсен ертÿçисене кашни тăваткал метр çĕрпе тĕллевлĕ усă курмаллине аса илтерчĕ, çав хушăрах хуçалăх ертÿçисемпе пĕрлех куншăн ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен яваплăхĕ пысăкки пирки те асăрхаттарса каларĕ.

Иккĕмĕш кунне çÿрев А. Николаев хресчен фермер хуçалăхĕн уйĕсене хакланинчен пуçăнчĕ. Ытти çĕрте рапс акса тăвасшăнах мар пулсан, кунта ăна вăрлăх валли 5 гектар акнă. 4 гектар çурă çине козлятник, 1 гектар ытларах сĕлĕн супер-элита сортне вăрлăхлăх акса хăварнă. Гербицидпа усă курнă пусăсенче çум курăксем çук. А. Замков пĕлтернĕ тăрăх, çитес çул тăпрана сортлă вăрлăх çеç варăнтарасшăн, халĕ кĕр тыррисем акма та çĕр хатĕрлеççĕ.

Тулли мар яваплă “Таябинка” Агрофирма” пĕрлешĕвĕн çывăхри 300 гектара яхăн урпа йышăнакан уйĕ те хитрен курăнать. Çавăн пекех вĕсен Чатукасси ял тăрăхĕн территорийĕнче вырнаçнă çĕр улми пусси çине те (хысаксене тÿп-тÿрĕ тунă), Енĕшкасси ялĕ çывăхĕнчи тыр-пул уйне те пăхма кăмăллă. Сăмах май, ку пĕрлешÿ ĕçченĕсем паян унччен 6 хуçалăхăн пулнă уйĕсенче вăй хураççĕ.

“Заря” хуçалăхра (председателĕ Н. В. Петров) 120 гектар çуртрисене минераллă удобренисемпе акнă, халĕ гербицид сапнă. Кĕрхи тулă уйĕ те, 40 гектар ыраш та симĕссĕн ешереççĕ. Хăш-пĕр уйра вара хир сĕлли вăй илесшĕн. “Пирĕн унпа “Новая сила” хуçалăхпа пĕрле кĕрешмелле”, — терĕ Николай Васильевич.

Унпа “Новая сила” хуçалăх ертÿçи В. В. Никитин та килĕшрĕ. Вĕсен уйĕсем те пĕлтĕрхинчен лайăхрах. Çĕре кĕркунне сухаласа хăварнине нимĕн те çитмест çав.

“Гигант” ял хуçалăх производство кооперативĕн Супар ялĕ çывăхĕнчи тыр-пул уйне гербицид пĕрĕхтернĕ хыççăн çумкурăксем “пуç усма» тытăннă. Хуçалăхра (ертÿçи — район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ В. В. Александров) çуртрисем — 600, кĕр тыррисем 300 гектара яхăн йышăнаççĕ.

— 200 гектар çине гербицид сапрăмăр-ха. Çавăн чухлех кĕрхи культурăсем акма çĕр хатĕр, пурĕ вара вĕсене 450 гектар çине вырнаçтарма ĕмĕтленетпĕр, — пĕлтерчĕ Владимир Валерьянович.

“Восток” хуçалăх ертÿçи В. В. Тимофеев çур акире хăй трактор çине ларса тырă акнине те ырламалла çеç.

“Янмурзино” хуçалăхра, Э. В. Петров председатель çирĕплетнĕ тăрăх, 11 кун хушшинче 920 гектар çуртрисем акма ĕлкĕрнĕ, пушă выртакан çĕрсем çук.

Кÿршĕри Ю. В. Степанов уйрăм предприниматель вара çурхи культурăсем — 260, çĕр улми — 10, хĕрлĕ кăшман — 5, кишĕр 3 гектар акса-лартса хăварнине каларĕ.

“Досаево” ял хуçалăх артелĕн тыр-пул пуссисем, ытти чухнехи евĕрех, илемлĕн курăнса выртаççĕ.

— Пĕлтĕр, акă, çак уйра гектар пуçне 52-шер центнер тырă алла илтĕмĕр. Кăçал та япăх пулас çук тухăç, — каласа парать Л. М. Архипов председатель.

“Агроснаб” пĕрлешÿ ертÿçи И. М. Ефимов та «çĕртме сухине вăхăтра туса хăварни питех те вырăнлă», — терĕ. Кунта çуртрисене апрелĕн юлашки кунĕсенче акнă, лаптăка пусăрăнтарнă та.

“Бахча” пĕрлешÿре вара кĕр тыррисем — 150, çуртрисем — 120, çĕр улми 100 гектар йышăнаççĕ.

МТС уйĕсенче шурут курăкĕ (пырей) чылай.

“Караево” ял хуçалăх производство кооперативĕнче çуртрисене, 800 гектара яхăн тарăн сухаласа, пĕтĕмпе тенĕ пекех хĕреслĕ майпа акса хăварнă.

“Волит”, “Шатьма”, “Рассвет” хуçалăхсен уйĕсем те тухăç пĕчĕкех пулмасса шантараççĕ.

В. Н. Шумилов хресчен фермер хуçалăхĕнче 110 гектар çуртрисем акнă, 1 гектар ир тата каярах юлса çитĕнекен купăста лартнă.

“Нива” ял хуçалăх производство кооперативĕнче, О. Козлова агроном пĕлтернĕ тăрăх, çуртрисем 492 гектар акнă, 100 гектар çине гербицид сапнă, халĕ ку енĕпе 4-мĕш бригадăра ĕçлеççĕ.

“Колос” пĕрлешÿн ыраш уйĕ те аякранах илемлĕн курăнса выртать.

Тулли мар яваплă “Красное Сормово” пĕрлешÿре те (ертÿçи — С. П. Иванов) тырă пуссисене пăхма кăмăллă, кĕрхисене — уйрăмах.

Святослав Петрович вĕсене кăçал 500 гектартан сахал мар акассине пĕлтерчĕ. Хуçалăхри Ю. Петров механизатор гербицид сапма тухнăччĕ.

Çул çÿрев кăтартăвĕсене те пурте пĕрле Яманак çĕрĕ çинчех пĕтĕмлетрĕç. Район пуçлăхĕ С. А. Николаев ертÿçĕсен кÿршĕсем мĕнле ĕçленине курни-пĕлни лайăххине, пĕр-пĕринчен вĕренмелли пуррине палăртрĕ, хуçалăхсен ертÿçисене çур акине япăх мар ирттернĕшĕн район администрацийĕ ячĕпе ăшшăн тав турĕ, вырмана тухас умĕн уйсене пĕрле тепĕр хут пăхса çаврăнма сĕнчĕ. Çавăн пекех ял хуçалăх пайĕн пуçлăхĕ Ю .Д. Петров, “Заря”, “Гигант”, “Караево” хуçалăхсен ертÿçисем Н. В. Петров, В. В. Александров, В. Н. Платонов, Раççей ял хуçалăх банкĕн районти уйрăмĕн ертÿçи А. В. Муравьев тата ыттисем сăмах каларĕç, çитес çул çак çÿреве ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене те, çĕр ĕçĕпе çыхăннă яваплă должноçри ытти çынсене те явăçтарма кирлине палăртрĕç.

Пĕтĕмĕшле илсен, комисси членĕсем, ертÿçĕсен сĕнĕвĕсене шута илсе, “Досаево”, “Караево”, “Красное Сормово”, “Таябинка” Агрофирма” тата “Янмурзино” хуçалăхсен уйĕсем ыттисенчен лайăхраххине кăтартса хăварчĕç.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика