19 мая 2009 г.
Красноармейскинчи иккĕмĕш вăтам шкулта çулленех математика эрни ирттереççĕ. Кăçал вăл тата та интереслĕрех иртрĕ.
133 ача вăйăлла “Кенгуру” конкурса хутшăнчĕ. Çиччĕмĕш класс вĕренекенĕсем Лебедев ячĕллĕ лицей-интернат йĕркелекен олимпиадăра тупăшрĕç. Сергей Лукин унта пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. 8 “б” классем “Суд над нулем” вăйă йĕркелерĕç. 5-мĕш классем ушкăнсем çине пайланса “Ох, уж эта математика”, 8 “а” классем вара “Кто хочет стать отличником?” вăйă вылярĕç.
Конкурс-вăйăсене алгебрăпа вĕрентекен Н. В. Андреева йĕркелесе пычĕ.
Çакăн евĕр конкурс-вăйăсем пире кулленхи вĕренÿре питĕ пысăк пулăшу кÿреççĕ. Çавăнпа та эпир вĕсене кашнинчех пысăк хавхаланупа хутшăнатпăр.