19 мая 2009 г.
Çу уйăхĕн 8-мĕшĕнче халăх пултарулăхĕн районти çуртĕнче ял тăрăхĕсенчен çара кайма хатĕрленекенсен кунĕ иртрĕ.
Вĕсене малтанах район администрацийĕ ячĕпе район пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен, пĕрремĕш çумĕ — вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕ Н. И. Антонов ăшшăн саламларĕ, Тăван çĕр-шыва куç шăрçине упранă евĕр сыхлама ăнăçупа телей сунчĕ. Яшсене Красноармейски ял тăрăхĕнчи çарпа учет сĕтелĕн инспекторĕ Г. Н. Маркова та ыр сунчĕ.
Призывниксене халăх пултарулăхĕн район çуртĕнче вăй хуракансем, Н. Никоноровпа Н. Николаева тата Красноармейскинчи 2-мĕш вăтам шкул вĕренекенĕсем юрăсем парнелерĕç.
Раççей çарĕн ретне тăма хатĕрленекенсем çапăçусенче пуç хунă паттăр ентешсене асăнса пĕр минут хушши шăп тăчĕç. Унтан вĕсене Çĕрпÿ тата Красноармейски районĕсен çар комиссариачĕн пĕрремĕш уйрăмĕн пуçлăхĕ В. М. Ижедеров повесткăсем пачĕ. Ку чыс-сума Çĕнтерÿ кунĕ умĕн Трак енри 43 каччă тивĕçрĕ.