АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ылтăн туя Çĕнтерÿ кунĕнче уявларĕç

19 мая 2009 г.

 

Ванюшкасси ялĕ район чиккинчи илемлĕ вырăнта ларать. Çĕнтерÿ кунĕнче, майăн 9-мĕшĕнче, кунти Леонтьевсем хăйсен ылтăн туйне паллă турĕç. Геннадий Леонтьевичпа Мария Ивановна вăл вăхăтри ырă йăлапа ярмарккара паллашнă. Кил хуçи “Нива” хуçалăхра электрикра вăй хунă, мăшăрĕ те кунтах тимленĕ, 30 çул ытла выльăх-чĕрлĕх пăхнă. Юратупа килĕшÿре вĕсем 7 ача çитĕнтернĕ. Асли — Людмила — Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ строителĕ. Ывăлĕсем — Валерий, Александр тата Леонид — Мускавра ĕçлесе пурăнаççĕ. Валентина — Çĕнĕ Шупашкар почтамчĕн тĕп экономисчĕ. Кĕçĕн хĕрĕ — Ирина — Кĕçĕн Шетмĕ шкулĕнче кĕçĕн классене вĕрентет.

Юбилярсен уяв сĕтелĕ хушшине ачисемпе мăнукĕсем тата кÿршисем пухăнчĕç. Телейлĕ мăшăра ылтăн туй ячĕпе районти ЗАГС пайĕн пуçлăхĕ Е. Л. Павлова ăшшăн саламларĕ, парне пачĕ. Вĕсенех вырăнти хĕрарăмсен канашĕн председателĕ В. И. Петрова, Кĕçĕн Шетмĕри кану центрĕнче ĕçлекенсем чăваш юррисем парнелерĕç.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика